Пĕр хырлăх шăпи
1
Кашлатчĕ хырлăх — кивелмен аваллăх —
манми Çăкалăх ялĕнчен тухсан.
Нихçан та халь тухмасть вăл ман асран,
çак вырăнта тĕнче уçатчĕ алăк.
Выртатчĕ çул авкаланса — тусан
йăсăрланатчĕ: шăрăхчĕ çанталăк.
Çак вырăн юлчĕ ĕмĕр асăнмалăх —
вăл чи юратнă, уçă кĕввĕм ман.
Мăнаçлă хырлăх шухăша яратчĕ,
юмах-халап каланăн туйăнатчĕ
хавхаланса кунçулăм тӳпинчен.
Ăна куратăп эп тăван пек çывăх:
ӳсетчĕ хырлăх паттăр çын пек сывă,
юрлатчĕ вăл хĕвеллĕ кун çинчен.
2
Юрлатчĕ вăл хĕвеллĕ кун çинчен:
кунта çуралчĕ ман пĕрремĕш сăвă.
Пĕлетĕп: вăхăт чарăнмасăр шăвĕ,
пулни-иртни юлмасть çул айккинче.
Чулпа чула çапсан, тивмест-и ăвă?
Хĕвел тухмасть-и Улăп хĕвĕнчен?
Çав Улăп — халăх. Сарлакан та сыввăн
утса вăл тухрĕ вăрçă хирĕнчен.
Эпир, çап-çамрăк хунавсем, ӳссеччĕ
малашлăх маршĕпе пуçа усмасăр.
Ем-ешĕл хыр кати ял пуçĕнче
çĕр инкекне те хамăр пек тӳссеччĕ:
вăл пирĕн нушана ăнланнă сассăр —
ман пысăк парăм пур ун умĕнче.
3
Ман пысăк парăм пур ун умĕнче.
Эй, симĕс çĕлĕклĕ йĕс хырлăх, эсĕ
хура кунсем кĕпĕрленсе çитсессĕн,
упраттăн шанчăка чун тĕпĕнче.
Хăватлă шавунта, чунран çĕтмесĕр,
пурнатчĕ ĕмĕт. Пурнăç аллинче
кăвар пек йăлкăшатчĕ вăл сӳнмесĕр,
çăлтăрланса çынсен чĕрисенче.
Сан чĕрçӳнте хура çырла пиçетчĕ,
ырла-ырла çиеттĕмĕр ăна,
тататтăмяр сутма та. Мĕншĕн? Паллă.
Кĕнекесем илме укçа çитместчĕ...
Чĕнеттĕн кĕркунне те хăнана:
кунта кĕтмел татма çӳретчĕ халăх.
4
Кунта кĕтмел татма çӳретчĕ халăх
пураксемпе, сив тăм ӳксен çĕре.
Кĕрнеклĕ хĕрлĕ кĕтмеле сахал-и
эпир упранă тарăн нӳхрепре.
Çинçе ураллă пăшисем пире
пăхатчĕç тĕлĕнсе темскершĕн чалăш.
Ку ырă сăн, кала, ăçтаи çухалĕ?
Куç умĕнче вăл чаплă та хитре.
Юхатчĕ кукăр-макăр çул туса
Кĕтне вăрман варринелле тăп-тăррăн
ăна нумай эп сăвăсем халаллăп.
Çăрттан сикетчĕ хӳрипе çапса
мăн авăртан — асилӳрен ан пăрăн,
янра сас-чӳллĕ, ирĕклĕ ачалăх.
5
Янра сас-чӳллĕ, ирĕклĕ ачалăх,
эп хырлăх витĕр çулсерен шкула
чупаттăм ахăрса, кула-кула —
çав вăхăт юлчĕ ĕмĕр асăнмалăх.
Пиллерĕ çын пулма тăван çăкалăх!
Укăлчаран инçе-инçе çула
мана вăл тутăрпа сулла-сулла
ăсатрĕ. Тухрĕ пуçламан каçалăк
кунçулăн уйĕнче: çурли вара вăл пирĕн
пĕлӳччĕ. Вăл пире хастарлăх пачĕ
телей тупмашкăн пурнăç шкулĕнче.
Çаплах кĕрлетчĕ хырлăх каçăн-ирĕн.
Мĕн пĕчĕкрен тивлетлĕ хĕр е каччă
кун курчĕ, сарăлса ун хӳттинче.
6
Кун курчĕ сарăлса ун хӳттинче
ыр шухăшпа çунатлă пултарулăх.
Тĕл-тĕл таса Кĕтнен ик айккинче
выртатчĕ хумханса чечеклĕ улăх.
Эй, тунсăх шухăш, чĕрене ан çулăх!
Йăмăхтарса куçа, шыв варринче
сикетчĕ сар хĕвел — хум ташшинче
пурнатчĕ сĕм вăрман пуян та тулăх.
Вĕçетчĕ йĕрмĕшсе пĕччен шаланкă,
итлеттĕм те, шеллес килетчĕ питĕ:
вăл тăлăх тейĕн çĕрĕн чĕрçинче.
Тĕртетчĕ ылтăн пир ирхи уçланкă
шевлесенчен — курнатчĕ унăн витĕр
кăвак тӳпеллĕ сарлака тĕнче.
7
Кăвак тӳпеллĕ сарлака тĕнче,
çунат сармашкăн эсĕ йыхăраттăн.
Ытамунта ӳсетчĕ яш хăватăм,
ăстăн хунатчĕ хырлăх катинче.
Çав манăçми кунсен эртелĕнче
кĕнекесен хакне те хыт туяттăм,
Çемен Элкер поэмине вулаттăм
Каçса кайса эп лупасайĕнче.
Çӳретчĕ пек Пăкачăн ĕмĕлки —
Пахом сар хырлăхра. Утсем кĕçеннĕн
туяттăм эп: эх, ытарми ачалăх!
Алра вылятчĕ сăрăсен мелки:
ăсталăх та, пуласлăха ĕненнĕн,
пире этем пулма паратчĕ алă.
8
Пире этем пулма паратчĕ алă
сăваплă çутçанталăк, чĕрĕлсе.
Ак иртрĕ хăвăрт темиçе çулталăк —
эп килтĕм тепĕр хут ку кĕтесе.
Эп хырлăха çитсе курас тесе
пыраттăм ăнтăлса. Ик-виçĕ талăк
эп куç хупман. Ман пуйăс вирхĕнсе
кунта çывхарчĕ — ырăччĕ çанталăк.
Каллех эп утрăм хăйăрлă çулпа
çăкалăха. Ăçта юратнă хырлăх?
Эп лартăм тунката çинче пĕр хушă.
Ман сывлăш пӳлĕнчĕ тарăхупа:
çухалнă çутçанталăк панă ырлăх!
Сăваплă вырăн! Эс паян пуш-пушă.
9
Сăваплă вырăн! Эс паян пуш-пушă.
Кунта электропăчкă йынăшса
каса-каса антарнă туллашса
çурта пек хырсене — ку сăн хăрушă.
Шутланă-и çынсем килес ăрушăн?
Сар хырсенчен сĕтел-пукан туса,
манмастпăр-и эпир вăрман-туса?
Кам чул чĕреллĕ — кирлĕ пуль чĕн пушă.
Ăна ытарлăн критика тесен те
юрать пуль: çутçанталăка упрасчĕ!
Сыхласчĕ мăнуксен малашлăхне.
Килес ăру хăй несĕлне ĕнентĕр!
Хырсем! Сирĕнпеле ман канашласчĕ!
Текех илтместĕп тинĕсĕн шавне.
10
Текех илтместĕп тинĕсĕн шавне,
хырсем çилпе пĕр харăс тайăлсассăн.
Тек çӳремест кунта халь ахрăм-сасă,
туртать чун йывăр кăмăлăн лавне.
Эп çавăнпа сывлатăп ассăн-ассăн:
чус-хăмасем туса çурт тăррине,
тен, витнĕ хырсене? Вĕсен хакне
Кунçулăн куçĕпе пăхас пулсассăн,
тупаймăн сум. Çынсем! Вăл хаксăр пурлăх.
Çакна кăна татса калатăп эпĕ:
хăй ырлăхне пĕлейтĕр хĕрхенме çын!
Çук, савнăç мар ман чĕрере халь, — хурлăх.
Çухалчĕ пек темме вăрман хисепĕ:
хырсем çилпе мăнаçлăн чӳхенмеççĕ.
11
Хырсем çилпе мăнаçлăн чӳхенмеççĕ,
анчах чуна асаилӳ касать.
Вăл пурнăçăн кĕнекине уçать,
куçсем халь ун йĕркисене тĕпчеççĕ.
Çак хырлăх та легенда пек юлать,
ун шăпине нумай çынсем пĕлмеççĕ.
Мĕскер тăван? Тункатасем чĕнмеççĕ,
шухăшпала куç-пуç та хуралать.
Илетпĕр çутçанталăк аллинчен
хăш чух ним шутламасăр, çăмăлттаййăн:
кунта кирлех пек хытă тарăху шăп.
Пĕчченçĕ çил лăпкать питрен çемçен,
Кĕтне те чакнă — чун пăлханнă майăн
чĕре варрипеле выртать мăн хушăк.
12
Чĕре варрипеле выртать мăн хушăк:
вăл ешĕл хырлăхăн шăпи иккен.
Варманпала пуян та пирĕн ен —
пĕрех тирпейлĕ çын пулма вăл хушĕ.
Ялан эс тăрăшан пулсан пĕр хушăн,
çур пус та пулмĕ сан хаку, ĕнен.
Тăран эс пысăк парăмра, пĕлен:
инкек çине синкек кăна эс хушăн.
Кунта кĕтӳ çӳрет халь. Выльăх-чĕрлĕх
сĕткенлĕ курăка кавлет хаваслăн,
ĕмет кĕтӳçĕ пăхăр чĕлĕмне.
Анать хĕвел те — анăç вут пек хĕрлĕ:
иртни ума тепре тухать те аслăн,
хупать ман вăхăт хăйĕн чаршавне.
13
Хупать ман вăхăт хăйĕн чаршавне
Чайковский кĕввипе. Çав çын юратнă
йĕс хырлăх вăрманне, вара çуратнă
хăватлă, вилĕмсĕр музыкине.
Атя-ха тавăрар мĕн илнине —
лартар çĕн хырлăх. Вронзăран шăратнăн,
вăл ӳстĕр шавласа — çӳл тӳпене
çĕклентĕр ярăнса пин-пин туратлăн.
Йĕркеллĕн шутăр пурнăç урапи,
ан хуçăлтăр ун тĕнĕлĕ нихçан,
пире малта çĕн ăрусем кĕтеççĕ.
Ан чактăр нихăçан вăй-хал таппи!
Çуралнă çĕр çинче çӳрер хуçан.
Çынсем! Сире каллех хырсем чĕнеççĕ.
14
Çынсем! Сире каллех хырсем чĕнеççĕ.
Çан тавăрса, эппин, пуçлар ĕçе,
алла тытар-ха çивĕч кĕреçе,
малашлăх кунĕсем пире кĕтеççĕ.
Пире хак патăр ăслă кĕнекеçĕ:
вĕсем ăнланнă, тетĕр, тивĕçе,
ман шухăш халь çак ĕмĕтпе вĕçет:
каллех ак яштака хырсем кĕрлеççĕ.
Нихçан та хăй сăнне сăваплă вырăн
сăлтавсăр ан çухаттăр, çавăнпа
пулар эпир ĕçченлĕхпе хаваллă.
Астăн илемĕ йăлкăшсассăн ыррăн,
иртен-çӳрен асилтĕр çакăнта:
кашлатчĕ хырлăх — кивелмен аваллăх.
15
Кашлатчĕ хырлăх — кивелмен аваллăх,
юрлатчĕ вăл хĕвеллĕ кун çинчен.
Ман пысăк парăм пур ун умĕнче,
кунта кĕтмел татма çӳретчĕ халăх.
Янра сас-чӳллĕ ирĕклĕ ачалăх
кун курчĕ сарăлса ун хӳттинче.
Кăвак тӳпеллĕ сарлака тĕнче
пире этем пулма паратчĕ алă.
Сăваплă вырăн! Эс паян пуш-пушă,
текех илтместĕп тинĕсĕн шавне —
хырсем çилпе мăнаçлăн чӳхенмеççĕ.
Чĕре варрипеле выртать мăн хушăк,
хупать ман вăхăт хăйĕн чаршавне.
Çынсем! Сире каллех хырсем чĕнеççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...