Казбек
— Треугольник А-Б-Ц, — ӳпки сиксе тухасла мĕкĕрет вăл класс алăкне уçнă-уçман кăххăм-кăххăм ӳсĕрсе. — Кам теорие доказат тума тухас тет? Качканов! Мĕн? Лар, иккĕ! — пуçлать вăл урокне. — Иванов! Так, так. Иккĕ! Начаров! Паян та вĕренсе килмен? Тăрăр виçсĕр те ура çине!
Çапла кĕскен урок хатĕрлесе килнине тĕрĕслет те Дормидонт Христофорович, пĕрин кĕске çӳçне ĕнси çинчен пӳрнипе вирелле ыраттармалла сăтăрать, теприн кучан пуçне транспортир тăхăнтартса силлет. Çапла майпа тăн кĕртнĕ хыççăн вăл чи лайăх вĕренекене доска умне кăларать, хăй алăка яри уçса ярать те чикарккине тивертет, юратнă вĕренекенĕ урока тĕрĕс хатĕрленнипе рехетленет.
Шут ĕçне çаплалла хăнăхса пынă пулин те пиртен чылайăшĕ математикăпа чиперех ĕлкĕрсе пыратчĕ. Час-часах унран ĕнсе чикки лексен те эпир, мĕнле калас, кăмăллаттăмăр çак ватă учителе. Кăмăлланипе пĕрлех мĕн чухлĕ кӳрентермен-ши? Çапла ĕнтĕ ачапча: камăн чунĕ яланах уçă — вăл ун патне туртăнать, унăн урокне чăтăмсăррăн кĕтет, унпа пĕрлех хӳтлĕхсĕр вырăна варлама та пултарать. Акă Дормидонт Христофорович, куçлăхне шăнăрпа вăрăм хăлхи хыçĕнчен лектерсе хунăскер, доска çине пурăпа çырать. Çак хушăра пĕри чернил типĕтмелли хута чăмласа çемçетет те — линейкăпа авса яра парать малалла. Тепĕр чухне, чăмлак учителĕн кукша пуçнех çатлатса çыпăçать. Ватă çыннăн килте ӳстерсе вакланă тапакпа сарăхнă, хытса кукăрăлнă пӳрнисем чĕтрене ереççĕ, ик-виç шăллă çăварне карса нимĕн калама аптраса тăратчĕ вăл доска умĕнче. Çапла иртетчĕç математика урокĕсем. Унта эпир хамăра ачалăх тĕнчинчи пек туйнă, каннă та.
Анчах ватă çын кайран вăхăтсăр çĕре кĕчĕ те, тĕлĕнмелле, эпир унăн урокĕсене ылмаштарнă типĕ хĕрарăм-учительницăна аплах юратман. Мĕн тери çирĕп тытатчĕ, ыйтатчĕ вăл, чунне парса ĕçлетчĕ пулĕ. Анчах эпир математикăна килĕштерсе мар, унран хăранипе вĕренме пуçларăмăр. Чăн та, Дормидонт Христофоровичсăр темĕн çитместчĕ, пушăччĕ тăван шкул. Ирĕксĕрех Казбекпа çыхăннă тепĕр камит аса килет.
Сурăх витине кайса яриччен Казбек пирĕн класс патне Дормидонт Христофорович хыççăн килме юрататчĕ. Мĕн илĕртнĕ ăна? Тăван килти тĕтĕмсĕр пурăннăран-ши, така чикарккă шăршине сăмсипе туртса пыраканччĕ. Ватти те тата — ача-пăча кулли — ăна хăваламастчĕ. Пĕррехинче Казбек темле майпа витерен тухса тарнă та хăнăхнă йăлапа тӳрех ял варрине персе çитрĕ. Мĕн туртнă ăна ачасем патне — калама хĕн. Хăйне шăпа уйăрса панă юлашки кунĕсене Казбек темшĕн пĕчĕк чунсене савăнса выляма, иртĕнме уйăрса пачĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕпе ял мухтавĕпе тамаши пулнăскер хăтланкаларăшĕсемпе ватăлсан та чапне çухатасшăн пулмарĕ ахăр. Пирĕн математика урокĕ. Дормидонт Христофорович хаяр. Указка тытнă та унпа пире пĕрерĕн-пĕрерĕн кăкăрсенчен чышса çӳрет. Никам та тухасшăн мар доска умне.
Черет Кĕтерук патне çитрĕ. Вăл та хатĕрленсе килмен иккен, ура çинче мĕскĕннĕн тăрать. Учитель çав кун тилĕрсех кайнăччĕ. Ахаль чухне тăлăх хĕрачана хĕрхенекенскер хальхинче вара урмăшса тимлĕхне çухатнă ватă çын унăн явлăкне туртса сирчĕ. «Кахал, пыйтлă, — хăртрĕ вăл. — Пĕртен-пĕр аннӳне шеллесчĕ». Кĕтерук хĕрлĕ çӳçне пĕрремĕш çул çеç ӳстерет-ха, çавăнпа та, вăтаннăскер, тутăрне тытса класран тухса вĕçрĕ. Тинех тăна кĕчĕ учитель. Анчах çак самантра уçă ăлăкран Казбек вирхĕнсе кĕчĕ те çăвар уçма ĕлкĕриччен старике икĕ мăйраки хушшине хĕстерсе хучĕ. Класс çăри-çари саспа тулчĕ, хĕрачасем хăранипе хыçалалла кĕпĕрленчĕç, эпир вĕсене юри така патне тĕрткелетпĕр. Казбек çаллах тĕреклĕ иккен-ха: ват çын ниепле те унăн тыткăнĕнчен хăтăлаймасть. Шăв-шав çине кӳршĕ класри аслăрах ачасем персе çитрĕç.
Çаплăччĕ вăл — пирĕн мухтавлă Казбек. Ун çинчен нумай-нумай кăсăк каласа пама пулать. Анчах учительпе пулса иртнĕ тамаша хыççăн нумаях та пурăнаймарĕ. Эпир, ачапча, пĕр-пĕрне е ытти çынна кӳрентерни часах манăçа тухать те — ватта ватă пĕчĕккисен умĕнче хур кăтартни вара ытла та килĕшӳсĕр, майсăр япала. Хыçĕнченех çӳрекен нуши-шăпи Казбека çакăншăн каçармарĕ ахăртнех: вăл сарăмсăр вилĕмпе вилчĕ, çийĕнчен ял çине усал ят хăварчĕ.
Мăнкун каçĕ пулчĕ ку ĕç. Манăçа кăларса пыракан уяв та, çапах йăлана кĕнĕ тăрăх ялти хĕрарăмсем çак куна пӳрт-çурта тирпейлесе мачча çăватчĕç, тутлă çимĕç пĕçерме кăвас хуратчĕç. Кĕтерук амăшĕ те, пӳлме тĕпĕнчи çăнăхне хырса пухса чĕресе чуста хывнă. Хăй кӳршĕ-арша пӳрт çума каçнă вăхăт пулнă-и, çуркуннехи каникулти хĕрĕ тантăшĕсемпе урамра. Никам та асăрхаман çакна: урам вĕçĕнчи çурт алăкне Казбек хайăрса кĕнĕ те пĕтĕм чустана çисе янă. Тулли хырăмпа каскăн така витене кайма та шутламан, пăлтăр айĕнчи улăм купи çине кĕнĕ те выртнă. Кӳпĕннĕ Казбек тăвăр çурăкран тухайман — кăннă çав сивĕ каç, мăнтарăн...
Çакăн хыççăн çăва тухсан Кĕтеруксем хулари тăванĕсем патне куçса кайрĕç. Темиçе çул халтăртатса ларчĕ вĕсен чӳречисене хĕреслетсе хăма çапса хăварнă килĕ. Вăл çулсенче ялта пушă вырăн чылайччĕ. Çĕпĕре куçса кайнисен пахчисем те йышлă. Ачапча уйрăммăн, тăлăххăн хуралса ларакан хуралтăра выляма килĕштермерĕ.
Темиçе çултан Кĕтерук яла курма таврăнчĕ. Хулара саккăрмĕш класс пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме кĕнĕ иккен вăл. Палламалла мар улшăннăччĕ хăй: çи-пуçĕ килĕшӳллĕ, çамрăк ӳт-пĕве тăп-тăп тытса тăрать, кĕлетки çӳллĕ те яштака. Унăн ӳсĕмĕнчи хĕр-упраç çивĕчесене ӳстернĕччĕ ĕнтĕ, çаплах явлăкпа çӳретчĕç-ха, пĕвĕсемпе те лутрарахчĕ. Катьăн унччен çынна кăтартма вăтаннă, халĕ хулпуççи таран авкаланса анакан хĕрлĕ çӳçĕ клубри электричество çутинче темле асамлăн ялкăшса та вĕлкĕшсе тăратчĕ, халиччен курман, хăнăхман илемĕпе хăйĕн вăрттăн тĕнчине туртатчĕ. Унăн куçĕ сенкеррине те тин асăрхарăмăр эпир.
...Çапла эпир пурнăçра: час-часах хамăрпа юнашар çӳрекен илеме асăрхаймастпăр, кайран çеç, кун-çултан темĕн таврăнми, кăшкăрса илтми уйрăлса-катăлса юлсан унсăр пурăнма та пултарайманнине эрленсе туйса илетпĕр, манăçми самантсене, сивĕнсе ĕлкĕреймен вучах пек, çĕнĕрен асаилӳпе чĕртетпĕр — унпа та этем пархатарлă.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...