Тантăша
(А.Васильева)
Тантăш! Халăх нушийĕ
Пире пĕр çĕре турĕ!
Çĕр çын йăтми çĕклеме
Хамăр çамрăк хул çине
Йăвантарса хутăмăр.
Малтанах «Чăтаймастпăр»
Пуль тесе шухăш кĕчĕ.
Анчах чăваш халăхне
Калама çук юратни
Пире вăй парса тăчĕ!
Кунĕн-çĕрĕн чупрăмăр
Канассине пĕлмесĕр.
Çапах турă пулăшĕ
Тесе пусараттăмăр
Хамăр çуннă чунсене!
Ыр çынсен чĕрине
Алăксене шаккаса
«Пулăшăр пире» тесе
Йăлăнмалла та пулчĕ!
Чăнах нумай ыр çынсем,
Пире пулăшакансем
Хăйсен сассине пачĕç
Пире пулăшу ячĕç
Юлашкинчен тăрăшса,
Нумай асап хыçĕнчен,
Йӳнеçтернĕ хыççăн —
«Хьшар» ятлă хаçата
Ура çине тăратса
Чăвашсене патăмăр!
Çакă чăваш çыннисем
Ăна кĕтнĕ курăнать;
«Хыпар» сасне илтсенех
Пирĕн патра мĕскĕнсем
Вĕçсĕр киле пуçларĕç.
Хăйсем савăнса кайнă
Куçĕ-пуçĕ çуталса
Хĕвел пек йăлтăртатса
Хавасланса тăраççĕ!
«Хыпар» тинех тукрĕ-им?»
Тесе аран калаççĕ.
Калама пултараймаççĕ!
Хăйсем пире тав туса
Пĕтереймеç «спаçипе!
Сире ыр çынсем!» тесе,
«Турă сире пулăштăр»
Тесе анчах тăраççĕ.
Хăшсем «чăваш Мункунĕ»
Тинех çитрĕ тийеççĕ!
Тата урăх сăмах та
Пире пуçармаллисем
Чăваш ачаш çыннисем
Кăларĕçĕ, кăнтарчĕç!
Суха хыççăн çӳресе
Алăрсене хытарса
Ĕçлекен харсăр çынсем
Пире çапла пусарса
Каланăшăн эпĕ те
Мĕнпур çамрăк чĕререн
Тайла пуçăма тайлап,
Нумай çула кун сунап!
Хура халăх хыçĕсен
Чăваш вĕреннĕ ачисем
Пирĕн пата килмешкĕн
Тытăнчĕç юлашкинчен!
Вĕсем хресченсем пек мар
Урăх куçпа пăхмашкăн
Пирĕн çине тытăнчĕç.
Сăнаса, шăтарас пек
Эпир камне пĕлесшĕн
Пирĕн çине пăхайрĕç!
Таса мар шухăшсем те
Эпир çамрăкне курса,
Тата начарне пăхса
Нумайăшĕн куçсенче
Пире хирĕç шухăшсем
Тапранни те палăрчĕ!
Хăшсем тата «ĕçсене
Шанчăклă çын аллине
Памалла» тесе пире
Калакансем те пулчĕç.
Вăл мĕне пĕлтернине
Эпĕ тавçăрса илтĕм,
Ăна эпĕ сăнарăм.
Малашне мĕн пулĕ-ха
Тесе вăрттăн шухăша
Тарăн чуна пытартăм.
Нумай пулмасть Хусана
Вĕт халăхсен Пухăвĕ
Пулса иртсе каяйрĕ.
Чăваш вĕреннĕ çыннисем
Унта нумай килнĕччĕ!
Чи малтанах çав çынсем
«Хыпар» çинчен калаçма
Халап хускатса ячĕç.
Виçĕ кунччен çав халап
Пĕр чарăнмасăр пычĕ.
Нумай унта калаçрĕç?
Пирĕн «Хыпар» хаçатне
Хурлакансем те пулчĕç.
Пуринчен те ытларах
Пачăшкăсем пире хирĕç
Питĕ хыттăн тăрайрĕç.
«Пĕр хура халăх çинчен
Анчах мар эсир çырăр,
Пачăшкă çинчен те çырăр»
Тесе пире каларĕç.
Тата тепĕр тĕрлисем
Ак çапла та каларĕç.
«Çĕре епле тӳрлетсе
Ĕçлемелли çинчен те
«Хыпарта» çырас пулать!»
Тесе каласа хучĕç.
Нумай япала çинчен
Пире çырма хушрĕç
Пурне те çавна илтсен
Манăн йăлтах ăс кайрĕ.
Вара эпĕ вĕсене
Ватрăм сăмах каларăм:
«Тăвансем, апла пулсан,
Пурин çинчен те çырсан
Пирĕн хаçат ни пăтă,
Ни яшка пулса тăрĕ,
Пĕрне те тĕппипелех
Эпир хамăр хаçатра
Çыраймăпăр терĕм
Эсир каланисене
Çырма питĕ кирлине
Эпĕ хам та пĕлетĕп,
Анчах хăшĕ кирлĕрех
Çавна çырсан аванрах
Пулмĕ-ши, ырă çынсем?
Пире халь кирлĕреххи
Патшалăхăн пухуне
Халăха хатĕрлемелли,
Патшалăх йĕрки мĕнле
Улшăнассисем çинчен,
Чăваш халăх пурнăçне
Епле тӳрлетес çинчен
Çавăн çинчен халь пирĕн
Çырас пулать», — терĕм эп.
Анчах çапах çав çынсем
Тем чуль уççăн каласа
Парсассăн та хăйсеннех
Вĕçсĕр çаптарса тăчĕç.
Виç кун çапла тавлашса
Вăхăта ирттертĕмĕр.
Иккĕмĕш кун çĕнтерчĕç
Пире вĕсем кăшкăрса.
«Эсир хаçат кăларма
Пултарайман ачасем»
Тесе пиртен кулайрĕç.
Тантăш, ун чух иксĕмĕр
Мĕнле пуçпа çĕр хута
Хаçат Шветсари витĕр
Таврăннине иксĕмĕр
Анчах эпир пĕлетпĕр.
Чĕрĕллех хура çĕре
Чавса пытарнă пулсан
Пире ун чух çăмăлрах
Пулĕ тесе шутлатăп.
«Çĕр чăтма çук илемĕ,
Çурхи сывлăш уçă-çке!
Çӳлти çутă çăлтăрсем
Йăлтăртатса пăхаççĕ;
Йывăçсем те çулçине
Аран йăтса лараççĕ;
Пĕр сас-чĕвĕ илтĕнмест,
Ăшă çил вăшт çеç вĕрет,
Вĕрет те пирĕн хуйха
Тарăн шухăша кайнă
Пит-куçсене ачашлать,
«Мĕншĕн ытла, ачасем,
Хуйхăратăр, шанчăка,
Пĕтĕм шанчăк ĕмĕтĕн
Вăйлă çунатне татса?
Пăхăр халĕ, ак эпир
Епле шăппăн калаçса,
Хавасланса ларатпăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...