Шурă акăш
Ах, Савтепи кинемей мĕн ĕмĕтленнине эсир пĕлес пулсан! Хăвăрăн мĕн пур ĕмĕтĕрсем пĕр туххăмрах çав тери мĕскĕннĕн те тĕксĕммĕн курăнма тытăннă пулĕччĕç. Çынсем пурте мĕн çинчен те пулин ĕмĕтленсе шухăшлаççĕ-çке. Анчах пĕрисем хăйсене чăн-чăн ĕмĕтçĕсем теççĕ. Вĕсем хăйсен ĕмĕчĕсене кантур чĕлхипе план текелеççĕ. Теприсем тата, чăнах та ĕмĕтпе çунатланнăскерсем, пулма пултарайманни патнеллех туртăнаççĕ. Пĕлĕтре вĕçеççĕ тетпĕр ун йышшисене.
Савтепи кинемей вара пачах урăхла ĕмĕтленет. Унăн ĕмĕчĕ пĕр хăйĕн ĕмĕчех те мар-ха. Çынна лайăх пултăр, çыншăн ырлăх килтĕр тесе ĕмĕтленет. Çĕр виçĕ çула çитрĕ ĕнтĕ вăл. Унăн ачалăхĕнче ял хĕрринче Акăш кӳлли пурччĕ. Ăна ахальтен Акăш кӳлли темен. Унта шурă акăшсем вĕçе-вĕçе килетчĕç. Халăхра çапла сăмах çӳретчĕ: акăшсем вĕсем канăçма кайнă асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен чунĕсем тетчĕç, вĕсем ял çыннисене пăхса усраççĕ тетчĕç. Чăнах, ун чухне те, кайран та ялта лăпкă пурнăç пулнă. Çынсем пĕр-пĕринпе хирĕçмен, пĕр-пĕрне çаратман, вĕлермен...
Анчах вăрçă тухас умĕн акăшсем кӳлĕ çине анса ларми пулчĕç. Пĕрре вĕçсе кайрĕç те таврăнмарĕç.
Савтепи акăшсем кӳлĕ çине, упăшки вара тăван килне таврăнасса кĕтме тытăнчĕ. Акăшсене те, упăшкине те кĕтсе илеймерĕ.
Упăшкин хура хучĕ килсен, вăл хăйĕн мĕн пур пурлăхне арчана тирпейлесе хучĕ, ăна çăрапа питĕрчĕ. Вара хăйĕн вилĕмне кĕтме пуçларĕ. Ăна та пулин кĕтсе илеймерĕ.
Ачисем кăна мар, мăнукĕсем те, мăнукĕсен ачисем те ӳссе çитĕнчĕç. Хăй ӳстернĕ виçĕ ывăлне тата хĕрне юлашки çула ăсатсан Савтепи кинемей чăнласах шухăша путрĕ.
«Çак çĕр çинче Турра питĕ те питĕ кирлĕ ĕç пур иккен манăн. Çавăнпа ман чунăма илсе кайма васкамасть...»
Çак сăмаха тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене калама пуçларĕ.
Турра питĕ те питĕ кирлĕ ĕç мĕн пулма пултарнине вĕсем те тавçăрса илеймен.
Вара Савтепие тĕлĕкĕ аса илтерчĕ. Чи кирлĕ ĕçне мар, акăшсене. Çывăрса тăнă-тăман ял хĕррине васкарĕ. Хальлĕхе урисем утаççĕ-ха, кăнтăрла та, çĕрле те сурса асаплантармаççĕ.
Хурланса пăхса тăчĕ кӳлĕ çине. Унта юшкăн тулнă. Кӳлĕ питне шапа пăтти хупласа илнĕ. Вĕçсе иртекен кайăксем ку вырăнта кӳлĕ пуррине кураймаççĕ те пулĕ. Çавăнпа унта кайăк кăвакалсем те, шыв чăххисем те ишсе çӳремеççĕ. Ача-пăча та тахçанах шыва кĕме пăрахнă кунта.
«Ку кӳлĕре акăшсене ишме мар, выльăха шыв ĕçме те май çук, — пăшăрханса шухăшларĕ Савтепи. — Кунта им-юм та им-ям кăна пурăнмалла...»
Çакăн чухне чи кирлĕ шухăшĕ пуçа пырса кĕчĕ те. Çакăнта акăшсене çавăрса килтересшĕн-çке Турă. Çавăнпа ăна ку таранчченех çĕр çинче усрать.
Вăл хăй тĕллĕн юшкăнпа тулса ларнă кӳлле тасатаймасть. Ун валли вăйĕ çитместех унĕн. Камран пулăшу ыйтмалла? Каллех укçа тӳлемесĕр никам та тытса тумĕ сан ĕçе. Вара пенси укçине, катĕрте-катĕрте пухса пынине, шутласа пăхма пикенчĕ. Куллен ывçи-ывçипе укçа тытмасть те, тĕркелесе çыхнă хут укçасем ăна хăратсах пăрахрĕç. Мана асаттесен тĕнчине ăсатма çакăн чухлех кирлĕ мар ĕнтĕ тесе шухăшларĕ. Вара экскаваторпа ĕçлекен патне тухса утрĕ. Лешĕ Савтепи кинемейĕн сăмахĕсене ăнлансах итлесшĕн те пулмарĕ. Çав çула çитсе çыннăн йӳтемеллех ĕнтĕ терĕ пулас. Кинемей çине тăрсах тархаслама тытăнсан куçран ӳкеймерĕ.
— Хĕлле пултăр-ха, пăр лартăр-ха. Унсăрăн ĕçлеме çук унта...
— Эп илтнĕ тăрăх, юшкăн тăпри уй-хир валли пахаран та паха удобрени пулмалла.
— Тĕрĕсех илтнĕ-ха эс, кинемей, — терĕ те экскаваторщик пулăшма килĕшрĕ.
— Асанне те кукамай текенсем ман пылак çимĕçсĕр пурăнса пăхчăр-ха, — калаçса илчĕ Савтепи.
Тăванĕсенчен ăна ăнланакан пĕр çын та пулмарĕ. «Йӳтенĕ çынпа мĕн калаçăн?» — тесе пурте шарламарĕç.
Ял халăхĕ вара çаплах хисеплеме пăрахмарĕ ăна. Пĕр енчен вăл ялта çулпа чи асли тата халь пурăнакансем пĕлменнине пĕлет, курманнине курнă. Мăшăрланакан çамрăксем ашшĕ-амăшĕсенчен пил илнĕ-илмен Савтепи кинемей патне васкаççĕ. Тахçан тухнă, çаплах ял çинче çӳрекен сăмаха пурте ĕненеççĕ. Ялти чи ватă çын пил парсан, мăшăр вăрăм та телейлĕ кун-çуллă пулать. Енчен Савтепи кинемей пĕр-пĕр ĕçе пуçăнма ырă пачĕ пулсан, ĕç ăнатех. Ялта унпа тава кĕрес текен никам та çук.
Уяв сĕтелĕ хушшине Савтепи кинемее чи сумлă вырăна лартаççĕ. Ку мĕне пĕлтернине кил хуçисем каламасăрах пĕлеççĕ. Кинемее хăнара килĕшнĕ — пурте кăмăллă. Апат-çимĕç те, ĕçки-çики те, хăнисем те. Енчен кинемей хăйĕн стаканне йăвантарсан пурте хыпăнса ӳкеççĕ. Ăна тем килĕшмен кунта. Е кам та пулин хăйне тирпейсĕр тыткаланă, е такам ытлашши сăмах персе янă, е тата тивĕçсĕр çĕртен чĕннĕ хăна пулнă. Чылай чухне хĕрарăмсем апат-çимĕç тивĕ-çтермен пулĕ тесе хăйсене ӳпкелеме пăхаççĕ.
Кинемей сĕтел хушшинчен тăрса тухсан, канма кайсан, ларса юлнă хăнасемпе кил хуçисем ку хутĕнче мĕнпе юраймарăмăр-ха тесе калаçма çаплах чарăнаймаççĕ.
Вăхăт хăй еккипех шăвать. Хĕл те ларчĕ. Унăн вăхăчĕ иртрĕ. Çуркунне хӳтĕрсе ячĕ ăна. Шарласа шыв юхма пуçларĕ. Савтепин Акăш кӳллине курас килчĕ. Хальхинче хăйĕн урисене шанмарĕ. Машинăпа илсе кайма тархасларĕ. Унăн кӳллĕн кăвак питне курас килнинчен ытла мĕн-мĕн тунине пĕлес килчĕ. Аякранах ешĕл сăрт хĕррисем курăнса кайсан машинăран анса утма та хатĕрехчĕ.
Тăчĕ те çыран хĕррине хăйĕн куçне хăй ĕненмерĕ. Кӳлĕ тахçанхи-тахçанхи пекех кăн-кăвак питлĕ. Ун хĕррипе мĕн килчĕ çав ӳсмест. Савăнмаллипех савăнчĕ Савтепи. Хăй çывăхĕнчи çынсене пурне те тыта-тыта ыталас килсе кайрĕ.
Анчах киле таврăнсан вăй пĕтсе килнине туйрĕ. Юратнă мăнукĕсенчен пĕри ăна курăк чейĕ вĕретсе пачĕ. Сивĕнтĕр-ха тесе ăна кинемей ĕçмерĕ, айккинерех лартма каларĕ. Мăнукне çывăхарах пыма чĕнчĕ.
— Лар-ха юнашар, — терĕ кинемей. — Çула тухма вăхăт çитсе пырать пулас. Часах-часах пăрахса каятăп сире. Астăватна, маччана хăпартса лартрăмăр арчана. Унта кĕпе пур. Çавăнпа пытарăр тесе каланă эпĕ сире. Мана пытарма килекенсене ытлăн-çитлĕнех хăналăр. Эпĕ хам нихçан та хытă çын пулман.
Ачин хĕрачи ĕсĕклеме тытăнчĕ.
— Мĕнле пурăнмалла пирĕн сансăр?
— Ан хӳхле. Ыттисене те кала. Ан макăрччăр. Эпĕ сире савăнăç кăна кӳретĕп.
Яланах сирĕнпе пĕрле пулăп. Леш тĕнчерен те пулин пулăшу ярсах тăрăп.
Савтепи кинемей пуçне çĕклерĕ.
— Пыр, эпĕ ыйтнине ту вара...
— Юрать, юрать...
Савтепи саппун кантри çумĕнче уçă çыххине салтса илчĕ. Ăна ачин хĕрачине тăсса пачĕ. Унтан пуçне стена еннелле çавăрчĕ, ĕнтĕ мана пĕчченех хăвар тени пулчĕ ку.
Ирхи апата Савтепи кинемей тухмарĕ. Хыпăнса ӳкекенех пулмарĕ. Ĕнертенпе асламăшĕпе пĕрле пулнă хĕрне ашшĕ каллех асламăш патне ячĕ, вĕри чейпе ăшă икерчĕ леçсе пама каларĕ. Лешĕ пĕр-ик минутранах таврăнчĕ. Шуранка сăн-питлĕскер çăварне уçса калаçаймиех пулнă. Вĕри чейпе ăшă икерчĕ турилккине лартнă ывăса сĕтел çине хучĕ. Хăй пушă пукан çине ларчĕ.
— Чунĕ тухнă-им? — шăппăн ыйтрĕ ашшĕ.
Хĕрĕ хуравламарĕ. Пурте сăмахсăрах ăнланчĕç. Пӳртре хĕвĕшӳ пуçланса кайрĕ. Пытарма мĕн кирлĕ-ха тесе калаçкаларĕç. Мăнукĕ асламăшĕ панă уçă çыххине илчĕ те мачча çине арча патне хăпарчĕ.
Çăрине аран-аран уçрĕ. Ашшĕне чĕнес патнех çитнĕччĕ. Тепре çавăрсан та уçăлмасан мачча çинчен анăп тесе шухăшланăччĕ. Арчаран килте тĕртнĕ пиртен çĕлетнĕ кĕпе илчĕ. Ун ăшĕнчен Улатăрти табак фабрикинче кăларнă махорка пачки тухрĕ. Ăна ĕнтĕ кĕве ересрен хунă тесе тавçарчĕ Савтепи мăнукĕ. Вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăнхи çулсенче те çак махорка пачки калама çук пысăк пуянлăх шутланнă ĕнтĕ. Халĕ ăна никам та ним вырăнне те хурас çук.
Савтепи мăнукĕ килтисене асламăшĕн юлашки халалне пĕлтерчĕ. Юрать терĕç пурте, хăй каланă пек пытарăпăр, хăй каланă пекех чыслăпăр.
Ăна пытарнă кун ăшă та типĕ çанталăк пулчĕ. Ялĕпех тухрĕç Савтели кинемее юлашки çула ăсатма. Хăй ыйтнă пекех, ун тупăкне ялтан тухса Акăш кулли патне çитичченех çĕклесе пычĕç.
Кĕтмен те туман çĕртен хĕвел çутинче шурă пĕлĕт татки пек темĕн курăнса кайрĕ. Ирĕклĕн те канлĕн вĕçсе вăл кӳлĕ тĕлнех çитрĕ. Унтан кӳлĕ çийĕн çаврăнма пуçларĕ. Шурă акăш пулах кайрĕ ку. Пурте сывлама пăрахрĕç. Хытса тăчĕç. Акăш шыв çине анса лармах тăнăччĕ. Унтан çуначĕсене авăсса илчĕ те хĕвеле хирĕçле вĕçсе кайрĕ.
Асăну сĕтелне сад пахчине лартрĕç. Çынсем килсех тăчĕç. Асăнса ĕçрĕç те асăнса çирĕç. Савтепи кинемее пурте ырăпа кăна асăнчĕç.
Акăш кӳлли çийĕн вĕçсе çаврăннă шурă акăш Савтепи чунĕ пулнине пурте-пурте ĕненчĕç. Чăнах акăшах пулнă вăл тесе калакана пĕри те итлесшĕн пулмарĕ.
Пултăрах апла, Савтепи чунĕ пултăр терĕç иккĕленекенсем те, вăл пирĕн яла инкек-синкекрен сыхлатăр. Ялти чи ватă çын вилни пурне те хурлантарчĕ, паллах, анчах шурă акăшпа пĕрле яла ырă пурнăç таврăнас шанчăк пурне те хаваслантарчĕ.
Хĕвел те савăнăçлăн çутатрĕ çав кун. Вăл ешĕл курăка ачашла-ачашла илчĕ, çĕр çинчи пурнăç иксĕлмессе шантарса кайăксем юрларĕç.
Тăван яла ырăлăхпа тăнăçлăх тепĕр хут таврăннине пурте ĕненме пуçларĕç.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...