Çурçĕр енчен, çилленсе...
Çурçĕр енчен, çилленсе,
Хăвасене силлесе,
Мăрьесенче уласа,
Арçури пек ахăрса,
Вĕрет вăйлă тухатмăш,
Салху тăсать: ăш-ăш-ăш.
Е çил-тăвăл тапратать,
Урам тăрăх кустарать.
Çын курайми аллипе
Татать хăва çулçине,
Мукалайми çавипе
Çулать тĕнче илемне.
Хура вăрман хумханса,
Çĕре çити тайăлать,
Куççулĕпе макăрса
Хăй çулçипе уйрăлать.
Вĕçен кайăк васкаса,
Хăй йăвине пăрахать.
Кичем-кичем кăшкăрса,
Сĕм вăрмана хăварать.
Картан-картан пухăнса,
Вĕçет кăнтăр еннелле.
Хăй йăвине асăнса
Тăкать вĕри куссульне...
Хура вăрман, сĕм вăрман,
Çта илемӳ кайрĕ сан?
Кам çурчĕ сан чĕрӳне,
Кам татрĕ сан ĕмĕте?
Хура вăрман, хумханса,
Ларать йĕрсе, ахлатса.
Пĕр тухатмăш савăнса
Ĕçлет ĕçне, ахăрса.
Шăнкăр-шăнкăр юхан шыв,
Мĕншĕн эсĕ пăтранан?
Мĕншĕн тарăн çырмара
Тăмлă хăйăр тапратан?
Мĕншĕн санăн тĕпӳнте
Çутă пулă курăнмасть?
Мĕншĕн вĕт-шак кĕтӳпе
Шыв хĕррине пухăнмасть?
Çта илемлĕ çырансем?
Ăçта кайнă чарлансем?
Мĕншĕн шаннă чечексем?
Çта çухалнă çĕленсем?
Мĕншĕн хăмăш хумханать,
Çапкаланать, хусăлать?
— Эх, ан ыйтсам эс манран,
Тарап эпĕ хам хамран;
Иртрĕ манăн çутă кун,
Сыв пул, йĕкĕт, сывă пул.
Çутă тĕнче хурланса
Хăй çуттине çухатнă.
Çутă хĕвел вăтанса
Пĕлĕт хыçне пытаннă.
Кăн-кăвакчĕ вĕт пĕлĕт —
Халĕ кайнă хуралса...
Те чăнах ку, те тĕлĕк, —
Вăл та Йĕрет хурланса.
Шухăшсем
Struggling to attract the right leads? O...
Wanting to revitalize your websit...
Watch this if you are struggling to get ...
Need a boost in website traffic? Our AI ...
Not getting enough leads for Chuvash? Ch...
Is your Chuvash website missing out on l...
Wanting to maximize your website ...
Want more targeted leads to your website...
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...