Çĕрулми пулса куртăм
Кĕркунне çитрĕ. Йăмăкпа пĕрле çĕрулми пуçтарма тухрăм.
Çĕрулми пухнă май манăн пуçра интереслĕ шухăш çуралчĕ. Тен, хамăн та çĕрулми пулса пăхас? Таня мана пухма пуçлĕ те эпĕ унран кулмаллипех кулăп: вăл мана тытасшăн пулĕ, эпĕ вара тарма пуçлăп. Çапла шухăшларăм çеç — чăннипех те пысăк та çап-çаврака çĕрулми пулса тăтăм.
Йăмăкăм мана курсан питĕ савăнчĕ: «Пĕр çĕрулмипех витре тулать!» — тесе мана çĕклеме пикенчĕ. Эпĕ вара йăпăр-р турăм та унран вĕçерĕнсе тартăм. Çапла-çапла, вĕçерĕнсе тартăм. Вăл мана хăвалама пуçларĕ. Алри парнене çынна камăн парас килтĕр-ха?
Иксĕмĕр анкарти тăрăх чупатпăр, эпĕ таратăп, вăл хăвалать. Тен хăваласа çитетчĕ те пуль. Çав вăхăтра мана хирĕç упа карçинкка йăтса килетчĕ. Эпĕ ун карçинккине сиксе кĕтĕм. Упа тĕлĕнчĕ, çапах çийĕнчех мана тутăрпа витсе хучĕ те вăрманалла вĕçтерчĕ.
Килне çитсен, карçинккана çĕре лартрĕ. Мана пăхса илес шутпа виткĕче уçрĕ те эпĕ çийĕнчех сиксе тартăм.
Упа мана хăвалать, эпĕ таратăп. Чупсан-чупсан вăл ывăнчĕ те тунката çине канма ларчĕ. Эпĕ малалла кайрăм.
Мулкача тĕл пултăм. Мана курсан унăн куçĕсем çамки çинех сиксе ларчĕç. Кун пек пысăк çĕрулми нихăçан та курман-çке вăл!
Ман çине пăхрĕ-пăхрĕ те: «Эсĕ кам?» — тесе ыйтрĕ.
— Мĕнле кам? Пысăк çĕрулми.
— Сана çиме юрать-и?
— Юрать пулмасăр. Эпĕ пахча хуçинчен тартăм, упа аллине лекрĕм. Вăл мана çиесшĕнччĕ — эпĕ унран та вĕçерĕнсе тартăм.
— Вăл çиеймен-тăк эпĕ сана çисе яратăп! — терĕ те тӳрех ман çинелле сикрĕ.
Чутах тĕп пулаттăмччĕ вĕт! Юрать-ха çаврака, çул тăрăх кусса антăм. Аялта çурт ларать. Эпĕ çав пӳрте шуса кĕтĕм. Унта пĕр карчăк яшка пĕçерет. Кинемее сывлăх сунтăм. Вăл темшĕн-çке пĕртте тĕлĕнмерĕ, мана сĕтел хушшине ларма хушрĕ, апат антарса пачĕ. Эпĕ тăраниччен апат çирĕм те, ăна хамăн çинчен каласа патăм:
— Çĕрулми пулса йăлăхрăм, çынах пулас килет. Анчах мĕнле? — йĕрсе яманни çеç манăн.
— Ма йĕретĕн? Санăн çын пулас килсессĕн эпĕ сана тутлă чей ĕçтерĕп, анчах эсĕ Таньăна çĕр улми пухса пулăшма манса ан кай! — ăнлантарчĕ мана кинемей.
— Манса каймастăп! Чăнах та манса каймастăп! — шантартăм эпĕ. Кинемей панă чее ĕçнĕ май хам çĕнĕрен çын пулса пынине туйрăм. Кинемее шантарса каланине аса илтĕм те пысăк витре йăтса Таньăна пулăшма пахчаналла чупрăм. Йăмăкăм питĕ савăнчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...