Чăх кулли
Урампа хитре тумланнă, чипер сăнлă яштака хĕрарăм утать. Ун хыççăн вăтам пӳллĕ, вăтам сăн-питлĕ хĕрарăм янăрашса пырать.
— Ха-а, авкаланать, ăма-ан. Чисти ăман вĕт эс, ăма-ан. Чăх та çиет сана, кайăк та çиет сана, пулă та çиет сана, ăма-ан.
— Мĕн çухăрса çӳрен ман хыççăн? Сан хӳресĕр автану-и унта, сан хура кураку-и унта, сан çăрттану-и унта, мана кирлĕ мар. Ту-упнă ăман, ман малта та, хыçалта та кăпăшка...
— Ы-ых, сана-а! Симĕс шăна-а, вăрăм туна-а, нăйăлти ӳпре-е. Пи-и-йавка... в-во! — тата, а-а-а, пăва-ан. Точно, пăван пек çыпăçан...
— Уйди-ка, сан хăрăк лашу-и унта, сан лӳппер вăкăру-и унта, мана кирлĕ мар. Нечево нăриклетме! Илтрĕн-и? Ирсерен хăлха тасатас пулать. Тепĕр хут калатăп, ва-ащ-ще, акă, чĕрне хури тăршшĕ те кирлĕ мар.
— Кирлĕ мар тăк мĕн авкаланатăн, мĕн нăйăлтататăн ман Çеруш тавра?
— Çеру-уш? Ман Çеруш тетĕн-и? Кирлĕ мар мана сан Çерушу. Кирлĕ пулсан, кушак пек йăпăлтатăттăм, çĕлен пек явакланăттăм...
— Чарăн-ха, чарăн. Сана кирли ман Çеруш мар-и?
— Эс ху чарăн чакак пек чакăлтатма.
— Чарăнса тăр халĕ, чарăнса тăр тетĕп.
— Хураçка пек вĕрсе ан лĕпĕстет ман хыççăн. Мана кирли, ху калашле, сан Çерушу мар. Ман хамăн чунилли пур, ха-амăн.
— Пур-и?
— Пур, анчах та, эпĕ ăна кирлĕ мар.
— Эсĕ ăна кирлĕ мар-и? Кала, кам вăл, хам кайса калатăп.
— Каланин усси пулас çук.
— Э-э-эй! Куçĕ курмасть ун, куçĕ курма-асть. Чечек пек хитре вĕт эс, çурхи çеçке пек хитре-е. Каснă-лартнă пукане пек чипе-ер...
— Чĕлхӳ миçе юплĕ вара сан? Тин çеç тем те пĕр каласа хăртса пĕтертĕн, халь тепĕр май çаптаран.
— Çеруша туртса илесрен хăраса хăратса илес терĕм. Пĕлетĕн вĕт, пĕлместĕн мар ĕнтĕ эпир унпа туслине.
— Эсир туслине-и? Эх, айва-ан, пăс кăларса çӳретĕн-и? Çерушшăн çапăçатăн-и? Кун пек çухăрса çӳресен тарать вăл санран.
— Çеруш мана пăрахсан-и, эпĕ Çеруша ма-ар, лешне, йĕке хӳрине, пĕр тĕттĕм кĕтесре ш-ш-а-ач! тутарап.
— Çеруш хăвна н-нăч! тутарасран хăрамастăн-и?
— Çо-ок... Асту, ман Çеруша ан çыпçăн. Эпĕ унсăр пурăнаймастăп, эпĕ ăна вилсе каясла юрататăп. Аха-а... Эс никама та ан кала... Эпĕ вăл мана тĕкĕннĕ-тĕкĕнмен вилме пуçлатăп, сывлăш пӳлĕнсе ларать, пуç çаврăнса каять... Чуп тума пуçласан, калама та вăтанатăп, лĕштĕрех каятăп, тăн çухататăп... Ла-айăх пулса кая-ять, мунчари пек вĕриленсе каятăп. Ай, каларăм...
— Ишĕлсех анатăн-и?
— Тем калать? Ишĕлсе анма тислĕк купи мар пу-уль, утă капань мар пу-уль, ишĕлсе анма... Эс юратса курман-им?
— Курнă-и, курман-и... Ĕненместĕп эп сана.
— О-а-ай... Сар çу пек ирĕлсе каятăп... Çеруш — манăн, шăп та лăп ман арçын. Ăнланатăн-и?
— Ăнкаратăп-ха.
— Хăрăк лаша, лӳппер вăкăр тесе пĕтертĕн, вăл хăрăк та мар, лӳппер те мар... Вăл питĕ нăкă арçын. Асту, никама та ан кала, ăмсанаççĕ.
— Сана-и?
— Пире, Çерушпа иксĕмĕре ăмсанаççĕ...
— Аха пуль...
— Вот и лайăх, вот и лайăх. (Айккинелле: «А-ай, каламалла марччĕ, ахалех каларăм. Юрĕ-ха, пĕрне сиртĕм пулас, пĕрне пĕлтĕм. Теприне хирмелле».) Во-он, куратăн-и, пырать, пирĕн урамалла анать. Мĕн шыраса çӳрет-ши?..
— Тукасри Ленкка-и? Аппăшĕ патне анать пуль?
— Аха-а, аппăшĕ патне-е... Ӳхĕ, тăмана, йыт пулли... Мĕн шыраса çӳрет, кама шыраса утать урам тăршшĕпе?.. (Ленккана хирĕç утса çухăрашма пуçлать: «Çĕле-ен, шăна-а, шапа-а, ӳпре-е...»).
«Çурăк чан пек янăрашса сулланчĕ ĕнтĕ, мĕскĕн. Миçе кантăкран, миçе пахчаран пăхса миçе çын, миçе чăх кулать-ши? Эй, ял кулли-и, э-эй, чăх кулли-и... Тьфу, Çеруш йĕм тӳми-и... Çерушĕ пытăр-ха, пĕр тӳме юлмиччен туртса татап. Пăх-ха эс ăна! Çатма тытса сар çу пек ирĕлтереп-ха, лектере-еп. Кур-ха эс ăна, çур яла ирĕлтерсе пурăнать. Кам патĕнче хĕртĕнсе выртать-ши паян? Авта-ан, ăшалап-ха та пĕрре, ла-айăх ăшалап, пытăр-ха, пытăрччĕ анча-ах... Пыма шантарчĕ-çке, епле хитре шантарчĕ, кĕте-кĕте ăш-вар хытса ларчĕ... Çеруш вăл маншăн та манăн... Манăн Çеруш тет... Ăна та улталать, мана та улталать, ялта çитмен хĕрарăм та хăвармарĕ пулĕ. Арçын çитменнипе арçынсем шалтах иртĕхсе кайрĕç. Ĕç шыраса Мускава, Çĕпĕре, унта-кунта тухса каяççĕ, икĕ-виçĕ уйăхран таврăнаççĕ, татах каяççĕ, тăван килтен татăлаççĕ. Упăшкисем лере урăххисемпе явăçса каяççĕ те çемйине пăрахаççĕ, арăмĕсем ĕçке ярăнаççĕ. Чипер пурăнакан çемье сахаллансах пырать. Мĕн пулса иртет тĕнчере? Юрать хусах Çеруш пур. Авланман та, ирĕклĕ, авланас та çук. Мĕне кирлĕ ăна çемье? Çемьене пăхас пулать. Ун тавралла ав карусель пек пĕтĕм ял хĕрарăмĕ çаврăнать. Пĕрисем унпа вăрттăн пурăнаççĕ, вăтанма пăрахнисем чĕнсех кĕртеççĕ. Ăçта тухса тарас-ши? Арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те, ачисене амăшне шанса хăварса туха-туха каяççĕ. Самаях ĕçлесе илеççĕ, киле-киле каяççĕ киле, отпуска килнĕ пек. Мĕн туса пурăнас çак ялта хăрса? Ялĕ те ватă йывăç пек хăрсах пырать. Шкула та хупрĕç, учительсем ĕçсĕр тăрса юлчĕç, кӳршĕ ялти шкулта ĕç вырăнĕ тупăнасса шанма çук. Самани япăхса кайрĕ. Çамрăксем эрех-сăрапа иртĕхеççĕ. Намăса пĕлмеççĕ, чунпа чухăн ӳсеççĕ, мĕн тери шел ачасене. Мĕн кĕтет вĕсене? Пуйма ĕлкĕрнисем пуçа каçăртаççĕ... Аякка тухса кайса, пĕр-пĕр йĕркеллĕ арçынпа паллашса, пĕрлешсе çĕнĕ пурнăç тума пулĕ-ши? Пулмасть пуль... Хальхи арçынсем пуян хĕрарăм шыраççĕ. Хальхи каччăсем хваттерлĕ, машинлă хĕрсен пуçне çавăраççĕ. Ман хĕре качча илекен тупăнать-ши? Хальхи мăшăрлану никĕсĕ юрату мар, пурлăх. Пурлăхне юратса качча каяççĕ, пурлăхне хапсăнса качча илеççĕ. Кама кирлĕ пулнă вăл çав революци? Перестройка та халăх пурнăçне çăмăллатмарĕ. Тӳнтерле ăнлав, тӳнтерле пулăм, тӳнтерле пурнăç пуçланса кайрĕ. Эпир те упăшкапа чиперех пурнаттăмăр, чиперех ĕçлеттĕмĕр, юрататтăмăр, шанаттăмăр, хĕрĕмĕре савса пăхаттăмăр... Çухалчĕ пирĕнтен, сивĕнчĕ тăван килĕнчен. Лере ун пĕтĕмпех ямăт. Аслă пĕлӳллĕ, йĕркеллĕ арçын те самана шурлăхне, те çĕнĕ юрату ăршине путрĕ? Чаплă фирма пуçлăхĕн çумĕ пулас килчĕ пуль. Тутлă пурнăçпа пурăнса курас килчĕ пуль. Юрать-ха манмасть, укçине ярсах тăрать. Тăван мар ывăлне ыталанă чухне тăван хĕрне аса илет-ши? Пĕр япала илмесĕр, имене-имене каçару ыйтсах тухса кайрĕ вĕт. Чарма май çуккине ăнлантăм, юлма йăлăнмарăм. Каялла таврăнмасть, туятăп. Ман вара пĕчченех ирттерес-и пурнăçа? Ак Çеруша парăнтăм вăтана-вăтанах. Манăн та юратас килет, ыталанас, чуп тăвас килет. Кампа? Çеруш мана хĕр чухнех килĕштеретчĕ, эпĕ качча кайсан хăй куляннине те пĕлтерсеччĕ. Паянхи Çеруш урăх Çеруш, ăна та самана улăштарчĕ. Каятăпах, ăçта та пулин каятăпах. Хам та айван, анчах та хамран та айванрах çынсен кулли пулас килмест», — хăйпе хăй калаçса, сапаланса кайнă вăрăм çӳçне çивĕтле-çивĕтле, йĕпеннĕ куçне шăла-шăла таçта утать çамрăк, хитре хĕрарăм.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...