Телейсĕр хĕр
Сăнран хĕре вунсакăр-вунтăхăрта теме пулать пулĕ. Вăл хăйĕн чипер пит-куçĕпĕ, яштака кĕлеткипе такама та тӳрех тыткăна илмелле. Анчах куçĕсем! Куçĕсем питĕ тунсăх вара, вĕсенче пурнăç илемĕ пачах курăнмасть.
Эпĕ хам ĕçсемпе инçетри хулана командировкăна кайма тухнăччĕ. Вакунра пирĕн вырăнсем юнашар лекрĕç. Çул вăрăм, пĕр-пĕринпе калаçмасăр пулмасть. Ман та хĕре хăйĕн тунсăх шухăшĕсенчен хăтарас килчĕ.
Чи малтан эпĕ ăна хампа пĕрле апатланма чĕнтĕм. Хăй мана выçă пек туйăнчĕ пулин те, вăл апата пĕр пĕрчĕ те тĕкĕнмерĕ. Анчах иккĕмĕш кунхине, вăл çăвара пĕр тĕпренчĕк те яманнине курсан, эпĕ ăна вăйпа тенĕ пекех татăк çăкăрпа какай тыттартăм.
Тепĕртакран хуллен калаçса кайрăмăр. Вăл Света ятлă иккен. Вунтăххăрта, икĕ çул каялла вăтам шкул пĕтернĕ. Ялах юлнă, библиотекарьте ĕçленĕ. Виçĕ кун каялла çеç-ха хăйне телейлĕ шутланă.
— Анчах халĕ манран телейсĕр çын та çук, — ăнсăртран хĕр йĕрсех ячĕ. — Пĕтерчĕç, пĕтерчĕç пурнăçа намăссăрсем.
Света, хăюлăх çитерсе, мана тăван ашшĕ вырăнне хунă пек каласа пама пуçларĕ.
— Пĕлтĕр хамăн савнине, Тольăна, салтака ăсатрăм. Кĕтсе илĕп тесех сăмах патăм. Ара, юратнă эпĕ ăна, унран хаклă çын та пулман. Шкулта та вунă çул хушши пĕр класрах вĕреннĕ-çке. Хăй те килĕштеретчĕ. Тăтăшах çырусем ярса тăратчĕ. Пĕри тепринчен кăмăллăрахчĕ.
Анчах Тольăна юнашар класра вĕренекен хĕр те питĕ килĕштеретчĕ. Ман савни вара Люся çине куç вĕçĕпе те пăхмастчĕ. Юратмасан, савмасан епле-ха хĕре ăсатăн?
Тольăран çырусем тăтăш килсе тăни Люсьăна питĕ вĕчĕрхентеретчĕ. Миçе хут куç айĕпе пăхман-ши вăл мана, сивĕ сăмах каламан-ши? Çапах та эпĕ асăрхамасăр иртсе кайма тăрăшаттăмччĕ.
Инкек виçĕ кун каялла пулса иртрĕ. Люсьăпа клубран пĕрле таврăнаттăмăрччĕ. Вăл манпа çепĕççĕн калаçма пуçланинчен тĕлĕнтĕм малтан. Хыççăн хăйсем патне чăвашсен хальхи юррисене итлеме чĕнчĕ. Кĕмесĕр тăма хăяймарăм. Мĕнле йăнăш тунă иккен эпĕ, мĕнле йăнăш.
Калаçса ларнă май Люся чей куркисем кăларчĕ, чей ячĕ. Кăштах сыпкаланă хыççăнах хама япăх туйса илтĕм, хыççăн тĕлĕрсе те кайнă.
Кайрантан вара усал тĕлĕкрен те хăрушă. Ирхине эпĕ хам темĕнле йывăç çуртра выртнине асăрхарăм. Куçа лайăхрах уçса пăхрăм та юнашар ялта пурăнакан Витя тракторист пулнине куртăм. Ĕлĕкех вăл мана килĕштеретчĕ, анчах эпĕ — çук. Хăйĕнчен аншарли шăрши чăтма çук перет. Харлаттарсах çывăрать.
Эпĕ вăраннине курсан, амăшĕ вырăн патне чупса пычĕ.
— Кин те кин, — тет, — тинех пĕрле пурăнма пуçлатпăр. Атту Витьăн чунне илтĕн вĕт, пĕтсех çитрĕ, шеремет ачи.
Намăса ниçта чикеймесĕр, эпĕ сиксе тăтăм, хам аялти кĕпе вĕççĕн çеç пулнине асăрхарăм. Тарăхнипе Витя пичĕ çине лачлаттарса суртăм та тăхăннă-тăхăнман урама чупса тухрăм.
Усал хыпар утпа çӳрет, теççĕ. Киле çитиччен атте-анне илтнĕ иккен эпĕ качча кайни çинчен. «Тухасах пулать, хĕрĕм, — теççĕ, — кам сана халь илĕ ĕнтĕ. Кама кирлĕ эсĕ».
Çук, киревсĕр, ултавлă çынпа пурăниччен пурăнманни. Тухса тартăм вара виçĕмкун ялтан. Ăçта çитĕп — пĕлместĕп. Ырă çынсем тĕлне, тен, хăçан та пулин пулăп. Анчах Толя умне урăх нихăçан та курăнассăм çук.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...