Матурлăхăм...
Матурлăхăм,
Саттурлăхăм,
Хăш вырăнта
Пусăрăнтăн?
Яштак пĕвĕм,
Кăтра çӳçĕм,
Кам умĕнче
Хуçăлтăн?
Хĕрлĕ питĕм,
Шурă çийĕм,
Мĕншĕн каплах
Хуралтăн?
Хаяр чĕрем,
Кĕлеткемрен
Мĕншĕн каплах
Тапрантăн?
Пӳлĕх пӳрсен,
Турă тавăрĕ,
Хĕвел пекех
Çавăрса.
Киле çитсен,
Сассăм юрлĕ,
Саркайăк пек
Савăнса.
Эх, аттиçĕм,
Эх, аниçĕм,
Сирĕн ума
Тăрăттăм,
Сире савса
Пуçа сулса,
Чунтан-ăшран
Пуплĕттĕм.
Атте пӳрчĕ —
Сарă пӳртре
Саркаланса
Ларăттăм;
Пĕтĕм пĕлĕш
Умне тăрса
Касак ташши
Ташлăттăм.
Ах, чунăмçăм,
Шух чунăмçăм,
Хăш вырăнта
Пусăрнăн?
Икĕ куçăм,
Шăрçа куçăм,
Мĕскер курса
Тăранăн?
Хура утсем
Туртара мар,
Çапах тупă
Туртаççĕ.
Аллăм-урам
Тăлăллă мар,
Çапах çыншăн
Утаççĕ.
Шухăшласан
Шуралатăп,
Хĕрсе кайсан
Хĕрелеп.
Кулянсан та
Кулса ярап,
Хуйхăрсан та
Юрлатăп.
Эх, тăвансем,
Эх, юлташсем,
Хăш чух мана
Астăвăр;
Турă умне
Кĕлле тăрсан,
Ман чуншăн та
Кĕл тăвăр.
1914, октябрь, Саратов
Шухăшсем
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...