Кĕнеке хыççăн кĕнеке
Василий Николаевич Евсеев шкулта библиотекарь ĕçĕсене туса пырать. Ыт ахальтен тенĕ пек, Мишша тавăрса панă кĕнекесене илчĕ те уçкаласа пăхма пикенчĕ. Ак тата, страницăсене вараласа пĕтернĕ — ыйтупа кăшкăру паллисем, виç кĕтеслĕхсем лартса тултарнă. Тепĕр кун Василий Николаевич Лесковăн кĕнекине Мишша илсе пынă-пыман хăй умĕнчех тĕрĕслерĕ. Страницăсем тап-таса. Юлашки таса листи патне çитрĕ те такăнчĕ: пĕтĕм страницăна алăпа çырса тултарнă. Тепри пулсан тӳрех кăшкăрса пăрахмалла. Евсеев вара вĕриленсе каймарĕ, мĕн çырнине ăшра вуласа тухрĕ.
— Пит тимлĕн вулатăн-çке эсĕ, — терĕ юлашкинчен. — Анчах та страницăсене ан варала. Таса хут ил те çырса пыр шухăш-кăмăлна. Е хăв вуланă кĕнекесен дневникне пуçла.
— Юрĕ, — килĕшрĕ Мишша. Ăçта кайса кĕрĕн. — Хăш-пĕр кĕнекисем пирки ахаль те çырса пыркалатăп.
Мишша килне пуш алăпа каймарĕ. Вербицкая çырнă «Телей уççисем» кĕнекене ыйтрĕ.
— Пирĕн библиотека пысăк мар. Эс вуламан кĕнеке юлмарĕ пулĕ, — терĕ Евсеев.
— Çук та пулĕ. Халĕ учительсем панисене вулатап, — тавăрчĕ Мишша.
Тепĕр эрне иртрĕ. Мишша библиотекăна тепĕр хут çитрĕ.
— Ăçта çӳретĕн вара, Кузьмин? — ыйтрĕ тӳрех Василий Николаевич. — Мĕншĕн килмерĕн?
— Интереслĕ мар ку кĕнеке, аран-аран вуласа тухрăм, — тавăрчĕ унччен маларах илнĕ кĕнекене.
Библиотекăран пушă алăпах тухса кайрĕ. Евсеев хăнăхнă йăлапа Мишша вуланă кĕнекене уçкаларĕ. Кĕнекен таса листи çине хут татки çыпăçтарнă, ун çине пысăккăн: «ЕРУНДА», — тесе çырса хунă.
Мишша библиотекăран пурпĕр писмерĕ. Тепĕр виçĕ кунран пырсан çӳлĕк çинче Некрасовăн «Сăвăсен пуххийĕ» тап-таса тăнине асăрхарĕ вăл.
— Куна вара никам та илсе вуламасть-и? — тĕлĕнчĕ вăл. — Мана парăр-ха.
— Вуласшăнах мар. Эсĕ хăв ăна пĕрре илнĕччĕ-çке.
Хăвăртах тавăрса пачĕ Мишша Некрасовăн сăввисене. Унччен те пулмарĕ вăл вĕренекен класри ачасем пĕрин хыççăн тепри ыйтма тытăнчĕç нумаях пулмасть усăсăр тăнă кĕнекене.
Вăрттăнлăха В.Н. Евсеев тавçăрма çеç пултарчĕ: Мишша чаплă агитатор мар-и?
Шăматкун Мишша тăван Касаккассине таврăнчĕ. Пĕрле М.Н. Загоскин «Юрий Михайловский» кĕнекине илсе кайрĕ. Вырсарникун пуçтарăнсан ял ачисене унăн хăш-пĕр сыпăкĕсемпе паллаштарчĕ. Ирĕксĕрех кĕнекене тепĕр эрнелĕхе парса хăварма тиврĕ.
— Анчах ан варалăр, кĕнеке çине ан çырăр, — асăрхаттарса хăварчĕ хăй. Чăн-чăн Евсеев тейĕн.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...