Çемьери тавлашу
Акимсен çемйинче хăш-пĕр чухне пĕр пĕчĕкçĕ сăлтавранах тем пысăкăш тавлашу туха-туха кайнă. Пĕр ирхине çапла:
— Кам çĕмĕрнĕ çак кĕленче куркана?! — тесе ятлаçнă Аким ашшĕ, куç харшисене хăвăрттăн вылятнă май, хĕрлĕ сухалне чĕтретсе. — Кам çĕмĕрнĕ тетĕп, калăр!
— Юрĕ ĕнтĕ, ан шарла, старик, — тенĕ Аким амăшĕ. — Тупнă ятлаçмалли.
Старик лăпланман. Вăл курка ванчăкĕсене тыта-тыта, вĕсем çине пăха-пăха ятлаçнă:
— Пĕлетĕр-и, мĕнле курка çĕмĕрнĕ эсир?
— Пĕлетпĕр ĕнтĕ. Илемлĕччĕ. Тĕрлĕ тĕрĕллĕччĕ.
— Пĕлместĕр çав. Пĕлетĕр-и, мĕнле курка вăл? Вăл куркана мана венчет тунă хыççăн пулнă ĕçкĕре хреснатте парнеленĕ. Вăл куркана эпĕ хĕрĕх икĕ çул упраса усранă. Вăл куркана эпĕ...
— Çитĕ ĕнтĕ, атте, — тенĕ Аким. — Ятлаçнипе ăна пурпĕрех тӳрлетейместĕн. Ак çитес пасар кунĕ вĕр çĕнĕ курка илĕпĕр.
— Илесси çинчен мар эп, кам çĕмĕрни çинчен ыйтатăп. Мĕншĕн каламастăр? Кам çĕмĕрнĕ?.. Кам?
— Кушак ӳкерсе çĕмĕрнĕ ăна. Мĕн-ха вара уншăн?
— Ан кулăр манран. Кушак çук пирĕн.
— Эпе çĕмĕрнĕ, — тенĕ юлашкинчен Аким арăмĕ. — Астăваймасăр... сĕтел çинчен ӳкернĕ.
— Ну, вот, — тенĕ старик. — Каларăм вĕт кам та пулин çĕмĕрнĕ тесе. Мĕншĕн çĕмĕртĕн-ха вара?
Аким арăмĕ чĕнмен. Вăтаннă вăл. Тен, çавăнпах пуль, никам çине пăхмасăр, пӳртрен тухса кайнă. Вăл тухса кайнă хыççăн старик тепĕр хут харкашма пуçланă.
— Эпир илсе парас тенĕ хĕре илмерĕн, — тенĕ старик Аким çине чăрсăррăн пăхса. — Ху суйласа, ху кăмăлна килĕшнине илтĕн пулать. Пĕлетĕн-и, мĕнле хĕр пулнă вăл?
— Начар мар хĕр пулнă, — тенĕ Аким.
— Пĕлместĕн нимĕн те. Хĕр чухнех ашшĕ-амăшне сахал мар тарăхтарнă. Çемьепе пĕрле ларса апат та йĕркеллĕн çиме пĕлмен: уйрăммăн антарса пама хушнă, уйрăм тирĕкпе апатланнă. Апла çеç те мар-ха, уйрăм алшăллипе пит шăлса пурăннă вăл. Пĕлетĕн-и ĕнтĕ мĕнле хĕр пулнă?
— Начар мар пулнă, — тенĕ каллех Аким.
— Начар мар, начар мар... Мĕн пĕлетĕн эс? — кăшкăрса пăрахнă старик. — Акă манăн аслă кин сакăр çул хамăрпа пурăнать. Сакăр çул пурăнса сакăр пуслăх усă... тьфу!.. Сакăр пуслăх сăтăр та туман вăл ман. А санăн арăму килнĕ-килменех, килни икĕ эрне çеç вĕт-ха, икĕ эрне çеç... Икĕ эрне пурăнса хĕрĕх икĕ çул упранса усраннă куркана ӳкерсе çĕмĕрчĕ пулать. Мĕн курăпăр-ха малашне? Мĕнле кăна сăтăр тумĕ вăл пирĕн çемьене!..
Çав самантрах Аким арăмĕ кĕрсе тăнă. Хăрах аллинче ун тулли витре, тепĕр аллинче мунчала лăстăкĕ пулнă. Арçынсем çине ытлашши пăхса та тăман вăл:
— Тухса кайăр-ха кунтан, — тенĕ. — Урай çума пуçлатăп.
Арçынсем тухнă. Тухнă та ампар умне ларнă. Старик каллех ывăлне хăтăрса ятланă:
— Куратăн ĕнтĕ, пĕлетĕн-и мĕнле çын вăл, — тенĕ чĕлĕмне чĕртсе. — Урайне çĕртет вĕт, пӳрте вăхăтсăр хавшатса ишĕлтерет. Ĕнер çеç çунă. Паян каллех çăвать. Тĕп тума килнĕ вăл кунта... Çурт пĕтерме килнĕ.
— Тасарах пурăнни начар мар ĕнтĕ, атте, — тенĕ Аким.
— Нимĕн те пĕлместĕн, — тенĕ старик. — Кулать вăл пиртен. Мăшкăллать. Пĕр кунхине те ав санăн çăварунтан шăршă кĕрет тет мана, çăварна кунсеренех, чĕлĕм туртса пĕтермессеренех чӳхесе тасатас пулать тет. Ача кăна вĕт вăл. Çапах манран çапла каласа кулать. Намăса та пĕлмест. Эсĕ ху та намăссăр, Аким.
— Мĕншĕн, атте?
— Яланах таса кĕпе, таса йĕм, çап-çутă атă тăхăнатăн. Праçникре мар вĕт. Праçникре тăхăнас тумтире ахаль чух сĕтĕрсе пĕтеретĕн.
— Ху та тăхăнкалатăн-çке атă?
— Тăхăнкалатăп кăна çав. Праçникрен праçнике çеç. Эпĕ вăтăр çул ытла тăхăнатăп. Çапах вĕр çĕнĕ пек çакăнса тăрать.
Татах та нумай калаçнă вĕсем. Старик татах та нумай ятлаçнă. Аким арăмĕ урай çуса пĕтернĕ. Арçынсене апат çиме чĕннĕ. Апат çисе тăраннă хыççăн:
— Хыв-ха кĕпӳне, — тенĕ вăл старик çине пăхса. — Йĕмне те хывса пар.
— Мĕн?! — тĕлĕнсе, пĕтĕм сăн-сăпачĕпе хĕрелсе ыйтнă старик.
— Акă, тасисене тăхăн, — тенĕ Аким арăмĕ. — Эрне ытла улăштарман вĕт çийĕнтисене. Хыв-ха. Халех çуса килетĕп.
— Ан мăшкăлла луччĕ! — шăл витĕр каланă старик. — Ху хыв хăвăн йĕммӳне. Ухмах мар-ха кашни эрнере кĕпе-йĕм улăштарма. Кашни эрнере çăвасшăн эсĕ. Çăва-çăва хăвăртрах çĕтĕлтерсе пĕтерес тетĕн пулĕ. Пĕлетĕн-и, мĕн шутлатăн эсĕ?
— Ан шарла ĕнтĕ, старик, ан шарла, — тенĕ Аким амăшĕ. — Килĕшӳллĕн шăкăлтатса çеç калаçса пурăнас чухне темшĕн ялан харкашатăн.
Старик лăпланман. Паян иртнĕ. Ыран. Кунсеренех ятлаçнă вăл, харкашнă. Сăлтав хыççăн сăлтав тупса пынă. Юлашкинчен вара Акимпа арăмне чĕнсе илнĕ те лăпкăн та йăвашшăн, кашни сăмахĕ çинче чарăна-чарăна тăрса çапла каланă:
— Çитет сире. Нумай алхасрăр. Сахал мар тарăхтартăр. Кайăр тухса. Çемьене ирĕке хăварăр.
— Уйăрас тетĕн-им вара, атте?.. Уйăрса кăларас тетĕн-им?
— Кайăр тенĕ сире. Уйрăлăр. Хăвăра хальлĕн кирĕк мĕн хăтланса пурăнăр.
— Мĕншĕн-ха апла? Мĕншĕн уйрăлмалла? — тенĕ ăслă кĕçĕн кин. — Ахаль те чухăн. Пĕр чухăн хуçалăхран икĕ чухăн хуçалăх пулмалла-им вара?..
Старик лăпланман. Хăйĕн сăмахне каялла илмен. Акимпа арăмне нимĕнсĕр, пĕр шăрпăк памасăр уйăрса кăларнă.
...Унтанпала ĕнтĕ нумай шыв юхрĕ. Нумай вăхăт иртрĕ. Унтанпала ĕнтĕ пурăна киле Аким хăй те старик ятне илтрĕ. Атте текенсем çеç мар, асатте текеннисем те пур ун. Икĕ ывăл, икĕ кин. Пурнăç çителĕклĕ. Мĕн кирлĕ, пурте пур: апат-çимĕç те, тумтир те... Ĕç хыççăн каннă вăхăтра итлемешкĕн — пӳртрех радио, патефон. Аслă кинĕн аслă ывăлĕ тата сĕрме купăспа та аванах калама пĕлет. Мĕн кирлĕ тата! Пурте çителĕклĕ. Килĕшӳллĕ çемье... Телейлĕ çемье. Çак çемьери çынсем те пĕр-пĕринпе килĕштерсе çеç пурăнмалла пек.
— Çапах тавлашаççĕ, — тет Аким. — Ывăлсем питĕ хаяр ман. Кинсем те йăвашах мар, парăнмаççĕ. Пĕр тытăнсан, ну-и тавлашаççĕ вара.
— Мĕн пирки?
— Темĕскер çитмест вĕсене ялан. Акă, ĕнер çеç-ха вăл, колхозран илнĕ ытлашши тупăша ăçта вырнаçтарас пирки тавлашу хускатрĕç. Кинĕмсем çĕвĕ çĕлекен машина илетпĕр теççĕ. Ывăлсем вĕсемпе килĕшмеççĕ, мотоциклет илетпĕр теççĕ. Пĕчĕккисем те тата, хама асатте тесе чĕнекеннисем: мотоциклет, мотоциклет илмелле теççĕ. Хам та çавнах калатăп. Арăм мана хирĕç, кинсен шухăшĕ майлă. Ну терĕм, лăпланăр! Лăпланчĕç. Пурте ман куçран пăхаççĕ. Ну тетĕп, кам мотоциклет илес тет — аллăрсене тăратăр. Кам хирĕç? Хирĕç сахалтарах.
Çапла вĕçленчĕ çемьери тавлашу. Кинсен ĕмĕчĕ те, паллах, çитес çулхине, тен, унчченех те пурнăçланĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...