Чечексем — пирĕн туссем
Пĕррехинче Ларисăпа иккĕн шкултан таврăннă чухне çул çинче икĕ илемлĕ чечек куртăмăр. Пĕри — нарцисс, тепри — гладиолус. Нарцисс шурă чечек кăларнă, гладиолус çурла уйăхĕнче çеç çурăлĕ. Сасартăк питĕ çепĕç сасă илтĕнчĕ, чечексем пирĕнпе калаçаççĕ иккен.
— Ачасем, пире шăварма ахаль шыв мар, чĕрĕлĕх шывĕ тупса килĕр, тархасшăн, — йăлăнчĕç вĕсем.
Эпир чечексене пулăшас шутпа çула тухрăмăр. Кĕçех çӳл тӳперен вĕрен çакăнса тăнине куртăмăр. Ун тăрăх хăпартăмăр та пысăк кӳлĕре шуйттана асăрхарăмăр. Вăл та пирĕнтен чĕрĕлĕх шывĕ ыйтрĕ.
— Мĕн тăватăн эсĕ унпа? — интереслентĕмĕр эпир.
— Мана усал тухатмăш шуйттан туса хучĕ. Чĕрĕлес килет.
Лариса тупса килнĕ шыва шуйттан ĕçсе ячĕ çеç — унтан çеçпĕл пулса тăчĕ. Вăл пире тав туса икĕ тымар парнелерĕ,
— Ăçта каяс килет, çавăнта чупăр, — терĕ.
Эпир чупсан-чупсан çул икĕ пая уйрăлнă çĕре çитрĕмĕр. Лариса сарлака çулпа чупса кайрĕ, эпĕ — ансăррипе. Кĕçех пысăк юман умне тухрăм. Ун çине хăпартăм та йĕри-тавра тĕрлĕ чечек ешернине куртăм, хĕрли, кăвакки, сарри…
Юман тăрринче ларакан тăмана мана кашни чечек çинчен пĕрер тумлам сĕткен пухма хушрĕ. Чĕрĕлĕх шывне пуçтарсан эпир килелле чупрăмăр. Çул çинче пире усал тухатмăш тапăнчĕ, пирĕнтен сиплев шывне туртса илесшĕн пулчĕ. Эпир ăна улталарăмăр, чĕрĕлĕх шывĕ вырăнне вилĕм шывĕ патăмăр. Вăл ăна ĕçсенех чул пулса тăчĕ.
Киле çитсен чечексене чĕрĕлĕх шывĕпе шăвартăмăр та вĕсенчен пирĕн туссем — Гальăпа Наташа вĕçсе тухрĕç. Усал тухатмăш тантăшсенчен чечексем туса хунă-мĕн. Вĕсем пире хăйсем çинчен каласа пачĕç.
Çавăнтанпа эпир уйрăлми туссем. Пурте 8-мĕш класра вĕренетпĕр, уявсенче те пĕрле савăнатпăр, вылятпăр.
* * *
Эпĕ те аннене телей уççи парнелеме шутларăм, эпĕ те ăна шырама тухрăм. Çул çинче мулкач çурине тĕл пултăм. Вăл та хăйĕн амăшне мĕн парнелемеллине пĕлмест иккен. Вăл та манпа пĕрле пыма килĕшрĕ. Нумай пулчĕ-и, сахал-и, эпир пĕр çурт патне çитрĕмĕр. Алăкран шаккарăмăр. Алăк хăех уçăлчĕ. Кĕтĕмĕр. Алăк хăех хупăнчĕ. Тĕлĕннипе хăрасах кайрăм, малтанласа ăна-кăна нимĕн те ăнкараймарăм. Тĕлĕнмелле тискер чĕр чун керменĕнче иккен эпир куянпа.
— Марта, сана мартăн 8-мĕш уявĕ ячĕпе саламлатăп, — тет хайхискер.
— Тавтапуç, — чĕтреме пăрахмастăп эпĕ.
— Ан хăра, ирт маларах, — тет тискер чĕр чун. Кермене кĕтĕмĕр. Вупăр карчăк та кунтах пурăнать иккен.
— Марта, эпир сана мĕн кирлине пĕлетпĕр, — теççĕ хайхискерсем.
— Ăçтан пĕлетĕр?
— Эпир пурне те, тĕнчере мĕн пулса иртнине веçех пĕлсе тăратпăр, — пĕртте хăрушă мар вĕсен сассисем. Вупăр карчăк мана уçă кăтартрĕ, уншăн илемлĕ юрă юрласа пама ыйтрĕ. Тискер чĕр чун кулăшла калав юптарса пама ыйтрĕ. Эпĕ юрă юрларăм, куян калав юптарса пачĕ.
— Пĕчĕк хĕр пĕрчи, киле кайма пултаратăн, акă сана телей уççи! Куяна та уçă парнелетĕп!
Çак самантрах киле те çитсе тăтăм. Анне илемлĕ торт пĕçерет-мĕн. Ун патне чупса пытăм, ăна питĕнчен чуп туса илтĕм, ăна телей уççи парнелерĕм.
— Тавтапуç, хĕрĕм!
Анне савăннăшăн чун-чĕререн хĕпĕртерĕм.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...