Тăрă шыв хĕрринче


Темиçе çул каярах Сантăр Суранов тăруках курми пулнăччĕ. Аслă Çĕнтеру умĕн Берлин çывăхĕнче тăнлавран аманнăччĕ - çавă килсе хупларĕ-ши? Больницăна-мĕне çӳремерĕ: майлашĕ-ха майĕпен, вырăна ларĕ, терĕ.

Эрне хыççăн эрне, уйăх, хыççăн уйăх иртрĕ - тĕксĕм шăналăк вара куç умĕнчен çаплах сирĕлмерĕ. Юлашкинчен арăмĕ пĕр вĕçĕм мăкăртатнăран ватă салтак район тухтăрĕсем патне çитрĕ.

Операци - Турра шĕкĕр! - ăнăçлă иртрĕ: Суранов каллех куракан пулчĕ. Çакăн хыççăн, сывалса тухнăранпа çур çул пек иртсен, пуçра çамрăклăхпа çыхăннă, пирвайхи хут çапăçăва кĕнĕ вырăнсене çитсе курас шухăш çуралчĕ.

Ял администрацийĕпе çар комиссариатĕнче кирлĕ документсемпе справкăсене пĕр муритлемесĕр хатĕрлесе пачĕç. Пуçтарăнма та вăхăт нумаях кирлĕ пулмарĕ: сăран сумкине пĕрер мăшăр кĕпепе нуски, бритвăпа супăнь, пит шăлли, çăмăл апат чикрĕ те пĕр тăхтамасăр çула тухрĕ.

...Полтавăна çитсен Сантăр автобуспа Шурчиркӳнелле ярăнтарчĕ. Пассажирсем кăтартнă çĕрте анса юлсан Тăрă шыв патне çити çуран утрĕ. Вăрçă вут-çулăмĕ чи малтан çак таврара ĕнтнĕччĕ ăна.

Сантăр çинçе сукмакпа тăвалла васкамасăр, кана-кана лăкăштатрĕ. Ун чухне вара, 60 çул ытла каярах, çак сăрт çамкине вăл юпах тиха пекех çăмăллăн вирхĕнсе хăпарнăччĕ. Çулсăр-мĕнсĕрех, урине йĕплĕ хулăсем тирсе чăрмаланине пăхмасăрах!

Тăррине хăмăш витнĕ пĕчĕк пӳрт умĕнче сывлăш çавăрса ячĕ.

- Хуторта арçынсем пур-и, аппаçăм? - ыйтрĕ çенĕкрен тухнă çамрăк хĕрарăмран.

- Апонаспа калаçса пăх, шăллăм, вăл пĕлме кирлĕ... Ăçтарах пурăнать тетĕн? Ак çак çулпа кай та, - аллипе анăçалла кăтартрĕ хĕрарăм, - тӳрех ун патне çитсе тухатăн. Кала, Оксана кăтартса ячĕ тесе. Мĕн те пулин кирлĕ пулсан кил, пулăшма яланах хатĕр.

- Тавах ырă кăмăлушăн, - терĕ те Сантăр малалла васкарĕ. Тем вăхăтран пысăках мар çурт патне çитсе тухрĕ. Картишĕнче лутрарах пӳ-силлĕ вăтам çулхи арçын тем аппаланать.

- Пахчара та, уйра та ĕç - мăй таран, кунта вара ылханлă вăрçă кĕрлет, - кивелсе тĕсне çухатнă карттусне çамки çинерех хăпартрĕ кил хуçи çамрăк салтака алă парса.

- Çапла, нимĕç шав малалла талпăнать, - терĕ Сантăр салхуллăн. Хапха айĕнчех хĕрӳ çапăçу пынă вăхăтра вăй питти "хохол" хăй килĕнче ним пулман пекех тăрмашни килĕшмерĕ ăна - ăша вĕчĕрхентерчĕ, кăмăла пăсрĕ. - Кунта хăршаланса тăриччен пире, хăвăра хӳтĕлекенсене, пулăшасчĕ, пиччем! Сахалăн тăрса юлтăмăр эпир...

- Вăл паллă-ха. Тĕкленме ĕлкĕреймен, çавăнпа кашни ухмах пуля айнех пуçăра чикетĕр. - Çавăнтах хăй çумĕнче сĕркеленекен шĕвĕре лăпкаса илчĕ те: - Юрко! - терĕ. - Ман вырăна юлатăн: эп каллех çапăçма каятăп. - Унтан салтак енне çаврăнчĕ. - Кунсăр пуçне ман тата виçĕ çăвар, пĕринчен тепри вĕтĕ... - Çапла каларĕ те сулахай урине сĕтĕрсе хуллен кăна çатан алăк патнелле утрĕ.

Каярахпа Сантăр акă мĕн пĕлчĕ: Апонас Халупа финн вăрçине хутшăннă-мĕн, ăста пулеметчик пулнă. Маннергейм линине штурмланă чухне йывăр аманнă. Тĕрлĕ госпитальте йăваланса хăшкăлнă хыççăн ăна яланлăхах "списать" тунă.

Хăрах ури хуçланмасть пулин те Халупа тĕлĕнмелле правур: "Максимкăран" ăшалантарса тăшман атакисене пĕрин хыççăн тепĕрне путлантарчĕ.

...Иккĕмĕш талăк ĕнтĕ тăшмана Тăрă шыв урлă каçма памасть пысăках мар ушкăн. Урса кайнă фашистсем тупă минометсенчен татти-сыпписĕр переççĕ. Çыран хĕрри сухаланă пекех чавăнса пĕтнĕ. Сăмсана çунăк-ĕнĕк шăрши çурать.

Сантăрпа Стас Василишин, вĕлернĕ аслă лейтенант вырăнне тинтерех çеç çирĕплетнĕ çамрăк командир, йывăр снаряд алтнă тарăн шăтăка вырнаçнă. Юхан шыв леш енче сас-чĕв пулсанах иккĕшĕ те унталла тĕллесе переççĕ.

Василишин çак тăрăхранах иккен.

- Кунтан инçех мар Хăвалăх ялĕ пур, - каласа пачĕ вăл хăй çинчен. - Вăт эп шăпах çавăнта çуралса ӳснĕ. Наталкă та унтанах. Эпир унпа пĕр класра вĕреннĕ. Эп кунтине пĕлсен хăрушлăха пăхмасăрах вĕçтерсе çитнĕ пулĕччĕ - пĕлмест...

Тăрă шыв ку тĕлте çинçерех, ăшăхрах. Тăшманшăн - пирĕннисене тапăнма - питех те меллĕ вырăн. Хĕрлĕ армеецсем çакна лайăх ăнланаççĕ. Тата командовани приказне асра тытаççĕ: тĕп вăйсем çĕнĕ позици йышăнма ĕлкĕриччен фашистсене кирек мĕнле пулсан та юхан шыв урлă каçма памалла мар! Акă мĕншĕн çирĕпленнĕ рубежран пĕр утăм та чакмасть ятарласа хăварнă рота.

Вăйсем чаксах, хавшасах пыраççĕ. Çӳлтен вара хамăрăннисем патне тухма ирĕк паракан хушу çаплах килмест-ха. Çакна пĕлнĕн Апонас ывăлĕ Юрко ашшĕ каласа хăварнине пăхмасăрах кунта чупса çитрĕ. Анчах та нумаях вĕткеленеймерĕ çăмăл та вăр-вар ача салтаксене пулăшса - кĕçех ăна питĕнчен амантрĕç.

- Эх, нуша ачи! - тарăхса вĕриленчĕ пулемет çумĕнче выртакан ашшĕ. - Чуп хăвăртрах киле!

Юнлă питне ывăç тупанĕпе хупласа Юрко тĕмсем хыçĕнче çухалчĕ.

Тӳпене çамрăк уйăх шуса хăпарсан кун каçипех канăç паман нимĕçсем кăштах лăпланчĕç.

- Ытла та илемлĕ Украинăри каçсем! - тантăшне хул пуççинчен ыталарĕ Стас. - Çапла вĕт, Сантăр? Шел, Наталкăпа тăраниччен савăшма ĕлкĕреймерĕм. Чуп тăвасси те пĕрре-иккĕрен ытла пулман. Хăраттăмччĕ: вĕри туйăмсене вăхăтра лăплантармасан вăйăран вăкăр тух-ма пултарать-çке-ха. Халь шухăшлатăп та - кăлăхах шикленнĕ...

- Эй, командир! - илтĕнчĕ çывăхри окопран. - Фашистсем каллех йăраланма пуçларĕç. Туятăп: ырра мар ку. Мĕн тумалла?

- Çиччас пырап! - çĕкленчĕ Василишин. Темиçе утăм тума ĕлкĕрнĕччĕ çеç - сасартăк пĕтĕм кĕлеткипе карт! туртăнса илчĕ те сулăнса кайрĕ. Çийĕнчех чупса пынă Сантăр ăна ӳкме памарĕ - хул айĕнчен тытрĕ те хуллен, асăрханса çĕре вырттарчĕ.

Кĕçех уксах Апонас та хăшкăлтатса çитрĕ.

- Хăвăртрах Оксана патне илсе çитер! - терĕ Сантăра сержант суранне хыпаласа пăхнă хыççăн.

Юлташне çурăм çине çавăрса хунă Суранов кĕçех, йывăр çĕклеме пула енчен-енне сулкаланса, хăйне кирлĕ анкарти патне пырса тухрĕ.

Оксана вĕсене паçăртанпах кĕтнĕн алăка пĕр-икĕ хут шаккасанах уçрĕ. Сантăр тĕпелерех иртсе Василишина тăм урайне сарнă улăм тӳшек çине хучĕ.

- Аннеçĕм... Наталка... Инçе мар эп сиртен - кунтах, юнашарах... - асаплăн йынăшрĕ Стас типсе кушăрханă тутине чĕлхе вĕçĕпе йĕпетсе. Çавăнтах антăхса-чыхăнса кайрĕ те - тепĕр минутран сывлами те пулчĕ.

- Эх, мĕскĕн! - питне саппун аркипе хупларĕ хĕрарăм, унтан Сантăра: "Халь тин ăна нимле им-çам та кирлĕ мар, - терĕ те яртах тăсăлнă кĕлеткене шурă çиттипе витрĕ. - Кам пĕлет, тен, ман упăшкам та çапла..."

Сантăр шарламарĕ: пулни-иртнине ниепле те ĕненес килмерĕ унăн. Пирвайхи хут çапăçăва кĕнĕренпе икĕ эрне иртрĕ пулин те вилĕмпе çакнашкал çывăх, куçа-куçăн тăма тӳр килменччĕ-ха ăна.

Кĕçех алăк яри уçăлчĕ те пӳрте Апонас Халупа хашкаса кĕчĕ.

- Связной çитрĕ унта, - терĕ Стас выртакан кĕтесселле куç ывăтса: тӳрех тавçăрса илчĕ вăл командир вилнине, анчах та çакна ăс-пуçпа та, чун-чĕрепе те йышăнасшăн пулмарĕ. - Чакма хушнă сире... Васка, шăллăм, унсăрăн пĕччен татăлса юлма пултаран. А эпĕ, лăкăш-лакăш, сирĕнпе тем пек пырас тесен те пыраймастăп...

Сантăр йывăрланнă пуçне Апонас кăкăрĕ çине хучĕ те пĕр сассăр - хул пуççине вĕттĕн-вĕттĕн чĕтретсе макăрма пуçларĕ.

- Ы-ых, халер вăрçи! Мĕнешкел яшсене пĕтерет, - ассăн сывларĕ Халупа. - Тӳс, шăллăм, çирĕплен. Юлташу пирки вара ан пăшăрхан: чыслăн, йĕркеллĕн пытарăпăр...

...Хуллен, йывăррăн хăпарать сăрталла Суранов. Хутран-ситрен чарăнса тăрса сывлăш çавăрса ярать. Мĕн тăвас тен, ватлăх ура кĕлинчен пусрĕ. Çитменнине, врач хушăвĕ-сĕнĕвĕсем те шиклентереççĕ: ытлашши ывăнма та, пăлханма та юрамасть - унсăрăн каллех суккăрланма пулать.

Юлашкинчен, хуллен-майĕпен мекеçленкелесе, сăрт çамкине хăпарса çитрĕ-çитрех Сантăр. Ун умне тăррине шифер витнĕ шап-шурă çурт тухса тăчĕ. Пахчара пан улмипе чие йывăççисем ашкăраççĕ, кунтах - тĕрлĕ çимĕç йăранĕсем.

Сăрланă крыльца çинчен тĕрленĕ кĕпеллĕ ватă хĕрарăм асăрханса анчĕ.

- Апонас Халупа пурăнать-и, чĕрĕ-и? - ыйтрĕ Суранов кĕçĕн апăка хăй хыççăн типтерлĕн хупса.

- Апонас тетĕн? Мĕн пултăр ăна! Тăхăр вунна çывхарать - хăнк та тумасть-ха, çав-çавах çирĕп. - Унтан, сăмахне урăх йĕр çине куçарса карчăк çапла ыйтрĕ: - Мĕн тума кирлĕччĕ вăл сана, ырă çыннăм? Тăван-хурăнташу мар пуль-çке?

- Çук, çак таврара пĕрле çапăçнăччĕ.

- Чăнах-и? - хĕпĕртерĕ хĕрарăм. - Сывлăху мĕнле, аптрамасть-и? Суранусем канăç памаççĕ-тĕк, наччас сиплесе яратăп: ман тем тĕрлĕ курăк та пур. Оксана кинеми тесен

мана кунта пурте - йытти-кушакки таранах! - пĕлеççĕ.

"Оксана? - шартах сикрĕ ватă салтак. - Нивушлĕ çавах?" Ыйтасшăнччĕ, хăйпе паллаштарасшăнччĕ - чăрмантарас килмерĕ, ĕлкĕрĕп-ха терĕ.

Халупа кил-хуçалăхĕ кунтан инçе мар иккен. Апла пулин те çак кĕске хушă Сантăршăн тем териех вăрăм туйăнчĕ. Кăнтăр шăрăхĕ çаплах пусăрăнмасть-ха, çаплах вĕри çунтарать. Пăчă. Сывлама йывăр. Пырсан-пырсан куç хуралса килет.

Апонас Халупа кил картинчен Суранова хирĕç шкул ачисем çуйхашса тухрĕç. Малта - вун-вун икĕ çулхи чанккамас хĕрача. Кăвак юбкăпа вăл, шурă кофтăпа. Калинккерен пуринчен маларах вĕтĕртетсе тухнăскер ыттисем çине çирĕп учитель пек çултен аялалла пăхса çаврăнчĕ те: "Халĕ Оксана асанне патне кайăпăр!" - терĕ.

Вĕтĕр-шакăра ăсатнă хыççăн пĕкĕрĕлчĕк старик, сулахай ури çине таянса-уксахласа, Сантăр патне пычĕ. Кăвакарнă çăра куç харшисем айĕн йĕплесе пăхакан çивĕч куçĕсемпе палламан çынна пăраларĕ: кам эс, ăçтан?

Икĕ ватă калаçса тăнă хушăра пуртрен утмăл-утмăл пиллĕкри платна арçын тухрĕ. Çӳхе улăм шлепкепе, тап-таса хырнă çавра пичĕ çинче кĕрен çĕвĕ палăрать.

- Юрко, - терĕ ăна мучи, - нӳхрепрен квас ăсса тух-ха...

Сивĕ те уçă шĕвекпе ăш хыппине сӳнтернĕ хыççăн Суранов хăй кунта мĕн сăлтавпа çуренине пĕлтерчĕ.

- Кĕскен каласан, виличчен килсе курас килчĕ, - терĕ хăй шухăшне пĕтĕмлетсе.

Ашшĕпе ывăлĕ инçетрен килнĕ хăнана пӳрте чĕнчĕç, анчах та Сантăр килĕшмерĕ: "Каярахпа тепре кĕрсе тухăп", - терĕ те Оксана патне каялла таврăнчĕ.

Пахчара, тăпăл-тăпăл вил тăпри çинчи плавай хăмаран çапса тунă шĕвĕр тăрăллă тăваткал палăк çывăхĕнче, паçăрхи ачасем кĕпĕрленсе тăраççĕ. Оксана вĕсене хĕрӳленсех тем ăнлантарать - уçăмлăн илтĕнмест, хăш-пĕр сăмахĕ кăна - татă-кăн-сыпăкăн - хăлхана кĕрет: "...Сирĕн телейĕршĕн...", "...ун ячĕ нихăçан та..."

Кĕçех пиçен пек çинçешке хĕрача пурне те хăй хыççăн чĕнчĕ.

- Халĕ, ачасем, хĕрӳ çапăçу пулса иртнĕ вырăна çитсе курăпăр...

Сантăр вĕсен хыççăн утрĕ.

Чăнкă çыран. Аялта, салтак пиçиххийĕ евĕр, Тăрă шыв авкаланса юхать. Унăн икĕ енĕпе те - вĕри хăйăр çинче - канакансем хĕртĕнсе выртаççĕ. Шывра, хур-кăвакалпа пĕрле, ача-пăча çатăлтатать.

- ...Шăпах çак вырăнта пирĕн салтаксен пĕр ушкăнĕ фашистсен вăйлă хĕç-пăшаланнă пысăк чаçĕпе тытăçнă, - ăнлантарчĕ тантăшĕсене пĕчĕк "экскурсовод". - Паттăрсем пурнăçа шеллемесĕр çапăçнă. Вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллеве чыслăн пурнăçланă, мĕн хушу пуличченех каялла чакман. Анчах - вăрçă вăрçах ĕнтĕ - отряд çухатусем те тӳснĕ. Юлашки тан мар çапăçура, сăмахран, командира вилмеллех амантнă. Боецсенчен пĕри ăна Оксана асанне патне çĕклесе кайнă. Шел, çăлма май килмен. Оксана ăна, нимĕçсем чыссăрласа ан варалаччăр тесе, хăй пахчине - улмуççисен хушшине - пытарнă /паçăр хăвăрах куртăр/...

Канăçсăррăн, йывăррăн сывларĕ вăрçă ветеранĕ. Чĕри кăкăртан халь-халь сиксе тухасла хăвăрттăн та хыттăн тапăлтатрĕ. Илемлĕ тавралăха сăнанă май Сантăр çапла пăшăлтатрĕ: "Тархасшăн, халех тапма ан чарăн-ха, чĕреçĕм! Манăн тата кăштах пурăнас, хамăр курни-тӳснине çамрăк ăрăва каласа парас килет. Ан тив, пĕлтĕр вăл çакă тăрă тӳпе мĕнле майпа упранса юлнине. Ун хыççăн вара... ун хыççăн лере кайма та юрать".

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Гена (2014-02-04 08:57:20):

" Вунçиччĕрисем " повеçе ( е урăхла хайлав) кам çырнă, эп Маяксем пек астăвап- шыраса тупса пулмарĕ-ха. Пĕр тус тупса пама ыйтать .

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: