Капнер — Мауса — Капнер
Ырă кăмăллă Мауса! Чунтан-вартан савса салам яратăп сана. Çыру çырăп, писме çырăп тесе эпĕ сана каланăччĕ. Çапах ку транччен сана хут яраймарăм. Ан ятласамччĕ мана уншăн. Ятласси ятласан та, ятла, ырă кăмăллă Мауса! Ятласан та ан çилленсемччĕ мана. Ман çыру çине те çилленсе ан пăхсам, ку çыру çине те хăвăн ăшă куçупа ăшшăн пăхсам. Ку сăмахсем çине ăшă куçпа пăхсан мана та ырă сунса, ку çырăва вуласа тухсам.
Сан яту çумне те, сан яту хыçне те эпĕ икĕ сăмах ӳкертĕм. Çыру ямасăр тăни нумай вăхăта пычĕ, çыру та ман вăрăмрах пулĕ. Вăл-ку сăмах мĕне-мĕне пĕлтернине, ăс-хакри, чĕрери шухăшсене, пулса пыран пурнăçри япаласене-мĕнсене каласа кăтартас килет ман сана; пурин çинчен те, ырă кăмăллă Мауса, санпа сӳтсе явас килет ман. Мауса! Куçа-куçăн курса иксĕмĕр татах сăмахласси ыран-паян мар та вăл, çырупа та пулин сăмахлар-ха ĕнтĕ иксĕмĕр.
Тăванран тăван, хаклă тăванăм, ырă кăмăллă Мауса! Эпĕ кăçал хальччеи никамран илтмен сăмахсем илтсе пĕтрĕм, хам ĕмĕрте курман мăшкăла куртăм. Мана атте «наян» терĕ, анне «ыйткалакан» терĕ, пичче...
* * *
«Капмар» тени «Капнер» тени мар, «капмар» тени «йосо» тени пулать.
Элĕк енчисем апла калаççĕ: «Пирĕн яш-кĕрĕмсем капмар çӳреççĕ», — теççĕ. Тептĕ, Пушкăрт чăвашĕсем çапла калаççĕ: «Пэрĕн яш-кэрĕмсем йосо çӳреччĕ», — теççĕ.
Çак сăмахсем — «капмар», «йосо» — иккĕш те пĕр япаланах пĕлтереççĕ; «аван», «хитре», «лайăх» тенине пĕлтереççĕ пулас вĕсем.
Тури чăвашсен хушшинче пурăнни чылай пулать те ĕнтĕ, çавăнпа, тата хамăн тăн çукрах та, пĕлнĕ сăмахсенех манса кайнă эпĕ.
Пирĕн ялта пĕр çын вилчĕ. Хамăр колхозра членра тăратчĕ вăл.
Вăл таçта-таçта та çитсе курнăскер пулнă. Империализм вăрçи вăхăтĕнче Германире, Францире, Бельгире, Голландире, Данире, Испанире, Португалире, Марокăра, Оранжевăй республикра тата таçта-таçта, тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕр-шывра, тĕрлĕ хулара-мĕнте çӳрекенскер пулнă-мĕн вăл.
Хамăр çĕр-шыва килсен тӳрех граждан вăрçине кайнă-мĕн вăл (таврăнассине Африкăри Тунисран тухса, Средиземнăй тинĕспе, Сицили çуммипе, Эгейски тинĕспе, Босфорпа, Хура тинĕспе Одессăна тухнă-мĕн вăл). Пĕр вăхăта Махнопа та çӳренĕскер пулнă. Махноран уйрăлнă та граждан вăрçи чарничченех Хĕрлĕ Çарта çӳренĕ. Хăйне хăй ним хĕрхенмесĕр, пĕтĕм халăх телейĕшĕн Хĕрлĕ Çарта вăл тĕлĕнмелле ĕçсем тунă-мĕн.
Хăй ăçта-ăçта çӳренисене, мĕн-мĕн курни-тунине хамăр ялта вăл никамах та каласа кăтартман, питех пĕлтермен. Граждан вăрçи чарăнсан Ленинградра, Мускавра, Бакура рабочи пулса ĕçленĕ. Хапрăк-савăтра ĕçленĕ чух та пит тимлесе, пĕтĕм вăйпа тăрăшса ĕçленĕ вăл. Çапла ĕçленĕшĕн ăна хутсем, наградăсем панă пулнă. Хуларан вăл яла, хамăр яла, çирĕм тăххăрмĕш çулта таврăннă. Пирĕн ялта вара колхоз ĕçне малтан тапратса яраканни çавă пулнă.
Ман кунта тата пĕр сăмах юлнă-ха астумасăр: 1903—1905 çулсенче вăл яппун вăрçинче çӳренĕ, Яппуна тыткăна лекнĕ. Яппуни çĕршывĕнче, Яппуни хулисенче пурăннă; вăл вăхăтра Тихий океанра пулă тытнă çĕрте те ĕçленĕ иккен вăл, Яппунирен таврăннă чух Иокогамăра карап çине ларнă иккен те, Великий океанпа, Инди океанĕпе Сингапура, Бомбее, Калькуттăна кĕре-кĕре тухса, Суэцки каналпа Азипе Африка хушшинчен тухса, Палестина çуммипе, Малоазипе Европа хушшипе Хура тинĕсе тухса Севастополе тухнă, Севатопольре чугун çул çине ларса Мускав урлă киле таврăннă-мĕн вăл.
Темле çын пулнă вăл, ăна никамах та пĕлекен çук.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...