Спиридон Михайлов
Пин-пин чăвашăн паттăр ар.
Ăçтан йăлтах асра тытар?
Янтуш таврашĕ Çпиритун,
Сана асран ямарĕ чун.
Чăваш ачи, чăваш çинчен
Раççей çынни тĕлĕниччен
Калаçрăн вырăс чĕлхипе,
Яту ян! кайрĕ талккишпе.
Хусан та, Питĕр те, Мускав
Сана каларĕ: тав, мухтав!
Эс Альквист, Регули таран
Тус тупрăн хăв чысу пуртан.
Чăваш кун-çулĕ те юрри,
Йăли-йĕрки – мĕн-мĕн пурри
Çинчен çырса кĕнекере
Хыпар салатрăн Раççейре.
Эс виçĕ халăх ăсĕпе,
Эс виçĕ халăх чĕлхипе
Сăнларăн хамăр пурнăçа.
Чипер кăтартнăшăн уçса
Сана "çыравçă" ятпала
Мухтарĕç ыр сăмахпала.
Хăв тĕллĕнех çутта тухса
Кăтартрăн халăхри ăса.
Çырса хăварнă ĕçусем –
Чăн туслăх тĕслĕхĕ вĕсем.
Ыр вырăссем ал панăран
Çĕклентĕн эсĕ çав таран.
Чăваш пулсассăн та йăваш,
Ĕçре вăл тăрăшать вăш-ваш!
Килет кун-çулĕ инçетрен,
Вăл катăк мар ыттисенчен.
Çакна пĕлтертĕн тĕнчене
Çĕклем тесе ентешсене.
Тав турĕ халăху сана,
Упрарĕ ĕçлĕ сăмахна.
Тăван культура çӳпçинчен
Тухса ӳкмест вăл халиччен.
Янтуш таврашĕ Çпиритун,
Çавна курать те манăн чун,
Емĕтӳнти ĕçӳсене
Çитересех килет вĕçне.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...