Лили
Ĕнтĕ манма та вăхăт. Ма вара çаплах куç умĕнчен каймасть, пуçран тухма пĕлмест çав сăнар? Мĕн, тăван-им, йăмăк-им? Çук, пĕр юнран та мар, хурăнташлă та тивмест. Кӳршĕллĕ те пурăнман эп унпа. Пĕрех чĕлхе вĕçĕнче çав ят — ЛИЛИ.
Лили! Ăçта çӳретĕн-ши эсĕ халĕ, мĕнле этем хăраххисем явăнаççĕ-ши йĕри-тавра? Эсĕ — çеçкине çурса, илĕртмĕш сĕткен шăршине сарса, мĕнпур ырă-усал кăпшанка астарса ларакан йăмăхтармăш чечекчĕ. Е хĕр ĕмĕрĕ çак пурнăçра чăнахах та хăналăх кăна-ши? Эсĕ те тискер çилсем тустарнă, çаралнă, тĕссĕрленнĕ хыт хурана çаврăнтăн-ши халиччен? Нимĕн те пĕлместĕп вĕт-ха сан çинчен. Хăçантанпа курман...
Лили! Çаплах асăнатăп сан çепĕç ятна. Е эсĕ манăн кичем, аптрашкиллĕ кунсен, ниме юрăхсăр, тĕлли-паллисĕр пăтранун тухату палли, чĕрĕ тăмхи пулса юлтăн-ши? Тырра вырса пăрахсан, пуçтарса кĕртсен пин-пин чечек юлать хăмăл хушшине, вара кĕтӳ кăлараççĕ те пушаннă хире, ула-чăла ĕнесен шĕвĕр пуçлă пушмакĕсем шеллевсĕр таптаççĕ çавсене, тутипе те сĕртĕнмеççĕ ăна. Пĕр шухăшсăр кĕтӳç çеç вăрăм чăпăрккипе шартлаттарса касать вĕсен пуçĕсене е çурма саслăн юрă ĕнĕрлесе, ачалăхне аса илсе, утмăлтуратран пуç кăшăл çыхать. Турă нимбĕ пек курăнать çав кăвак ункă.
Лили! Ман пахчара та, пĕчĕкçĕ çуртăм умĕнче, сан ятлă чечексем ӳсеççĕ. Ытла та черченкĕ, кĕске ĕмĕрлĕ. Эпĕ вĕсене нихçан та татса килти савăта, хрусталь вазăна та лартман — пĕрех час шанаççĕ, кайран кăларса пăрахма шел. Ан тив, ик эрне те пулин савăнтарччăр куçăма, хăтлăх кӳччĕр манăн чухăн пахчана. Йăмăх хĕрлĕ, хăмăр пăнчăсемлĕ лилисем çинчен тунсăх килнĕ чухне темиçе сăвă та çырса пăхрăм — çук, чунăм канмарĕ, ăшăм пусăрăнмарĕ. Çĕр каçа пушă тĕттĕмлĕхе куçăмпа шăтарасла, ĕмĕтĕмпе малалла мар, каялла ыткăнса, ыйхă килменнипе аптраса выртрăм. Манаймарăм сана...
Мĕн вара çакă? Юрату-ши? Çук, апла калама чĕптĕм хăюлăх та çитерейместĕп, савни теме... Çулупа хамăн хĕрĕмпе тантăшлăччĕ эсĕ. Ирĕксĕрех паллă çынсене тĕслĕхе илетĕп: Тютчев — Денисьева, Рембрандт — Саския тата нумай-нумай гени. Кашнин чун варлийĕ хăйĕнчен икĕ хут е ытларах та кĕçĕн. Анчах камах ĕнтĕ эпĕ хаклă ята вилĕмсĕрлĕхе хăварма? Ун пек талай çук манăн тата пултараяс та çук. Ытахальтен, иртнĕ кунăмсене шĕкĕлчесе, сĕвĕрĕлмен шухăшсене уйласа ларни çеç...
Пĕр-пĕр тĕттĕм те салху каç килтен пăрахса кайсан, унта-кунта уссăр сулланса çӳренĕ чухне, тен, эпĕ сан тĕле те пырса тухăп. Анчах хăратăп, пĕлетĕн-и, хамран хам хăратăп — ытла та йĕрĕнчĕклĕн килессĕн туйăнать çав тĕлпулу. Тен, вĕри юн вылявĕпе, йыхравĕпе ухмаха тухса, чăтса тăраймăп та, вара... вара чĕнĕп сана вăрттăн хваттере, эрех сĕнĕп, сигарет, ыттине... Эсĕ килĕшессе темшĕн чухлатăп эпĕ. Анчах, çыравçă ирĕкĕпе усă курса, тем те пĕр шутласа кăларса, вăлтса-юптарса шăнман пăр çине лартса хăварма та пултаратăп-çке эпĕ вулакана. Сăмах та çук, çав ултавлă чăмлака çăтса ярĕ вăл, йăлтах ĕненĕ. Манăн апла тăвас килмест. Ан тив, пуçланă-пуçламан айккинелле вăркăнтартăр ман калава çăмăлттай, пылак самантсене, иртĕхӳллĕ савăшу ӳкерчĕкĕсене килĕштерекенскер. Кайтăр та куртăр кино, тепĕр тесен. Авă видеосалонсен çутисем чĕнеççĕ. Ахăрса лартăр çавăнта çăварне лӳпперле карса, пĕç хушшине хĕстерсе. Унта секс куç тулли, çăвара кĕрсе кайманни кăна. Вăл та пур, ытах кирлĕ тĕк.
Тунмастăп, эпĕ те курнă çав киревсĕр, кăмăла пăтрантаракан, йĕкĕм шăрши килтерекен япаласене. Ытла та чыссăр, вараланчăк, лăпăр-лăпăр, калама сăмах та çитмĕ. Хамăр тата? Хамăр та вĕçсе пыратпăр-çке çав пылчăк лупашкисене тăкăннă пыл çине — мĕн пытармалли, тунмалли. Эрехпе минресе çитсен намăс тесе тăратпăр-и? Çук çав. Ун пек чухне кам çылăх пирки шутлатăр?
Мĕнле паллашнăччĕ-ха эпĕ санпа? Пурте асар-писер, уççи-хупписĕр пăтравлă кунсен ылмашăвĕнчеччĕ ун чухне. Пурнăç сыппи, йĕркеленĕвĕ татăлас патне çитнĕ тапхăр — ун пеккипе Раççей историйĕ пуян. Ахăр самана иртсе пырать-и, çук-и — çав кăруççель вирхĕнĕвĕнче, пăлтăртатăвĕнче нимĕн те чухлаймастпăр, йăлтах аташтарса, пăтратса пĕтерчĕç те, паянхи куна мĕнле чĕнмеллине пĕлместпĕр. Теме кирлĕ тата ят пани.
Пĕр хушă улшăну пеккине туйса илтĕмĕр ахăр: тĕпсĕр, сĕм тĕттĕм авăртан чăмса тухрăмăр та, ниçталла кайма çул тупаймасăр çаврăнтăмăр пăтранчăк, çӳп-çаппа тулнă авăрта — каллех уçă, таса юхăм тĕлне лексе пулмарĕ. Эпĕ çав чӳхенӳри турпасчĕ. Тен, аякри çутă пăнчи эсĕччĕ. Анчах темле çĕнĕ, халиччен курман илĕртӳлĕхрен тĕлĕнетпĕр те эпир, шикленетпĕр те — çавăнпа пур-çук вăй-хала сая ярса, таçта пĕлмен тинĕсре ишиччен хăнăхнă лакăмра меллĕрех, канăçсăрлăрах пире. Пĕтĕм эртел ыйхăра, стагнацире чухне ăс тĕлĕрĕвĕнчен, чун нишлĕхĕнчен тĕлĕнмелли сахал. Ай-вай йывăр ăна çĕнтерме!
Максим Горькин паççак пурнăçĕнчи калавĕсене килĕштереттĕм эпĕ. Нимĕн те шухăшласа кăларман — йăлт хăй тӳссе ирттерни. Тĕрĕссипе, «Клим Самгин пурнăçне», пĕр çĕклем вут сыппи хулăнăш томсене, вуламан та эпĕ, кино сериалне те курса пĕтерме чăтăм çитереймерĕм. Кунта ăсласа кăларнă, парти историйĕпе килтерсе, тен, саккаспа тунă хайлав. Паççак калавĕсем вара шăкăрин чĕп-чĕрĕ, тулли, сывлăхлă. «Çирĕм пиллĕкпе пĕри» хăех мĕне тăрать. Ейпох, литература вĕрентекенĕ пулсан эп ачасене шăпах çавсене вулама сĕнĕттĕмччĕ. Çапла сĕмленетĕп тата: Алексей Максимычăн çапкаланчăк çул шыравĕн пĕр-пĕр кукринче Лили пекки ялтăраса кайсан тăхтавсăр çырса кăтартĕччĕ вăл унăн шăпи çинчен. Иккĕленместĕп çакăн пирки.
Темиçе çул каялла канăç вĕçрĕ манăн, вĕçĕмсĕр ăш вăркарĕ, хама хам ăçта чикмеллине те пĕлместĕмччĕ. Мĕн ĕçе тытсан та алă пы масть; шухăшлани, тăвас тени таçта тарать, тарать манран çил вĕçтернĕ хăмпă пек — эпĕ вара ăна хăвалакан, чупса çитейсе тытайман ача. Наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕç-пуçăм йăлтах пуç хĕрлĕ сирпĕнчĕ манăн: диссертацие «касрĕç» — хӳтĕлеймерĕм, пай пуçлăхне юраймарăм, директора пуççапма пĕлеймерĕм. Хуçасемпе урлă пулакан кама кирлĕ? Тус тенисем те шăпăр шăтăкĕнче чĕлĕм йăсăрлантаракансем кăна, унта çеç паттăр иккен вĕсем: хайхискерсем, эпĕ такăнсан, манпа фойере шахматла выляма та ютшăнма пуçларĕç. Тискер кайăк кĕтĕвĕнче çапла: пĕри амансан унран пурте хăпасшăн, выçă кашкăрсем вара, юн шăршипе юнăхса, йăхтешне çурсах тăкаççĕ. Эпĕ те çавăн пек сусăрланнă чун. Ăнлантăм: кунта юлни, мĕскĕнленни хама хам сума суманни çех.
Тытрăм та кайрăм хайхи çурт-йĕр управленине. Ахаль слесаре. Сахал-им ман пекки? Мĕн, гайка-болт пăрма вăй çитмест-и? Инженер вĕт эпĕ. Укçа-и? Майне пĕлсен, пирĕн çĕршывра вăл ура айĕнчех, пур çĕрте те йăваланса выртать — пĕшкĕнме кăна ан ӳркен. Калăпăр, пирĕн икĕ общежитие пăхса тăмалла, янтти те тупăнсах пырать — йĕри-тавра миçе çурт, чĕннĕ çĕре тух та ут. Сĕтел тулли апат-çимĕçĕ те, эрехĕ те, ытти-хытти те куç тулли. Пурăна киле мастера лартрĕç мана. Пуçлăх вырăнĕ ытлашши кирлех те мар-ха. Капла та лайăх, канлĕ — хуйхă-суйхă çук.
Мастерскойĕ те пирĕн меллĕ вырăнта: юнашарах «Эгер» ресторан, тепĕр енче — сăра киоскĕ, çывăхра — «Шупашкар» суту-илӳ центрĕ, унтах эрех лавкки. Мĕн кирлĕ тата? Тепĕр яка пыр пĕр сумсăрах ĕçме-çиме тупать кунта: палла-тăран сăра-эрех туянать те тӳрех пирĕн пата кĕрет. Стаканĕ, хура çăкăрпа тăвар, сухан пур, юрать-ха, ун чухне тата килька е тюлька сутатчĕç. Пирĕн вĕт «блат» тени те пур: хăватлине туянма кӳршĕре е ресторанта пĕлĕш-тус сахал-и? Пĕр сăмахпа, атьсемри, слесарь-сантехник вăл мировой професси. Мухмăр-сухмăрпа аптрасан тӳрех вĕсен патне е урам шăлакансен йăвине хăюллăнах пыр — сана çĕр тĕпĕнчен тем те тупса пама пултараççĕ вĕсем.
Пĕлместĕп, сантехник çинчен илемлĕ произведени пур-ши? Эпĕ хам вуламан. Тĕрлĕрен фельетонпа кулăшла калавсем вара пайтах. Юрĕ ĕнтĕ, мĕн кӳренмелли уншăн — камран та пулин кулмалла вĕт, тата вăл çулсенче аслă пуçлăхсене питлеме юраман. Шутласассăн, çавах та, Брежневпа çыхăннă анекдотсем тем чухлех. А мĕн, эпир те çынсем. Эпĕ ĕçе яланах галстукпа, яка çи-пуçпах çӳреттĕм. Художник пурччĕ тата. Суриков институтне пĕтерни. Виссарион-ха хут çинче, хăйне вара хамăрла Виссари тесе чĕнеттĕмĕр. Илтнĕ-и? Оренбург облаçĕнчи чăваш. Кунта унăн картинисене пĕр выставкăна та йышăнмарĕç, Союза та илмерĕç. Вăл тахçанах ФРГра ĕнтĕ. Ĕçĕсене аукционра сутаççĕ, пиншер доллар, стерлинг кĕренки, марка е крона параççĕ. Халĕ, самана ӳпне çаврăнсан, тен, таврăнĕ те каялла. Çук, пилсĕр Чăваша мар, паллах. Ĕнтĕ кунти музей валли унăн темиçе картинине валютăпа туянасси пирки те сăмах тухрĕ. Чăннипех те Тăван çĕршывра пророк çук. Христос сăмахĕ чăна тухать.
Е тата Клим Хораськина илер. Тĕлĕнмелле, эпир Виссарипе иксĕмĕр шукăль, интеллигентлах тумланатпăр-ха, сантехник яланах шакмак кĕпепе те кивĕ фуфайкăпа. Пĕрех пире пурте ятран чĕнеççĕ, ăна Клим Петрович тесе хисеплеççĕ. Вăт, çапла вăл пурнăç.
Лилипе паллашасси вара? Лили тенĕрен, мĕнле çырăнать-ши хут çинче — Лиля-ши е Лилия? Тен, çаплах, французларах — Лили. Хитре вĕт? Эпĕ ятне калатăп, сăнĕ-пичĕ пирки сăмах та çук — тулли уйăх пекехчĕ вăл — Лили. Чăн та чаплă! Чечек ячĕ.
Малтанах амăшне пĕлнĕ эпĕ унăнне. Ĕçĕ акă еплерех килсе тухрĕ. Виссари, темиçе общежити илемлетнисĕр пуçне, тĕрлĕ çĕртен сулахай укçа тупатчĕ. Эпир те Климпалан хутшăнаттăмăр хайхи: панно е плакат кăшкарĕсене хатĕрлемелле, грунтовка тумалла, ансатрах ӳкерчĕксене тĕрлĕ тĕслĕ колерпа сăрлатăн тата. Мĕн вăл плакат? Хĕрлĕ тата темиçе ялтăркка сăрă та, чĕнсе каланине трафаретпа çаптаратăн çеç. Кайран туй-çуйĕ пĕрле.
Виссари çапла пĕррехинче Шупашкартан инçех мар хуçалăхра пысăк калăм тупрĕ: çĕнĕ кантура, ун умне, урама капăрлатмалла. Унтан пире валли рейка касма урай хăми, хĕç тимĕрпе оргалит пачĕç — ытти йăлтах хамăр мĕнле килтернинчен. Фантазийĕ пуçра, хăмине касмалли электропăчкă пур — мĕнле кирлĕ, чамала.
Кайран хайхи пуçланчĕ чăн-чăн вакханали. Çуркуннеччĕ. Мастерской пĕрремĕш хутра. Яра куна Эгер бульварĕ тăрăх утăмлакан хĕрарăмсене, хӳхĕм пикесене куçлатăн — кашнин чунĕ витере тăрса йăлăхнă урхамах пекех ирĕке йыхăрать çак вăхăтра. Мĕн, кăчăк туртнипех шерпет çине пырса ларма кăмăл тăвакансем сахал-им? Пирĕн ĕмĕре кăна мар, ыттисем валли те çителĕклех. Мастерскойсăр пуçне тата икĕ пĕчĕк пӳлĕм пур, матрасĕсем те, кастеляншăсем пăрахăçа кăларнă, прачечнăйран тин илсе килнĕ тап-таса простыньсем те темĕн чухлех. Пурăнма та пултаратпăр эпир кунта. Эрех талонĕсем тетĕр-и? Ара, комендантсем пирĕнсĕр пурăнаймаççĕ, вĕсен аллинче — çăлăнăç хут татки. Эрех тупасси вара пĕлекеншĕн хулпуççи урлă сурасси çеç.
Эпĕ сире кунта мĕн пулса иртнине каласа парса хăлхăра йӳтетместĕп — ытла та йĕрĕнмелле çав киле каймасăр ирттернĕ алхасуллă каçсем. Халь паллашнисем вара — хĕрлĕ çӳçлĕ, питне таçта çунтарса кăштах сусăрлатнă, кăвак куçлă, вăтам пӳллĕ Клава, качча кайса уйрăлнăскер, тепри — Зина, Чутай енчисем. Аскăнлăхĕпе такамран та ирттерекенскерсем, леш, вутпа шыв, йĕс пăрăх витĕр тухма ĕлкĕрнĕскерсем. Клавин ача таврашĕ çук, çавăнпа та хĕр пекех илтерсе, кивелме ĕлкĕрнĕ кофта-кĕпепе вĕлтĕртетсе çӳретчĕ вăл.
Пир-авăр комбинатенчен ĕçрен тухнăччĕ те, укçа-тенкĕрен хĕсĕкчĕ пулас унăн. Зини вара, тăсланкă, сарлака хул-çурăмлă, купарчаллă, анчах çинçешке ураллă хĕрарăм, турткăш евĕр чăпар тумланма юрататчĕ. Нимĕнле килĕшӳлĕх тупаймăн унăн çумĕнче. Ахăртнех, çӳç-пуçне пуçтарма, тирпейлеме ӳркенет те, ылтăн çипсемпе укаланă шултра чечеклĕ тутăрпа çӳретчĕ вăл. Пĕри çирĕм çиччĕсенче, тепри вăтăр пиллĕксем патнелле. Паллах, урă пуçпа çыхланас çук-ха вĕсемпе, анчах эрех-сăрапа анкă-минкĕленнĕ этемшĕн сĕтел хушшинче эртел тума çавăн йышшисем те юравлă, ун пек чухне суйласа тăмастăн — мухмăрла шăл айне мĕн лекнине уяман пекех, алла мĕн кĕнине çулса илетĕн. Вĕсем пирĕнпе сăра киоскĕ патĕнчен ерсе килчĕç пулас, хăйсен те икĕ банка пурччĕ те, хутшăнчĕç çапла.
Эпир аванах кăна та мар, пĕтĕм общежити янрамалла çĕмрĕлнĕ çав каç. Ĕнтĕ йĕркипе астумастăп та, тепĕр тесен, кирлĕ те мар ку сире. Тĕрĕссипе, хыпарĕ пуçлăхсем патнех çитнĕччĕ. Вĕсен куçĕ тĕлне лекесрен, кунти палла-тăранран намăсланнипех тытрăм та каçрăм Зинăпа трактор завочĕн общежитине. Клави те пĕр хушă унпа пурăнатчĕ.
Пӳлĕмĕ самаях аслă: икĕ сарлака тимĕр кравать, сĕтел-пукан, холодильникпа телевизор. Темиçе чăваш журналĕсĕр пуçне кĕнекесем курăнмаççĕ. Вырăнĕсене пуçтарман — çаплипех тăсăлса выртаççĕ. Сĕтел питтинче — типсе сарăха пуçланă килька, хытма ĕлкĕрнĕ çăкăр татăкĕ, çавăнтах тата çуррине пушатнă сĕт кĕленчи. Урмăшнă куçпа пăхсан та йĕрĕнмелле. Эх, мĕскĕн чăваш хĕрарăмĕ! Мĕн çитмест сана, ма çаплах тирпейсĕр, ним шухăшсăр эсĕ? Пĕр-пĕр вĕçен кайăк вăхăтлăх йăвине те санран тасарах тытать, эсĕ пур, миçе çул пурăнакан кĕтесе те хăтлăх кӳрейместĕн, ăçта пăхатăн — хĕрарăм алли çук пекех. Урайне те пулин сĕрсе кайман вĕт-ха. Эпир пынă чухне алăка та питĕрменччĕ, тӳррипе, çăраççийĕ çĕмрĕк, шалтан тыткăчпа кăна темрен çаклатса сăлăп пекки хума юрăхлă. Мĕншĕн аплах тирпейрен тухаççĕ-ха ватта юлнă хĕрсемпе уйрăлнă хĕрарăмсем? Чун тулашăвĕ е хăнăхнă йăла-ши ку? Ăнланма та хĕн. Чылай общежитире пулса курнă эпĕ, çакăн йышши юххасем те, айăн-çийĕн çавăрттарнă пӳлĕмсем те кашнинчех пур. Хурал пӳрчĕ тесен арçынсем кӳренĕç, тата вĕсем пурăнмаççĕ кунта. Çав вырăсла «проходной двор» текен сăмах шăпах килет пуль.
Саппаслă тата хăйсем: ăпăр-тапăр шкапĕ хыçĕнчен пăрака та тупăнчĕ. Унпа мухмăр чĕртни çавах та сивĕ шыв лĕрккенинчен лайăхрах. Анчах вăл çунакан ăша кăшт пусарни çеç: çав наркăмăшлă шĕвек пуçа йывăрлатать, кĕлеткене йăлт çемçетсе лĕнчĕркке тăвать.
Урай мунчали пекех сӳсленсе выртатăп эпĕ тахăшĕн вырăнĕ çинче. Тепĕр кравате Зинăпа Клава йышăннă. Кăштахран Клави сăра патне чупрĕ те, тепри ман çума вăшт! кăна çыпăçрĕ. Арçын тути-масине тахçанах хăнăхнă хĕрарăм каллех, çĕрлехилле тепĕр хут астарасшăн мана, анчах ӳт-пĕвĕмрен пĕтĕм вăй-хал тухса ӳкнĕ, аллăмсем темле йăмшак, хамăн мар пек, студень евĕрлĕ çемçе. Хĕрӳллĕ ӳт чăтма çук пĕçертет, хăй патне туртать; йĕпе, елперӳллĕ тутасем антăхушăн çунаççĕ, касăхаççĕ; сапаланнă çӳç пайăркисем пите çутă кунтан пытарасшăн — çук, кăмăл выртмасть, йĕклентерет, ĕнерхи те темле хăрушă тĕлĕкле хăратать чуна. Хăнăхма ĕлкĕрнĕ вĕри кĕлетке те сивĕ пек паян, ирĕксĕртен çеç куçа хупса хыпалатăп эпĕ ăна: халат, айĕнче урăх нимĕн те çук, çап-çара, тăпăрчă хутаççи пысăкăш кăкăрĕ сисĕмсĕр, пилĕкĕнчи хутлам-хутламлă тирĕ те, пĕççисем те нӳрлĕ, çавăнпах пуль сивлек туйăнаççĕ. Çук, хуть те мĕн шутлатăр — пултараймастăп, анчах хама пусахлакан урăм-сурăм вăя та çĕнтерме йывăр, айĕнчен шуса тухма аван мар. Тата арçын ятне ярас килмест. Çук, çук, тискер çакă пурте, ним илемĕ те, вăрттăнлăхĕ те çук çак хутшăнун. Йăлтах ухмахлăх кăна.
Нихçан ура çине тăраймасла ленчешкеленсе çăрăлатăп таса мар вырăн ăшĕнче. Ниçта та каяс, нимĕн те тăвас килмест — пуçĕпех анра-сухра антрашки. Пуринчен ытла çын куçĕ тĕлне, çурхи хаваслă сăнсен умне курăнма йывăр мана халĕ. Клава лартса хăварнă сăрана пĕрер курка лăнкăр-лăнкăр ĕçсе яратăп та, каллех каялла чăматăп. Ыйхă çук, вĕçĕмсĕр тăсăлакан тĕтреллĕ тĕлĕрӳ çеç. Зинăн хулĕсем нимĕнле ачашлăх, çепĕçлĕх те кӳмеççĕ. Вăхăт шутне маннă эпĕ.
Сасартăк алăка туртрĕç. Зина самантрах сиксе тăрса халатне уртрĕ, тепĕр вырăн утиялне сирчĕ: ăнлантăм — хăй унта çывăрнăн кăтартасшăн. Эпĕ пуç çийĕнченех хупланса чĕрĕп пек хутлантăм. Енчен те çакăнта унăн еркĕнĕсем (иккĕленместĕп, пурах вĕсем) пырса кĕрсе мана çатта-çарамас çĕклесе тăратсан, мĕн тунă пулăттăм-ши? Пĕлместĕп. Турра шĕкĕр, телейĕм пурах — хĕр сасси. Чĕвĕлти, çук, шăнкăрти сасă. Меццо-сопрано евĕрлĕрех. Хĕрача шутĕнчен тухнă, пĕве кĕнĕ, хăйне хăй тыткалама пĕлекен хĕр калаçăвĕ, утти-хăтланкаларăшĕ. Эпĕ ку Зина хĕрачи иккенне тӳрех ăнкарса илтĕм. Акă, целлофан чăшкăртатрĕ — ахăртнех, шкул кĕнеки-тетрачĕ. Пĕчĕк ачалла кĕтесе пăрахмарĕ, лăпкăн кăна хучĕ пулас. Эппин, амăшне тарăхмасть е хăнăхнă-ши кун йышши визитсене?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...