Учитель
Вĕçет-вĕçет Хĕвел-атте тавра
Сенкер планета, Çĕр-анне ара.
Кам тапса янă мечĕк пек ăна?
Паян çулсен шутне шутла кăна!
Сан сакăр вунă çаврăм хыçунта,
Кашни, ĕнерхи евĕр, асунта.
Пусать çулсен капмарĕ ват çынна,
Çавăнпала халь тăвăр сан чунна.
Мĕскершĕн пурăнатпăр тĕнчере?
Пур ыйтăвĕ, хуравĕ çук, эре.
Çав вăхăтрах пĕр çын та — хăй тĕнче,
Хĕвел ăшши-ялтравĕ айĕнче.
Пĕртен-пĕрех... Килет те вăл каять...
Пĕр шутласан, самантлăх туйăнать.
Çавăнпала чуна пусать те чул,
Шухăшласан — шăрçаланать куççуль...
Мăн ыррине курайнă эс? Кала,
Чăваш ачи, тĕпленнĕскер яла?
Асрах, паллах, яш ĕмĕр — çутă ир...
Ун чух кашни хаваслă-çке эпир.
Пуçламăшĕ хитреччĕ, лайăхчĕ...
Малашлăх çилĕ сана майăнччĕ.
Шкула иленнĕ эс, чăваш ачи,
Хунанă çĕнĕ пурăнăç калчи.
Çаплах ара, калча пек ӳснĕ эс, —
Çĕнелнĕ ял, уй-хир, тăван кĕтес.
Кайран йăшш! шăтнă, ӳснĕ ачусем, —
Чунна та парăн çак ача тесен.
Учитель-çке эс — пысăк çын...
Сана Ватти-вĕтти сума сăвать, сана!
Яш-кĕрĕме кăларнăшăн çынна.
Ас илтерес килет пĕрне кăна.
Ку вăл — чăваш писателĕ Садай.
Ыр тĕслĕхĕ, паллах, татах нумай.
Çак пĕр кĕтрет те тивĕç мухтава,
Çавăнпала кĕртетĕп те сăвва.
Яш-кĕрĕме кăна та мар, яла
Ху хыççăн туртса пынă çутталла.
Кил-çурт тулли чипер ача-пăча,
Юратнă мăшăр... Хуйăх çук пачах.
Ят тухнă... Çар хĕсмечĕ çăмăл мар.
Сасартăк - вăрçă... Анăçра – пушар...
Ăна эс кĕтсе илнĕ чи малтан,
Пирса çитсе аякри ялтан.
Йĕрленĕ вилĕм кашни утăмра, —
Унка та лекнĕ, çуннă тамăкра...
Ютра та тăшмана чун парăнман, —
Шывра путман чăваш, вутра çунман.
Чĕр тамăк витĕр тухнă çиеле,
Ыр-сывă таврăннă тăван киле.
Кайран хĕрсе вăй хунă тепĕр си, —
Хавхалантарнă, чĕннĕ пуласси.
...Çапла, эс тӳснĕ, курнă хура-шур, —
Аса илсе сан каламалли пур.
Кала-кала кăтартнăччĕ мана, —
Çуралчĕ документ-калав. Ăна
Çапса кăлартăм эпĕ хаçатра.
Илтсе-пĕлни çаплах тăрать асра.
Çĕр çаврăмĕн çăмхи ӳсет пĕрмай, —
Çулсем пусаççĕ йывăррăн ай-çай!..
Ача-пăча, мăнук та пур çинче
Ма хĕсĕнсе килет мăнаç тĕнче?
Пĕччен ăçта каяс та мĕн тăвас?
Этем ăшпиллĕ ушкăна хавас.
Кил-йыш, эртел ăшши — таса тивлет,
Вĕсем çук чух йăшать çын е чирлет.
Сан умăнта — армак-чармак турат,
Шуйттан алли-ури пек... Чун сурать.
Чуну сурать те сӳлетсе илет,
Сĕм читлĕхрен ун тухасси килет.
...Чылайччĕ тĕл пулса калаçманни,
Чуна хĕсет тумхахлă самани.
Пĕлтерчĕç ăнсăртран хура хыпар:
Пĕччен... Эс курнă терĕçĕ типшар.
Эс тамăкран та тухнăскер ыр-сыв...
Ху ывăлна каçар, Анне-çĕршыв...
Пит йывăр ахаль çын хуйхи-суйхи, —
Пĕрле чух чăлханмасть кун-çул çăмхи.
...Çаплах кумать Хĕвел-атте тавра
Çулсен çиппи çавра хыççăн çавра.
1994-95
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...