Икĕ хурăн
«Эпир кăнтăрла та суккăр». (Авт.)
Пахча енчи пӳрт çумĕнче, пӳрте перĕнсех, çамрăк хурăн ӳсет. Унран тăватă-пилĕк утăм айккинче, пахча варринерех, тата тепĕр хурăн. Йăрăс пӳллĕ, çав çулсенчех. Çĕр çинчи ьпти хурăнсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ вĕсем. Ыттисем пекех шурă вулăллă. Вуллисем çинче хура паллăсем. Çумăр чух çулçисемпе çăтăлтатса лараççĕ. Çил чухне вара кашлаççĕ.
Çук иккен, çил чухне çак икĕ хурăн кашлаççĕ кăна мар. Вĕсемшĕн çил — юрату, пурăнăç. Çил пахча енчен пӳрт еннелле вернĕ чух, пӳрт çумĕнчи хурăн авăнаймасть. Ытти енчен хăть те ăçтан вĕртĕр, вăл авăнма пултарать. Çил пахча енчен пулсан авăнмасть. Ма тесен ăна пӳрт хӳтĕлет. Çапах та çил пахча енчен вĕрнине кăмăллать шурă хурăн. Ун пек чух вăл вуллине пӳрт çумне сĕвĕнтерсе тăрать. Тăрать вара такама кĕтнĕ пек тураттисемпе хăлаçланса. Тен, чăнах та кĕтет? Çапла, кĕтет! Çил пахча енчен вĕрнĕ чух, вăл савнă тусне кĕтет. Тепĕр хурăнĕ вара, ирĕкри, çил ăçталла çавăнталла сулăнать. Ăна нимĕн те кансĕрлемест. Ирĕкре ӳсет пулсан та, пурпĕрех çак хурăнăн пĕр еннелле кăна авăнас килет — пӳрт еннелле. Ма тесен, ун пек кун мĕн пĕчĕкрен пĕрле ӳссе çитĕннĕ савнийĕ патне авăнса çитме пулать-çке. Енчен те çил урăх енчен пулсан, иккĕшĕ те пĕр майлă авăннăран вĕсем тĕл пулаймаççĕ. Тунсăхлăн пĕрне-пĕри сăнама пултараççĕ кăна. Кĕтет вара ирĕкри хурăн ирĕн-каçăн пĕр кас çил те пулин килсе ăна çурт çумĕнчи тусĕ еннелле вĕрсе тайăлтарасса. Паян ак, вĕсен кĕтнĕ кунĕ. Çил пахча енчен!
Ăшă çил çĕрĕпе икĕ хурăн шухăшне пĕлеймесĕр пачах та тепĕр енчен вĕрнĕ хыççăн, ир кӳлĕм сасартăк улшăнчĕ. Пахча варринерех ӳсекен хурăн çил улшăннине туйса, хăвăрттăн пуçне çĕклерĕ. Акă пĕрремĕш кас килсе ăна çурт çумнелле тайăлтарма та ĕлкĕрчĕ. Вăл мĕн пур кӳлепипе ăнтăлса çурт çумĕнчи тусĕ патне çитме васкарĕ. Унăн унта темĕнле пулсан та çитмеллех. Кĕтет ăна савнийĕ. Темиçе кун ĕнтĕ кĕтет. «Вăйлăрах вĕр, пире юрату парнелекенĕмĕр», — хавхалантарчĕ вăл çилпе авăна-авăна илнĕ май. Мĕн тери хăпартланупа, мĕн тери хĕрӳ туйăмпа туртăнчĕ хурăн хăй çитес çĕре. Çил ăна пĕрре, тепре, пырса тĕртрĕ. Унтан вăй-хăватне ӳстеререх вĕрчĕ те, ирĕкри хурăн тусĕ патне çитсе, çулçисемпе сĕртĕнчĕ.
«Чунăм, эпĕ килтĕм. Йышăнатăн-и мана?» — терĕ те тӳрленсе тăчĕ. Унтан тепĕр кас çил килессе кĕтме пуçларĕ. Çил нумай кĕттермерĕ. Малтанхи пекех хăвăрттăн пырса тĕртрĕ те ăна çав вăйпах вăраххăн вĕрсе тăчĕ.
«Килех», — терĕ çурт çумĕнчи. Кил те час ан кай.
«Апла пулсан, тыт мана. Хытăрах тыт та ан вĕçерт, иртнинчи пек». Икĕ хурăн çапла пĕр вăхăт чĕнмесĕр тăчĕç. Лĕп çил вĕсен кăтрисене сапаласах ачашларĕ. Хуллен шуса тухакан хĕвел, вĕсене курса, йăл-л кулчĕ. Ылтăн пайăркаллă шевлисенчен пĕркенчĕк эрешлесе уртса ячĕ.
«Епле тĕлĕнмелле тĕнче», — сăмах хушрĕ çурт çумĕнчи. «Пĕтĕм тавралăх юмахри пек. Паçăр кăна эп çиле, пире ăнланманнишĕн ăшăмра мĕн тери кӳреннĕччĕ, халĕ вара вăл та маншăн çепĕçрех те ачашрах».
«Çапла. Юратакансем пĕрле чух, вĕсемшĕн тамăк та çăтмах пекех».
«Чăнах та пулĕ. Санпа чухне мана çав тери лайăх. Нимĕн пирки те шутламастăп. Нимĕн те хăратмасть мана. Çанталăкĕ кăна пире кирлĕ пек тăтăрччĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал аванрах. Эпир тăтăшрах тĕл пулкалатпăр. Пурпĕр ку маншăн сахал. Ман вĕçĕмсĕр санпа пуплес килет».
«Манăп та сан çумунтан каяс килмест. Мăн тăвăн, вăхăт çитсен — каймаллах. Эсĕ çавах ан кулян. Кунсерен мар пулин те, килкелетĕп-çке. Ку — чи пахи. Ытла тунсăхласран, сана хамăн çулçа парса хăваратăп. Астăватăн-и? Пĕрремĕш тĕлпулура сана хамăн çулçа татса панăччĕ. Эсĕ мана хăвăнне парса ятăн».
«Паллах астăватăп. Унтанпа нумай çул иртрĕ. Мана темĕншĕн паян, эсĕ парса хăваракан çулçă юлашки пек туйăнать. Ун чух пĕрремĕш пулнă, паян юлашки».
«Çитĕ-ха ĕнтĕ сана кăмăлна хуçса. Савăн, кул, пĕрле чух. Кулянма кайран та ĕлкĕрĕн».
«Паян та сана кĕтсе илессĕн туйăнманччĕ. Кĕтсе илтĕмех иккен. Эпир каллех пĕрле». Пӳрт çумĕнчи хурăн çакăн пек каларĕ те шухăша путрĕ. Унтан такам вуллинчен йывăр япалапа çапнă пек чĕтренсе илчĕ. «Пĕлетĕн-и, мĕн çинчен шухăшларăм эп халь?»
«Çук. Мĕн çинчен-ши? Мĕн пирки аплах пăшăрханса ӳкрĕн вара?»
«Эпир санпа тахçантанпах пĕр-пĕрне савса пурăнатпăр. Кашни тĕлпулăва куç пек кĕтетпĕр... Пĕлместĕп мĕнрен пуçламалла... Анчах нихăçан та çакăн пирки калаçман. Пĕлетĕн-и? Пĕр-пĕр кĕтмен кун...»
«Тăхта, эп халех... Самантлăха...», — пӳлчĕ ăна тепĕр хурăнĕ. «Самантлăха кăна. Эп халех килетĕп». Çил вăйсăрланнипе, ирĕкерех ӳсекен хурăнăн каллех тӳрленсе тăма тиврĕ. Çил пĕр вăхăтлăха лăпланса илнĕ хыççăн çĕнĕрен вăй пухса килчĕ те малтанхинчен те вăйлăраххăн килсе чышрĕ хурăна. Вăл, кун пек вирлĕ çил пуласса кĕтменскер, пĕтĕм тураттипе харăссăн çурт çумĕнчи тусне çупăрласа илчĕ. Çак ир икĕ хурăншăн юлашки пулнине пĕртен-пĕр çил кăна туйса илчĕ пулас. Тен, çавăнпах та вĕсен тĕлпулăвне нумайрах тăсма тăрăшрĕ.
«Акă, эпĕ çитрĕм те», — терĕ леш хурăнĕ, савнине йăпатса. «Каçар, пăрахса кайнишĕн. Хăвах пĕлетĕн, эпĕ айăплă мар. Хамăн ирĕк пулсан, эп санран ĕмĕрне те уйрăлас çук».
«Çапла. Эпир хамăрпа хамăр та хуçа мар».
«Эсĕ темĕн каласшăнччĕ пулас?»
«Пĕлетĕн-и? — терĕ çурт çумĕнчи хурăн хăй калассине малалла тăсса. «Хăçан та пулсан, пĕр-пĕр телейлĕ кун, пире иксĕмĕре те кунта пурăнакан çынсем касĕç те пăрахĕç».
«Касĕç те пăрахĕç? Мĕншĕн ун пек шутлатăн? Касас пулсан вĕсем пире çутă кун та паман пулĕччĕç».
«Çапла. Касĕç та пăрахĕç... вутă туса кăмакара çунтарĕç». Пахча варринерех ӳсекен хурăн нимĕн те хушса калаймарĕ. Вăл тусне тем пек: «Апла нихăçан та пулмĕ, эпир ĕмĕрех пĕрле пулăпăр, пире никам та, никам та уйăраймĕ», — теесшĕнччĕ, çук пултараймарĕ. Мĕншĕн тесен хăй те кун пирки темиçе те шухăшланă. Тусне калама хăяйман çеç.
«Апла пулсан», — терĕ ирĕкри хурăн иккĕшĕн хушшинчи шăплăха татса. Иккĕшĕн пуласлăхне йывăрлăхран хăтаракан шухăш килнипе хăпартланса. «Пире касса, вутă туса кăмакара çунтарса ярсан, эпир иксĕмĕр те кĕл пулăпăр. Пире, пухса, пахчана тухса тăкĕç. Вара эпир чечексем пулса шăтса тухăпăр. Каллех иксĕмĕр юнашар ӳсĕпĕр. Илтетĕн-и? Кашни шăтса тухăпăр. Кашни çул. Юнашар. Тен, вутта хăвармĕç-ха пире, касса тăкмĕç». Хăйĕн шухăшне каласа пĕтерчĕ те хурăн тусне хăвăрттăн çатăрласа тытрĕ. Мĕн-ма тесессĕн, вĕсем малашнехи пурнăç çинчен калаçнă хушăра çил самаях тамалнă иккен. Савнийĕ патне авăнса çитме те йывăр. Çавăнпа та кăшт та пулин ытларах пĕрле пулас тесе тытрĕ те ăнтĕ вăл унран. «Тем пекехчĕ ун пек пулмасан».
«Сан кайма вăхăт», — тунсăхлăн сăмах хушрĕ çурт çумĕнчи, çил лăпланса пынине туйса.
«Тăхта!» — чарчĕ кайма тăнă тусне.
«Эс чечексем пулатпăр терĕн-и-ха?»
«Çапла. Чечексем».
«Юрать. Халĕ кай. Кай та, нумай ан кĕттер». Ирĕкри хурăн çурт еннелле темиçе хут тайса илчĕ те стройри салтак пек тӳрленсе тăчĕ. Хурăнсемшĕн темĕнрен те хаклăрах çил чарăнчĕ.
Юлашки тĕлпулу хыççăн чылай кун иртрĕ пулин те, икĕ хурăн урăх курнăçса калаçаймарĕç. Хăйсене юратупа пурнăç парнелекен çиле ниепле те кĕтсе илеймерĕç. Вăхăт майĕпен малалла шурĕ. Пĕр тӳлек кунхине вара, хĕвел хĕртнине пăхмасăрах, тӳпене пĕлĕтсем сасартăк карса илчĕç. Аслати авăтрĕ. Самаях тĕттĕмленнĕ тӳпене çутатса çиçĕм çйçрĕ. Вара пăт-пат çумăр ӳккелерĕ те çил тухрĕ. Нумай вăхăт кĕтнĕ çил пӳрт еннелле вĕрессе туйса, икĕ хурăн тĕл пулăва хатĕрленчĕç. Унччен те пулмарĕ, вĕсен ĕмĕтне татса, пахча алăкĕ чĕриклетсе уçăлчĕ, пахчана арçын тухрĕ. Алăк патĕнче чарăнса, тӳпĕнелле пăхса илчĕ. Хура пĕлĕтсем капланса тулнине курнăран-ши е çиле пула, кăшт çӳçенсе илчĕ, унтан кĕпин çӳлти тӳмине тӳмелерĕ те тӳрех çурт çумĕнчи хурăн патне пырса тăчĕ. Арçын пахчара хăйне хăюллă тыткаланинчен вăл кил хуçи пулни паллă пулчĕ.
«Куля! Килкартинчех-и, эс?» Хирĕç чĕнекен пулмарĕ. Кил хуçи хăйне кирлĕ çынна кунта чĕнсе илеес çук, терĕ пулмалла, хурăна аллипе вуллинчен шап-шап тутарса çапса илчĕ те, хăй кĕнĕ алăк çывăхне пырса, ăна урипе тапса уçса ячĕ. Вара, пуçне алăкран килкарти еннелле чиксе, тепĕр хут чĕнчĕ. «Куля! Ăçта эс унта, мурилесшĕ? Анчах кунта çӳреттĕн-çке?»
«Мĕскер?» — кĕлет хыçĕнчен вун-вуник çулхи арçын ача тухрĕ. Аллинче темĕнле патак. Те вăлта тума хатĕрленнĕ ĕнтĕ, те ахаль кăна, вылямалла тытнă.
«Мĕн чул кăшкăрмалла сана. Атя кĕлетрен каска пăчăки илсе тух та пахчана пыр!»
«Юрать». Ача патакне кĕлет çумне тăратрĕ. Кĕлетре кăштах шалтăртаттарнă хыççăн пăчăкă чăнк-чанк туни илтĕнчă, унтан кил хуçи ывăлĕ пăчăкă йăтса тухрĕ. Ашшĕне пăчăкă мĕншĕн кирлĕ пулнине ача тавçăраймарĕ, паллах. Тен, пĕр-ик сыпăлăх вутă татма чĕнет пулĕ-ха тесе шутларĕ-ши? Ăнланса илейнĕ пулсан та, вăл мĕн тăвайтăр ĕнтĕ. Ашшĕ хушать-тĕк, пурнăçламаллах. Ывăлĕ пахчана тухнă чух, ашшĕ чĕркуçленсех çурт çумĕнчи хурăн вулли тавра ӳхнĕ çулçа аллипе сиретчĕ. Çĕрне те кăшт чакаласа илчĕ. Кассассăн тункати çӳллĕ ан юлтăр терĕ пуль. Ача çакна курсан, тин ашшĕ хăйне мĕншĕн чĕнтернине ăнланчĕ.
«Атте, эпир мĕн, хурăнсене касатпăр-им?» — ыйтрĕ вăл тĕлĕнерех.
«Касатпăр», — кăмăлсăртараххăн хуравларĕ ашшĕ ывăлне. Ачан паллах хурăнсене кастарас килмерĕ. Çӳрт çумĕнчи хурăн тăрринче иккĕмĕш çул ĕнтĕ хăй ăсталанă шăнкăрч вĕлли çакăнса тăрать. Тата хăш чух выляса ку хурăн çине хăпарса ларни те пулкаланă ун. Питĕ меллĕ ун çине хăпарма. Пӳртпе хурăн хушшине тăратăн та, хăрах алăпа хурăн вуллинчен тытан, тепĕр аллипе пӳрт пĕренинчен тĕкĕленен. Вара уруна пӳрт пĕренисем тăрăх картлашкапа утнă пек кăна куçарса пыран, теприне йывăç вуллипе. Пахча варринереххи вара хĕвел хĕртсе пăхнă кун хăй сулхăнĕпе пайтах килентерет. Кăр çитсен, сап-сарă шупăр тăхăнаççĕ те, пĕри тепринчен хитререх курăнаççĕ. Халĕ вара вĕсене касмалла, иккен.
«Атте, эс иртнинчен пĕрне те касмастпăр терĕн-çке. Пахчана илем кӳреççĕ, ӳсчĕр, терĕн», — ашшĕне ӳкĕте кĕртме тăрăшрĕ ача.
«Тенĕ пуль. Халь вара касатпăр», — малтанхиллех кăнтаммăн калаçрĕ арçын. «Атя кил, тыт пăчăкăна пĕр вĕçĕнчен. Кашлаттарса пăрахар. Тахçанах касмалла пулнă. Пӳрт лартнă чухнех касасшăнччĕ, аннӳ кастармарĕ. Пӳрт çумĕнче ларса юлтăр, ӳстĕр терĕ. Иккĕ пахчара ытлашши нумай, пĕри те çитет».
«Эпир пĕрне кăна касатпăр-им?» — ыйтрĕ ача, сăн-питне кăштах çеç çутатса. «Атте, тен, касмастпăр? Усчĕрех иккĕшĕ пĕрле юнашар».
«Çитет-ха сана нăйкăшса. Мĕн ăнланатăн эс. Ӳсчĕре-е-х! Касмалла тенĕ-тĕк, касмалла! Атя тыт. Юнтарса ан тăр. Çанталăк пăсăлсах кайиччен, майласа пĕтерер. Çил вăйланса пырать ав. «Ывăлĕ салхулланса пуçне чикнине курчĕ ашшĕ. «Çуркуннесенче тымар тăрăх тăпсакайне шыв кĕрет, тата кăçал милĕк тв хатĕрлеймерĕмĕр, хĕл каçма милĕк кирлĕ», — терĕ йăвашраххăн. Кил хуçипе ача тек пĕр сăмах та хушмарĕç. Шап-шурă хурăн вуллисенчен аллисемпе тĕкĕленчĕç те касма пуçларĕç. Йăлтăркка та çивĕч пăчăкă шăлĕсем ешĕл вулла çемçен çăмăллăн касса кĕчĕç. Икĕ çынна пахчана тухнăранпа сăнаса тăракан икĕ хӳрăн çак самантра пĕр-пĕрне уйрăлу сăмахĕсем каларĕç. Шел! Çил вăйĕ ирĕкри хурăна теприн патне авса çитереймен пирки, пĕр-пĕрне мĕн каланине илтеймерĕç çав вĕсем. Çук, илтеймерĕç. Çурт çумĕнчи тусĕ еннелле тунсăхлăн тинкерет. Тураттисемпе хăлаçлансах. «Чипер юл. Нумай пурăн. Эп эсĕ каланине астăватăп. Çапах та эсĕ ан васка. Пурăн. Эпĕ сана кĕтĕп. Эсĕ пыриччен шăтмăп. Эсĕ пырсан, иксĕмĕр пĕрле чечексем пулса шăтса тухăпăр. Ан васка ман пата пыма, ан васка», — тесе пăшăлтатрĕ. Ирĕкри ăна илтеймерĕ. Вăл çиле вăйлăрах, вăйлăрах вĕрме йăлăнчĕ. Ун, темле пулсан та, савнă тусĕ патне çитсе, ăна кăна юратни çинчен, унсăр пурăнма пултарайманни çинчен калас килчĕ. «Эпĕ те санпа. Мансăр ан кай. Тăхта кăштах. Эпĕ те санпа», — пăшăлтатрĕ вăл çурт еннелле авăна-авăна. Пӳрт çумĕнчи хурăн юлашки хут ун çине тинкерчĕ те сулланса илчĕ, кăштах çиле хирĕç ӳпĕнчĕ, вара пӳрт тăррине витнĕ шăвăç хĕррисенчен тураттисемпе çаклана-çаклана, пĕренесене каштăртаттарса шăппăн çеç çĕр çине шуса ӳкрĕ. Çил вăйланнăçемĕн вăйланса пычĕ. Хуçапа ывăлĕ хурăн тураттисене иртсе ун вуллине сыпăласа пĕтернĕ çĕре, вăл ахăрсах кайрĕ. Пĕр çил çеç ăнланчĕ пуль, çынсем мĕн тери киревсĕр ĕç туса хунине. Тен, çав сăлтава пулах туллашрĕ. Пахчара пĕр-пĕччен юлнă хурăн хăйне пушхирти хăрса типнĕ хытхура пек туйрĕ. Малтанласа вăл çил тĕлĕнмелле вăйпа вĕрнине те асăрхамарĕ. Уншăн çут тĕнче, уйăха тĕксĕм пĕлĕт килсе хупланă евĕр ытла та хăвăрт сӳнчĕ. Тусĕпе те сывпуллашаймарĕ. Тин çеç унăн пĕртен-пĕр савнă тусĕ тăнă вырăна авăна-авăна сăнарĕ тăлăх хурăн. Авăнса çĕр патне çитесси нумай та юлманччĕ, хурăн са-сартăк тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Тем шут тытнă пек васкавлăн çăра тураттисене саркаларах тытрĕ. Вăл ăнланчĕ, кун пек тусан ăна çил вăйлăрах авăнтарма пултарать. Халĕ çеç килнĕ йывăр шухăшне пурнăçлама шăпах та меллĕ самант. Çил ахăрчĕ. Çил туллашрĕ. Çулсем тăрăх тусан чуптарчĕ. Пӳрт тăррине сӳсе ывăтасла, шалтăртаттарчĕ. Пур кайăк-кĕшĕк таçта хӳтте пытанса пĕтнĕ. Хурăна ку шав хăратаймарĕ. Мĕншĕн тесен ăна çил кирлĕ. Питĕ вăйлă çил. «Çак самантрах, халех», — шухăшларĕ хурăн. «Урăх, тен, кун пек çил нихăçан та пулмĕ. Халех! Халех!» Çил вăйланса пырса, тăвăла куçрĕ. Хурăн, авăнса, тăррипе çĕре перĕнсе илчĕ. «Тата!» — терĕ хурăн, шухăшне пурнăçлама хатĕрленсе. «Вирлĕрех! Кĕт, тусăм, эпĕ сан пата пыратăп. Пурăнасси те, вилесси те хамăртан килмест пулсан, мĕншĕн кирлĕ çакă çутă тĕнче? Эпĕ халех, тусăм! Кĕт! Эпир санпа чечексем пулса шăтса тухăпăр». Тăвăл шавĕнче илтĕнмелле, тăвăл шавне çĕнтермелле сасăпа хурăн вулли шартлатса хуçăлчĕ. Кăшт маларах кăна касса кайнă тусĕн сĕткенĕ пăчăртанса тухма та ĕлкĕрнĕ тункати çине пахча варринерех ӳснĕ хурăн йывăррăн лаплатса ӳкрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...