Юлашки каç
«Юрату-и?!. Пĕлместĕп; пур-ши вăл, çук-ши? Хăш-пĕрисем çине тăрсах юрату çук тесе ĕнентерме тăрăшаççĕ, хам та çавсен шутне кĕретĕп пулас», — тетчĕ мĕн ватăличченех авланмасăр, ĕмĕрне пĕччен ирттернĕ Ухтеркке мучи. Теприсем вара... Сăмахран, лешкас ачи, Савали, пĕлтĕр авланнăскер, çакăнпа ниепле те килĕшесшĕн мар. Паллах, хальхи саманара, пурнăç кунран-кун лайăхланса пынă вăхăтра, йăла-йĕркисем те улшăнаççĕ: кивви вырăнне — çĕнни. Çапах, шел пулин те, хăшпĕр чухне кивĕ, юрăхсăра тухнă йăласене аса илекенсем те пулкалаççĕ-ха.
Иртнĕ çуркунне яла канма таврăнсан, хамăн ача чухнехи тусăма тĕл пултăм. Пуçланса кайрĕ хайхи калаçу, сăмах çăмхи сӳтĕлет те сӳтĕлет, вĕçĕ те çук. Чăнах, ара, шкул пĕтернĕренпе пуçласа тĕл пулатăп-çке-ха Саньккана. Ачалăхри кунсене тишкерсе тухнă хыççăн паянхи пурнăçа сӳтсе явма пуçларăмăр. Эпĕ тусăма хамăн савнă мăшăрăмпа пĕрлешнĕренпе пилĕк çул çитнине виçĕ уйăх каялла паллă туни, хам икĕ ача ашшĕ пулса тăни çинчен каласа тĕлĕнтертĕм. Вăл та мана хăйĕн пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма пикенчĕ.
— Çапла, Микуль, авланасса эпĕ те авлантăм-ха, анчах вăл маншăн çăмăлах пулмарĕ, — терĕ Санькка, ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçса.— Çавна пулах ĕнтĕ эпĕ вăтăр урлă каçсан кăна туй турăм. Унта та темĕскер курса тăраттăм пуль те-ха... Юрать-ха ачи мĕнтерех... Мĕн... Леш çухалса каякан йышшиех мар... Аптрамарĕ.
Те мухтаса, те савăнса каларĕ çакна тусăм, эпĕ ăна-кăна тĕпчеме шутламарăм. Санькка калаçăва малалла тăсрĕ:
— Аса илсен, ĕнер кăна тĕпĕнченех кастарнă çӳçĕм чăшăл! вирелле тăрать. Чĕр мăшкăл вĕт, хам юратман хĕре чутах ирĕксĕр качча илсе паратчĕç. Авланас ыйтупа мана килте тахçанах йăлăхтарса çитернĕччĕ ĕнтĕ, — терĕ Санькка малалла. — Çав каç та эпĕ, ĕçрен таврăнаканскер, алăк урати урлă та ярса пусма ĕлкĕреймерĕм, пирĕн пата юриех пуçтарăннă тăвансем мана харăсах тăн кĕртме тапратрĕç: «Çитет кун чухлĕ услапланса çӳреме, авланас пулать, — теççĕ. — Сана пулах, авă, пĕр çамрăк мăшăр лăпкă пурăнаймасть».
— Мĕнле мăшăр? — тĕлĕнсе ыйтрăм эпĕ.
— Ара, Ларисăпа Павăл, — теççĕ тăвансем.
Пыр та калаç вĕсемпе! Эпĕ Павăл арăмне юратса пăрахнă пулать те, вĕсене уйăрттарса, Ларисине хам качча илме шут тытнă имĕш. Тур çырлахтăрах! Тĕлĕкре те тĕлленмен япала!
Чăннипе каласан, тĕнчере пĕр хĕрарăм та ан юлтăр, çапах та Лариса пеккисене куç хӳрипе те пăхса илес çук. Тата манăн савнă хĕр пур-çке-ха! Уншăн эпĕ тинĕс тĕпĕнчен çунакан вутпуççи тупса тухма хатĕр. Тăвансем пур, Павăл арăмне çавăрасран хăраççĕ. Тупнă пике. Купăста пек лутра та тапчамскер.
Çапах та тепĕр майлă шухăшласан, ĕмĕр авланмасăр та пурăнаймастăн. Мăшăрланса пурăнасси вăл пиртен тухнă йăла мар. Асаттесен мăнаслашшĕсем те авланнă, манăн та авланас пулать. Нимĕн те тума çук. Пуçа килсен — пушмак, авлансан — йăлмак. Çемье йăлмакĕ. Ĕмĕрлĕхе. Унсăрăн ниçта та каяймăн, унталла-кунталла пăрăнаймăн.
Анчах... Ах, каччă пурнăçĕ!.. Унпала сывпуллашма та йывăр-çке. Шăпах çакă тытса тăнă ĕнтĕ мана халиччен. Паян вара хамăр пата пухăннă тăвансем йăлăхтарнă сăмаха каллех хускатрĕç те хирĕçлеме хăяймарăм.
— Авланас-тăк авланас, — терĕм. — Тĕллесе хунă хĕр те пур.
— Кам вăл? Кам? — сиксе ӳкрĕç тăвансем.
Эпĕ савни ятне каларăм. «Хе-е-ей! — алă сулчĕç малтанах тăвансем. — Куç та иккен сан...» Унтан тытăнчĕç ман савнине тиркеме!.. Эпĕ хăлхана хупласа ларатăп. Хайхи ман валли хăйсем хĕр суйла пуçларĕç. Пĕр аллă-утмăл ят асăнчĕç, юлашкинчен кӳршĕ ялти Эльвира ятлă хĕр патне çитрĕç те чарăнчĕç.
Хĕрĕ начар мар-ха. Тахçантанпах пĕлетĕп. Ĕçлет. Сăнне-питне сăрламасть, тутине хĕретмест. Нихăш енчен те тиркемелли çук. Урисем çеç кăшт çинçерех ĕнтĕ. Анчах темех мар. Авă, кӳршĕри Çеркуш арăмĕн те урисем хăва хулли евĕрлех. Пурăнать Çеркуш.
Çапах та манăн юратнă хĕр пур-çке-ха! Куç хывни кăна мар, чĕре патне хывни.
Шухăшла-шухăшла çĕрĕпе çывăраймарăм: «Епле çав Эльвирăран хăтăлмалла»?
Пуç мимине хуранти пăтă пек пăтратсан-пăтратсан тупсăмне тупрăм-тупрăмах. Эльвирăна урăх çынна качча памалла, хамăн вара çав вăхăтра юратакан хĕрпе çырăнма ЗАГСа заявлени парса хумалла. Унсăрăн мана хамсăрах авлантараççĕ, Эльвирăна качча илсе параççĕ.
Тепĕр кунне хамăн чаплă та ырă плана тӳрех пурнăçа кĕртме тытăнтăм. Чун савнипе калаçса татăлтăм та, иксĕмĕр пĕрле ЗАГСа тивĕçлĕ хут леçсе патăмăр. Ку йĕркеллех пулчĕ-ха. Халĕ ĕнтĕ Эльвира валли каччă тупмалла. Ку вара çăмăл пулмарĕ.
Каччисем вăтăртан иртнисем те, авланасси пирки сăмах хускатсанах, тутисене пăрăç хыпнă пек пăраççĕ. Тен, çамрăкрах йĕкĕтсемпе калаçса пăхас?! Вĕсем айванрах. Кăртăш пулă майлăрах. Вăлтана хăвăртрах çакланма пултараççĕ. Çав ĕмĕтпе Кăтра Ваççа патне васкарăм. Вĕсем амăшĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Амăшĕ тахçанах ывăлĕ валли ĕçчен арăм илсе парас тесе сĕмленет.
Çитетĕп хайхи. Сывлăх сунатăп. Тӳрех Эльвира пирки сăмах тапрататăп.
— И-и, ачам, — ăшталанса ӳкрĕ Ваççа амăшĕ, — Эльвира пекки таврари çичĕ ялта та пĕр хĕр çук. Ĕçчен, сăнĕпе та чипер. Ун пеккине кăнтăрла электрицă çутипе шырасан та урăх тупаймăн. Аван хĕр, аван, ава-а-ан, — çирĕплетрĕ хăй сăмахне Ваççа амăшĕ Кулюк инке.
«Сăмах-юмах кирлĕ çулпа шăвать-ха», — савăнатăп хам ăшăмра. Халĕ ĕнтĕ малалла каймалла. Сĕтел хушшинче чĕнмесĕр ларакан Ваççа çине пăхса илетĕп, хам çаплах Кулюк инке кăмăлне «çу сĕретĕп».
— Çăмăл мар-тăр пӳрт-çурта тытса тăма, — тетĕп.— Пулăшакан та кирлĕ.
— И-и, ара, кирлĕ пулмасăр, кирлĕ пулмасăр, — килĕшет Кулюк инке. — Текех хам та çамрăк мар ĕнтĕ...
— Ваççана авлантарма вăхăт, — кастаратăп эпĕ пат тӳррĕн. — Атту ман пек ватта юлсан, мĕн латти?!.
— Кĕçĕрех авлансан та чаракан çук ăна, — ӳкĕтленĕн çаврăнса пăхать ывăлĕ çине Кулюк инке. — Эрех-сăрине те хатĕрлесе хунă. Хĕрне çеç илсе килмелле. Вăл пур, тăсать те тăсать вăхăта.
— Ак тата, — пуçне кăлт çĕклерĕ Ваççа. — Хĕрне çеç илсе килмелле!.. Калама çăмăл. Тĕпĕ-йĕрĕпе шутласа пăхсан, шăпах пĕр мотоцикл хакĕ тухса каять. Çĕпритун Петĕрĕ авланчĕ те ав, э-эх, ӳкĕнет халь! Укĕнмесĕр... Туй эреххи хăй кăна мĕн чухлĕ кирлĕ! Икĕ ещĕк шурри те икĕ ещĕк хĕрли. Апат-çимĕç тата кĕреке тулли... Туйĕ виçĕ куна кĕрлерĕ... Икĕ така, пĕр сысна çисе ячĕç. Укçи-тенки унсăрăн та сахал мар тăккаланнă. Пурне те пĕрле шутласан — шăпах пĕр «ИЖ» мотоцикл. Сăра-эрехпе ишсе кайрĕ пĕр «ИЖ». Çилпе вĕçрĕ. Мотоцикл иçмасса, куçа курăнакан япала. Арăм вара мĕн?!! Емĕрлĕхех тутăх пăчкă. Ĕç укçи илнĕ ятпа пĕр черкке сыпсан та тепре укçа иличченех сĕрет пăчкине. Тӳс кăна!.. Мотоцикл пулсан, мĕнпур хĕр сан аллунта. Ларкăч çине ларт та вĕçтер! Турикасри Петюк, авă, мĕн тери ырă курать мотоциклпа. Хĕрсем ун умĕнче сар çу пек ирĕлеççĕ. Сана вара асăрхасшăн та мар. Вăт çапла, Санькка тусăм, — терĕ мана Ваççа юлашкинчен, — эс ху авлан-ха малтан, тӳссе кур, вара çамрăксене хĕтĕртсе çӳре.
— Акă, пыр та калаç хальхи çамрăксемпе, — терĕ Кулюк инке, пĕр кӳренсе, пĕр тарăхса. — Арăм мар, мотоцикл кирлĕ вĕсене. Мотоциклне илсен, ыранах юпа çумне çапăнать. Хăй çаплах мотоцикл тет-ха.
Кунта текех пархатар пулас çуккине туйса, эпĕ Кулюк инкепе сывпуллашрăм та васкасах тухса шăвăнтăм. Мотоциклшăн кăна çунакан Ваççашăн авлану пирки сăмах ан тăс текех. Тем курса тăрăн...
Çитрĕм киле. Ĕнтĕ каç пулнă, çутă çутнă.
— Пĕтрĕ! — терĕм эпĕ, хыçлă пукан çине лак ларса. — Пĕтĕм шанчăк пĕтрĕ!.. Йăлтах... Пуçĕпех...
— Мĕн пĕтрĕ? — хыпăнса ӳкрĕç килтисем.
— Эльвирăна качча илсе кайнă, — персе ятăм эпĕ, ним калама аптранă енне.
— Ха, — тăрăхласа илчĕ атте, кукăр чĕлĕмĕнчен тĕтĕм ункисем пăл та пăл кăларса. — Утнă çĕртех тĕлĕрсе çӳресен, юратакан хĕрне те çаклатса кайĕç-ха.
— Кайĕç çав, — терĕм эпĕ. — Апла мĕншĕн эсир хам юратнă хĕре качча илес тесен, килĕшмерĕр? Кĕçĕрех кайса илетĕп Олимпиадăна! Кĕçĕрех! Халех!
— Ан кăшкăр-ха ун пекех, — пӳлчĕ мана атте. — Сан Илемпиату тармĕ. Кĕçĕр пулмасан, ыран илсе килĕн.
Çак каç маншăн юлашки каç пулчĕ. Каччă пурнăçĕнчи юлашки каç. Эпĕ мотоцикл мар, арăм туянас терĕм, — вĕçлерĕ хăйĕн калавне тусăм, çамки çине тапса тухнă тар пĕрчисене сулахай çанни вĕçĕпе шăлса илсе.
Чăнах та пулкалаççĕ çав-ха кун пек пăтăрмахсем, сайра пулин те пулкалаççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...