[Икшер йĕркен]
Çапла сăвăсем çырма вĕренес кăмăл пур-çке та-ха ман мухтава тухас шутпа:
Кантра явсан, вĕçле;
Çакă сăвва йĕрле...
Перо манăн хурăç;
Пулă тытать пулăç…
Мĕншĕн эсĕ салху? —
Усăннă-çке хăлху...
Çиме тутлă пăтă;
Манăн хырăм тутă...
Ăçта каян, Ваççа,
Кукша пуçна хыçса...
Шĕшлĕ пулать тимĕр;
Çакă сăвă — нимĕр...
Ăшшăн пăхрĕ хĕвел;
Эпĕ çырни — кĕсел….
Ним тума та нимĕр çок;
Куçне хывма çăвĕ çок...
Сăмах-юмах пупле;
Эпĕр лартнă ӳпле…
Тиллит-тиллит Микулай!
Ăçта чупан эс, малай?..
Варли çӳçĕ çырă;
Çыруç кăмăль ырă...
Мулкач тытать «Капкăн»;
Ытла йӳçĕ вупкăн...
Суха тимри тупта;
Манăн сăвва мухта…
Акă этем Тăхти, —
Хывăннă-çке нăхти...
Ĕлĕк пулнă киремет;
Халĕ эпĕ шеремет...
Тăнкăл-танкăл танкăлтăк;
Манашкаллă манкăлтăк...
Кикириклĕ автан,
Мĕншĕн хытă автан?..
Хĕвел тухать хĕрелсе;
Сăвă çыртăм эп хĕрсе...
Мăнттай пулнă арбуз,
Çырса çитсен, ал пус...
Шухăшсем
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...