Юр патшине çĕнтерни
Пĕр йăвара шăши çемйи пурăннă: ашшĕ-амăшĕ тата виçĕ шăши çури. Асли — Тимофей ятли — 3 çулта, хыççăнхи — Толя — 2 çулта, кĕçĕнни — Татьяна — пĕр çулта. Ĕçчен Татьяна аслисем хушнине тăрăшса пурнăçланă. Пиччĕшĕсем питĕ кахал пулнă.
Пĕррехинче амăшĕ ывăлĕсене шыв ăсса килме хушнă. Шăшисем килĕшнĕ пек тунă та амăшĕ пăрăнсанах йăмăкне шыв ăсма кăларса янă, хăйсем çывăрма выртнă.
Кĕçех Татьяна пушă витресем йăтса çăл патне çитнĕ. Анчах унта шыв юлман иккен. Тепĕр çăла пăхнă — унта та шыв çук. «Мĕн тумалла-ши? Киле шывсăр таврăнсан мана пиччесем çапса пăрахаççĕ вĕт», — йĕнĕ шăши çури.
Кĕçех вăл Таня ятлă пĕчĕк хĕрачана тĕл пулнă.
— Мĕншĕн куççуль тăкатăн? — ыйтнă çав хĕрача. Шăши çури хăйĕн инкекĕ çинчен каласа панă. Анчах хĕрача ăна мĕнпе пулăшмаллине пĕлмен.
Сасартăк çăл шăтăкĕнчен сасă илтĕннĕ. Икĕ Таня çăлалла пăхнă та шăтăка кĕрсе ӳкнĕ.
Кунта та хĕл хуçаланнă. Пĕр кĕтесре мулкачсем йĕрсе ларнă. Юр патши вĕсенчен шыв вăрласа тарнă иккен. Шăшипе хĕрача мулкачсене пулăшас шутпа Юр патши патне кайнă.
Вĕсене хирĕç пĕр хĕрача чупса тухнă. Вăл хăнасене кунтан хăвăртрах тарма хушнă: «Унсăрăн сире Юр патши шăнтса лартĕ!»
Çак самантра патша хăйĕн керменĕнчен тухнă. Хĕрача хăнасене хăйĕн асамлă патакĕпе тĕкнĕ çеç — лешсем юр кĕлеткесем пулса тăнă.
— Кунта этем шăрши кĕрет! — тӳрех сиснĕ патша.
— Паллах, кĕрет. Кунĕн-çĕрĕн çынсенне шыв вăрласа çӳретĕн те.
— Апла иккен-ха. Хырăм выçса кайрĕ, çак юр кĕлеткесене те пулин çием.
— Эсĕ вĕсене çисе ярсан манăн кампа выляс? Пĕччен кичем-çке, — куляннă ырă хĕрача.
— Ну, юрĕ, эппин. Тĕкĕнмĕп.
Патша иртсе кайсан хĕрача юр кĕлеткесене чĕртнĕ. Лешсем ăна чĕререн тав тунă.
— Юр патшине çĕнтерес тесен ăна ырă юмах каласа памалла, — сĕннĕ хĕрача.
Каçхине Юр патши киле таврăннă çĕре хĕрача хăйĕн çĕнĕ тусĕсене кĕнеке хушшине пытарнă: пĕринчен сас палли тунă, тепринчен — ӳкерчĕк. Патша каллех этем шăрши сиснĕ, анчах нимĕн те тупайман. Çывăрас умĕн хĕрача ăна çĕнĕ кĕнеке вуласа пама сĕннĕ. Вăл кĕнекене уçса вулама пуçланă çеç — Юр патши вĕçме тытăннă, тарласах кайнă:
— Чарăн! — хушнă патша. Хĕрача вара çаплах вуланă. Юр патши чăтайман — вĕçсе тухса тарнă.
Мулкачсем те, Таньăсем те питĕ савăннă. Вĕсем киле таврăннă çĕре çăлта шыв тулнă иккен. Шăши çури витресене шыв тултарнă та килне кайнă. Шывсăр аптăранă пиччĕшĕсем ăна савăнсах кĕтсе илнĕ. Çак кунтан вĕсем те йăмăкне пулăшма пуçланă, мĕн пур ĕçе пĕрле тунă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...