Шухăш
Кун мар, иртет этем ĕмри,
Ире ачалăх темĕр-и?
Хĕвел кулса тухать йăл-йăл!
Хăвна туятăн çăп-çăмăл.
Утса-чупса çӳрес килет,
Чĕрӳ сике-сике илет
Савăннипе, чун тулнипе,
Сĕме сĕрсе ир килнипе.
Ыйха уçса яратăн та,
Ĕç-пуç вĕрет сан аллунта.
Тапаланать тӳпенелле
Хĕвел-атте яланхилле.
Хĕрӳлленсе çитет тĕнче
Татах та кăнтăр тĕлĕнсе.
Ачалăх, яшлăх — хыçалта,
Вĕрет ĕç хулара, ялта.
Эс — вăйпитти, эс — пăхаттир,
Чечекленет ем-ешĕл хир.
Вăрман тумланнă симĕс тум,
Çăра çеремлĕ ешĕл ум.
Кăмăл тулать телейпеле, —
Çут ĕмĕт çитнĕ темелле.
Пĕрне-пĕри юратнăран
Сăмах хушма та аптăран.
Ача-пăча кил умĕнче
Вылять-кулать çерем çинче.
Кустăрма пек анать кусса
Хĕвел, кăмăлсене хуçса.
Анса-анса пынипелен
Ăшши чакса пырать хуллен.
Пĕлĕтпеле хуплать питне,
Вĕçлет вăл пĕр кунхи ĕçне.
Кĕтӳ анать, чакать хавха,
Питĕрĕнет кил-çурт, хапха.
Юлашкинчен хĕвел анать,
Ĕмрӳ те иртнĕн туйăнать.
Юлать ĕнтрĕк çут кăна,
Пусать чĕр тунсăх сан чунна.
Эс ывăннă, канас килет, —
Çĕр ватлăха ас илтерет.
Хĕвел тухса, хĕвел анса
Çул хыççăн çул иртет ансат.
Тухаççĕ çуркунне, çулла
Черечĕпе инçе çула.
Вĕсем иртсе кайсан кĕтетĕн
Кĕркуннепе хĕле. Пĕлетĕн,
Вĕсен хăйсен черечĕ пур.
Çаплах çын ĕмĕрĕ те, кур:
Килет те çутă тĕнчене
Арлать чăр пурнăç-кĕнчеле
Çипне канмасăр ир те каç.
Эс унпала хуллен калаç!
Кам таврана кӳрет илем?
Тĕлĕнмелле кĕтрет-этем!
Вăл паттăр хăйĕн ĕçĕпе.
Пуçламăшĕ пур, вĕçĕ те
Чĕр пурнăçăн. Вăл - чи хакли,
Чи йывăрри те чи хăтли.
Килет те парăнать сана
Пĕрре кăна, пĕрре кăна...
Çын хӳтлĕхсĕр те тепĕр чух —
Çавăнпала пуласчĕ сых.
Çук мар шуххи те çут тĕнчен,
Уйрас пулать пĕр-пĕринчен
Ырăпала усал вăя —
Чи авалхи синкер вăййа.
Эй, пурнăç! Чи паха тупра!
Хăвна май пур таран упра!
...Каятăп тарăн шухăша,
Вăл вĕçĕмсĕр кĕрет ăша.
Этем килет — каять пĕччен
Кун-çул çиппи татăличчен.
Питех çинçе, кĕске çиппи.
Вăл татăлсан — юлать сыппи.
Çĕннин татах тăсăлмалла,
Выртать ун çулĕ малалла.
Çул ĕмĕлки куç умĕнче,
Макечĕ — пĕтĕм çут тĕнче.
Çулталăк, талăк — çав макет, —
Пĕри, тепри аса килет.
Çинçе те пурçăн пек хитре
Çав çĕр çинчи асам кĕтрет.
Утма аван та ушкăнпа,
Анчах та ансат мар шăпа.
Вăл суйланмасăр килнĕрен
Çăмхаланать çип тĕрлĕрен.
Пĕрин вăл арланать вăрах,
Телейсĕрри юрать хăрах.
Пĕччен асаплă та кĕске, —
Юлать пĕр тăлăх тĕмеске...
Чи вăрăм çипĕ те сахал,
Çултан сасартăк ан çухал!
Улăштармашкăн шăпана
Май çук. Эс — вăхăтлăх хăна.
Асамлă çутă тĕнчере
Çипне арлать кив кĕнчеле.
Пĕр кун, пĕр çул — мĕлки, макечĕ,
Ватта çитсен тин аса килчĕ.
Аслă Нагаткин,
2008 çул, çурла, 31 - авăн, 1.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...