Парăм — 777 тенкĕ
Ман парăмсем, пурне те учета илсен, çапла пулас ĕнтĕ памалли:
1. Атте патĕнче, атте лартнă пӳртре, 30 çул пурăннишĕн кашни çул хваттер укçи, уйăхне пĕрер тенкĕ çинчен шутласа, пурĕ аттене памалли — 360 тенкĕ;
2. Тум-тир, çанçурăм йĕпенесрен йĕпе-сапара, çил-тăманра атте лартнă лупасайне кĕре-кĕре тăнăшăн, хваттер укçи пекле ĕнтĕ, аттене — 30 т.;
3. Атте лашипе хăш-хăш чух ларса çӳренĕшĕн, ун лашипе суха тунăшăн, сӳре сӳренĕшĕн, хăй лашипе эпĕ аттене çĕр ĕçлесе панăшăн, авлансан атте лашипе эпĕ чиркĕве венчете кайнăшăн; атте пурттипе вут-шанкă татнăшăн, атте шĕшлипе çăпата хунăшăн атте туса çакнă çекĕлтен çаклатса кантра, пăяв-шыв явнăшăн тата ыттишĕн те пĕрле шутласа пурĕ — 200 т.;
4. Эп салтака тухса кайнă чух сăра ĕçнĕшĕн, мана ун чухне атте станцă çулĕпе çурма çула ăсатнишĕн пурĕ, — 10 т.;
5. Анне мана тăхăр уйăх хăй хваттерĕнче усранăшăн; мана çуратса, ĕмĕртсе, пăхса сăпкара сиктерсе анне маншăн чăрманнăшăн; мана чăмлак чăмласа ача чухне çитернĕшĕн аннене ман памалла пурĕ — 50 т.;
6. Хăнкăла, пăрçа, пыйтă çыртнипе, кĕçĕ кĕçĕтнипе сăпкара чухне макăрса аннене чăмантарнăшăн; анне ман çи-пуçа пăхнăшăн, анне мана çăкăр-тăвар, апат-çимĕç пĕçерсе панăшăн тата ыттишĕн аннене — 50 т.;
7. Р.S. Атте мана сăпка туса панăшăн аттене — 5 т.;
8. Шăри-шăри çухăрса, шик-шик шăхăрса, ача чухне кӳршĕ-арша, ял-йыша канăç паманшăн, вăтăра çитиччен ялта, уйра-хирте вăрманта ял-йыш çӳренĕ çулпа утса-туса çӳренĕшĕн ял-йыш хывнă кĕперпе каçа-каçа çӳренĕшĕн хамăр ял-йыша ман памалла — 72 т.
Ман ĕнтĕ парăм памалли çак сакăр статьяпа мĕн-пурĕ çич çĕр çитмĕл çичĕ (777) тенкĕ; эпĕ çанталăкра 30 çул хушши пурăнса пулнă парăмсем, индивидуальнăй пурнăçпа пурăнса пулнă парăмсем ĕнтĕ вăл парăмсем.
Халь ĕнтĕ эп колхоза кĕнĕ те, малашне ман пурнăç та зажиточнăй пулать те-ха вăл — çав асăннă парăмсене пятилеткăра пара-пара татапах ĕнтĕ, трудодень туса. Пятилетка ĕçпе хăвăртрах тума тăрăшнипе эпĕ те вăл парăма хăвăртрах татăп-и, тен-ха.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...