Эксперимент


Пĕррехинче мастер пирĕн участока типĕтнĕ пулă пек хыткан, тăсланкă этеме çавăтса кĕчĕ.

- Паллашăр: Замков, cирĕн çĕнĕ юлташăр, - терĕ Хĕритум Капитонович. - Куçма пиллĕкмĕш разрядлă ăста токарь. Килĕштерсе ĕçлĕр, хисеплĕр. - Унтан лешĕн енне çаврăнчĕ. - Сан станоку ак çакă пулать. Ку тимĕр шкап инструментсемпе ытти хатĕр-хĕтĕре тытмалли. Ăнлантăн-и?

- Ăхă, ăнлантăм, - пасара çӳремелли сумкине урайне лашт! пăрахрĕ Замков.

- Охо! Вăт, ку арча тăк арча: качча каяс хĕрĕнни пекех тапса тăрать! - тĕксе илчĕ Чакак Хĕветĕрĕ. Пурте харăссăн кулса ятăмăр.

Хĕритун Капитонович пăрăнса кайсан Куçма манран хуллен, асăрханараххăн çапла ыйтрĕ:

- Итле-ха, шульăксенчен мĕнлерех кунта сирĕн?

- Мĕскер? - тăруках ăнланмарăм эпĕ.

- "Кукăр" алăсем хыт ашкăнаççĕ-и теп? - уççисемпе сверлисене кĕптĕртеттерчĕ çĕнĕ çын.

- А-а, - терĕм кӳршĕм мĕн пирки ыйтнине тавçăрса. - Алхасаççĕ. Тепĕр чух йĕп юлми шăлса тухаççĕ, пĕтме маннăскерсем!

Куçма ман çине пĕр хушă шалкăм çапнăн пăхса тăчĕ-тăчĕ те /тĕрĕсне калать-и ку этем е шӳтлет-и? терĕ ĕнтĕ/ шкап алăкне пӳрне мăнтăрăш пралукпа хăпăл-хапăл çыхса-пăрса лартрĕ.

- Пăхкала-ха... Эп наччас!..

Участока вăл тепĕр икĕ сехетрен таврăнчĕ.

- Фу-у! - терĕ тин кăна сĕрен чупса килнĕн. - Шыра-шыра тинкем тухрĕ саççим...

Тарлă ĕнсине шăлкаласа кĕсйинчен алсатуль пысăкăш çăра кăларчĕ.

- Кăна нисашту та уçаймаççĕ, еккăрнăй бабай!

Унтан эпĕ сигарет мăкăрлантарнине пăхса тăчĕ-тăчĕ те:

- Ма пустуй çунтаран? - терĕ. - Аслаçу хăй вилес умĕн пĕр чӳлмек ылтăн парса хăвармарĕ пуль-çке?

- Халь пурте туртаççĕ.

- Пурте туртчăр, эс ан турт! - çĕр çулхи мучи пек ăс пачĕ Куçма. - Укçа тени вăл çумăр пек пĕлĕтрен тăкăнмасть.

- Мĕн валли перекетлес? Мана машина кирлĕ мар.

- Машина... Машина вăл, шăллăм, - тимĕр тупăк, ыр вилĕмпе вилес килменнисем валли! Тата... сывлаха та упрамалла. "Здоровье" журнал вуламастăн-им? Пĕр грамм никотин виç эрне çитерсе самăртнă ăйăра хăнк! çеç месерле çавăрса çапать.

- Врачсем хăйсем те пиртен ытларăх мăкăрлантараççĕ, - терĕм эпĕ. - Ку юрĕ-ха, хĕрсемпе арăмсем те çăвартан кăлармаççĕ, паклăттараççĕ кăна!

- Тĕнчере тăрри шăтăксем сахал-им, - хĕрсе кайрĕ Замков. - Джинс шалаварне çăттăн туртса лартаççĕ те /ара, мăнтăр купарчисене кăтартмалла-çке-ха, лăнк-лăнк вылянтарса арçынна астармалла!/, йӳçĕ ĕмкĕч хыпаççĕ те - пы-ыраççĕ мăн кăмăллăн таплаттарса. Пĕр хĕрелмесĕр-именмесĕр! Тьфу, намăссăрсем... Пĕлетĕн-и, мĕн шутлатăп эпĕ унашкал хĕрарăмсем пирки? Ма хура шăртпа витĕнмеççĕ-ши янаххисем тетĕп. Чăнах! Мăйрака шăтсан тата лайăхрах пулмалла... Чăкармисем! Иртĕхеççĕ-иртĕхеççĕ те табак-эрехпе - вăтăртан иртсенех кĕвенте пек кукăрăлса лараççĕ.

- Тĕнче тĕрлĕ теççĕ. Сайра-хутра унашкаллисем те пулаççĕ ĕнтĕ, - тетĕп юриех сӳрĕккĕн.

- Пулаççĕ çав, пулаççĕ, - хашлатрĕ Куçма. - Унсăрăн, ыр çынсен хушшинче "ухсах-чăлахсем" чăлханман тăк, çак çăрана туянса тăкакланнă пулăттăм-и!

- Шӳтлерăм эпĕ паçăр, - лăплантарма тăрăшрăм Замкова. - Такама кирлĕ пуль сан ещĕкӳ - пӳрнепе те тĕкĕнмĕç.

- Çапла мар-и! Ку халапа асаннӳне каласа кăтарт. Мана, ват çĕрçие, хывăхпа улталаймăн... Хă! Никам та тĕкĕнмест... Кирлех пулсан, шкапĕ-мĕнĕлех çĕклесе каяççĕ.

Тăрăшсах солидоллă çăрине шăлчĕ. Инструменчĕсене вырăнтан вырăна куçарчĕ.

Тӳсеймерĕм:

- Итле-ха, Куçма... Павăлч, - терĕм., - Мĕне кирлĕ сана çакăн чухлĕ "тупра", э? Кладовка юнашарах: мĕн кирлĕ - кай та ил.

- Патшалăхăн, Петĕр, кладовка кăна мар, тата тем те пĕр пулĕ. Çухатрăн е çĕмĕртăн - тӳле. Капла - хамăн, хам хуçа!

- Те хăвăн-ха, те унтан-кунтан йăкăртнă - пĕлсе пĕтер, - калаçăва хутшăнчĕ тахăш вăхăтра килсе тăнă Хĕветĕр.

- Эс мĕн... вăрланă тесшĕн-им? - куçĕсене мăчлаттарчĕ Куçма. - Пăта таранчченех хамăн!

- Ненай, - вучаха краççын сапрĕ Чакак ывăлĕ. - Ятна çырман, клемме çапман... Кирлех пулсан живă-два "конфискацилетпĕр". Сиссе те юлаймастăн!

- На каком-таком основании?

- Основанишĕн ан хуйхăр, тăванăм, тупатпăр. Неччу кунта единоличникланма! - ăшалантарать Хĕветĕр.

Эп куç хĕснине асăрхасан кăштах лăпланчĕ.

- Ну латнă уш. Çынни эс, тен, ытлашши пăсăках та мар-тăр-ха - пурăнсан курăпăр. Анчах асту: пирĕн кунта çĕлĕк пысăкăш çăрана та ним мар çĕмĕреççĕ. Понятнă?

- Понятнă пулмасăр, ытлашшипех понятнă, - ăша кайнă сасăпа тавăрчĕ Замков.

Тем вăхăтран Хĕветĕр мана айккинерех чĕнсе илчĕ те хулран çатăрласа тытрĕ:

- Куртăн-и? Вăт, куркуль! Кивĕ элемент... Вĕрентетĕпех эп ăна, Петĕр! Пăх-ха эс: цехри чи лайăх участокра ĕçлетпĕр пулать те - вăл пур, таçтан-муртан сĕтĕрĕнсе килнĕ кулак йăхĕ, пире шанмасть...

Тепĕр кунне ĕçе ыттисенчен маларах çитрĕм. Курах кайрăм: Куçма шкапĕ яриех уçă. Пăхатăп - пĕр япала та çук, тап-таса. "Ай-яй, чее те иккен мур Замковĕ! - шутлатăп тĕлĕнйĕ. - Хĕветĕр "конфискацилесрен" хăраса урăх çĕре пытарма та ĕлкĕрнĕ".

Акă Куçма та вашкăртса çитрĕ. Уçă шкапне курчĕ те, пуçне йĕкĕрлесе тытрĕ те мăка çĕçĕпе сĕрнĕ качака такилле хăрăлтатма пуçларĕ.

- Пĕтерчĕç!.. Вĕлерчĕç!..

Пытăм.

- Мĕн пулнă, Куçма Павăлч?

- Мĕн пулнă... - йынăшрĕ Замков. - Çаратнă! Тĕп тунă!..

- Ытлашши ан хуçăл-ха: тен, кам та пулин шӳтленĕ-тĕр...

- Питĕ чаплă "шӳт"! Виçĕ çул шурупăн-шурупăн пухнăччă... Ых, аçа çапманскерсем!..

Мĕнле пулăшас ку этеме? Пуçа çĕклесе пăхрăм та... участок леш вĕçĕнче Хĕветĕр хырăмне сăтăра-сăтăра кулнине асăрхарăм. Хăвăртрах - ун патне. Кăкăрĕнчен ярса тытрăм:

- Халех тавăрса панă пул!

- Ах, вилеп... Ах, тӳсме çук... - çав-çавах вăйсăррăн хуçкаланчĕ Хĕветĕр кулма чарăнаймасăр. - Яр-ха, Петĕр, ахăлтата-ахăлтата ăш хыпрĕ саççим...

- Илтрĕн-и, тавăрса пар тетĕп!

- Ан тив-ха, кăштах хăратас тесе çеç эп...

Çавăнтах станина питлĕхне уçса Куçма япалисене кăларма пуçларĕ.

- Акă! Кайса хуратăп та - ĕçĕ те пĕтнĕ. Мĕн ӳлемелли пур унта?

Эпир пынă чух Куçма çукчĕ.

- Пуçлăхсене евитлеме чупнă ахăр, - Замков хатĕр-хĕтĕрне хăй вырăнне майласа хума пикенчĕ Хĕветĕр.

Чăн та, тепĕр темиçе минутран Куçмапа мастер персе çитрĕç.

- Мĕн-мĕн илнĕ? - ыйтать Хĕритун Капитонович лешĕнчен.

- Калатăп вĕт-ха: ним те хăварман, тап-таса çап-çутă! - хашлатрĕ Замков. - Акт çырмалла, шăршă пăлекен йытă чĕнсе илмелле.

- Йыттупа аташма ĕлкĕрĕн-ха, малтан ещĕкне уçса кăтарт, - хушрĕ мастер.

- А мĕн уçмалли ăна! - терĕ те Куçма... чĕлхине çыртрĕ: çăра чип-чиперех хăй вырăнĕнче çакăнса тăрать.

Уçрĕ. Тĕрĕслерĕ: пĕтĕм инструмент - сентресем çинче. Шăкăрин выртаççĕ! Пĕр япала та çухалман. Замков пичĕ пĕрре пиçнĕ чĕкĕнтĕрпе сĕрнĕн кĕренленчĕ, тепре кĕл сапнăн шурса кăвакарчĕ.

- Нимĕн те ăнланмастăп: тин кăна, сирĕн пата пырас умĕн...

...Кăнтăр апачĕ умĕн Куçма ман пата яртлаттарса пычĕ те:

- Пăхкала-ха, ан тустарччăр, - терĕ. Хуçалăх лавккине çитсе килетĕп, номерлине туянатăп. Кăна, шăши тапса уçмалласкерне, урама тухса вăркăнтаратăп.

- Ан кай, - чартăм Куçмана.

- Епле - "ан кай"? Смена хыççăн шкап çумне хамăн кăкарăнса ларас штоль?

- Ларма та кирлĕ мар. Сăмах паратăп: йĕп те çухалмасть.

- Çапла пулмасăр!

- Айта, эппин, иккĕленетĕн тĕк тавлашатпăр, эксперимент пекки ирттеретпĕр, мĕн те пулин йăкăртрĕç - хам инструмента паратăп.

- Тем тумалла ĕнтĕ санпа, - ĕнсине кăтăртаттарчĕ Куçма.

Тепĕр кун эп ĕçе пынă чух Замков хăй станокĕ çумĕнче тем аппаланатчĕ. Мана асăрхасан шăртланнă каçăр янахне çĕклерĕ те куçран тĕмсĕлсе пăхрĕ:

- Тĕрĕсне каланă иккен эс, Петĕр.

- Мĕн тесе?

- "Йĕп те çухалмасть" тесе. Чăн та çаплах. Пĕри явкаланса çӳрессе çӳрерĕ те...

- Эсĕ мĕн, ылтăн шкапна çĕрĕпех хуралланă-им?

- Хуралламасăр вара! Шанса пĕтер-ха... - Верстак айне вырнаçрăм та - çурăкран пăхкаласа ларатăп. Акă пурте тухса кайса пĕтрĕç, ку çеç тем хăршаланать. Сĕркеленчĕ-сĕркеленчĕ те - ман шкап патнелле. "Ну, - тетĕп, - çакланчĕ, йĕке хӳре!" Çук, нимĕн те тĕкĕнмерĕ. Юриех уçă хăварнă ещĕк алăкне майласа хупрĕ те пăрăнса утрĕ. Хам çаплах ĕненместĕп-ха: "Пур пĕр каялла килетĕн, - шутлатăп, - пур пĕр çакланатăн!"

Ларнă вара çĕр каçипе тĕлĕрсе. Куçа уçрăм - çап-çутах! Киле кайса çӳрес мар терĕм. М-да, ĕненменччĕ... Чăн-та, этемсемех ĕçлеççĕ иккен кунта, Петĕр!

Тӳсеймерĕм кулса ямасăр. Куçма ман çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те - манпа пĕрле хăй те ахăлтатма пикенчĕ...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алевтина (2010-04-06 19:42:16):

Маттур та вара! Ахăлтатса кулнипе хырăм хытса ларчĕ. Питĕ кирлĕ калав ара ку, çитменнине тата кулăшла. Кĕскен те ăнланмалла. Курс ĕçĕнче çыравçă ятне аса илмесĕр хăвармастăпах.Тав=)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: