Аннене сыватни
Анне чирлесе ӳкрĕ, аран-аран уткалать. Ăна шелленипе хам та кунĕн-çĕрĕн куççуль юхтаратăп. Утса пынă чухне мана алăран пĕр патак çатлаттарчĕ, хăранипе малалла чупрăм, вăл мана çапах хăваласа çитрĕ,
— Мĕншĕн йĕретĕн? — ыйтать вăл манран.
— Аннеçĕм чирлесе ӳкрĕ.
Вăл мана çапла каларĕ, «Санăн пĕр патша патне каймалла, вăл сана пулăшĕ. Сана кирлĕ патша вăрманта пĕр йывăç айĕнчи çĕр тĕпĕнче пурăнать. Ăна тупас тесен кашни йывăç тĕмнех пăхса çаврăнмалла, тĕплĕ шырамалла».
Киле çитрĕм, аннене асамлă патак çинчен каласа патăм, анне питĕ хĕпĕртерĕ, йывăçсем патне кайса пăхма сĕнчĕ.
Тепĕр кунне çула тухрăм, пĕрремĕш йывăç кутĕнчех пĕр чӳлмек ылтăн тупрăм. Ăна илмерĕм, малалла уттартăм. Кунĕпех шырарăм — патшана тупаймарăм. Тепĕр кунне те çаплипех ĕç иртрĕ. Темиçе кун вăрманта çӳренĕ хыççăн эпĕ ывăнсах çитрĕм, йĕрсе килелле утатăп. Ку хутĕнче те мана патак пырса çапрĕ,
— Эсĕ вăрманта 234 йывăç патне пынă, 235-мĕш йывăç патне пыман, — терĕ. — Вăл шăпах çав йывăç айĕнче пурăнать.
Каялла çаврăнтăм та 235-мĕш йывăçа шыраса тупрăм.
Малтанах никама та курмарăм. Пăртак тăрсан такам мана, «Сывă-и?» — терĕ.
Хăрасах кайрăм, кайсах ӳкрĕм, çапах та,
— Сывах-ха, — терĕм, — анчах та манăн анне чирлĕ.
— Эпĕ панă ыйтусене хуравлама пултарсан эпĕ санăн аннӳне пулăшăп, хуравлаймастăн — хăвна айăпла.
Эпĕ вăл панă мĕн пур ыйтăва хуравларăм. Вăл мана хăналарĕ, анне валли парне те пачĕ. Килелле савăнсах чупса кайрăм. Эпĕ çитнĕ çĕре анне йăл кулса ларать — сывалнă! Аннене уяв ячĕпе патша панă парнене парнелерĕм. Тутлă кучченеçсем çирĕмĕр. Тавтапуç сана, патша, аннене сыватнăшăн.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...