Менелник умĕн
1
Хĕллехи каç — палламан вăрман, вĕçне-хĕрне тухса пĕтерессĕн туйăнмасть. Тахçаван çăлтăрсем тухнă, сивĕ те тĕпсĕр тӳпере çӳçенмеллех сиксе чĕтреççĕ. Катăлнă уйăх та катари вăрмантан çĕкленет: вăл та шăнса кайнă, çурăмне палăрмаллах асатлатнă.
Ялхуçалăх техникин районти уйрăмĕнче кил хушшинче икĕ прожектор çунать, вĕсен çутинче сивĕ вăй çăмăл тĕтре пек палăрать. Икĕ хутлă кантурта пĕр чӳречеллĕ пӳлĕмрен кăна çутă тухать. Пас тьгтнă хурăнсем юмахри пек илемлĕ.
Лев Петрович киле кайма хатĕрленнĕччĕ кăна, тахăшĕ пӳлĕм алăкне шаккарĕ, анчах хуçи шарличченек яр! уçса ячĕ. Малтанах аслă инженер хура кĕрĕке асăрхарĕ, юрлă хура кăçатă курăнчĕ. Хуçине те самантрах палласă илчĕ вăл, пуканĕ çинчен çĕкленсе ун патне пычĕ. Кĕни пакша тирĕнтчен çĕленĕ çĕлĕкне хыврĕ, тути урлă çыхнă шарфне салтрĕ.
— Андрей Ермолайч! Ырă каç пултăр сана, — пӳлĕм хуçи хăнан шăнса кайнă аллисене чăмăртарĕ.
— Салам-ха, Левка, — пăштăк-пăштăк сывласа тавăрчĕ кĕни. Васкамасăр пасарнă çĕлĕкĕн хăлхине хăпартса çыхрĕ, кăштăртатса пырса сĕтел çывăхĕнчи пукан çине ларчĕ. Пӳлĕмре сасартăках йода шăрши сарăлчĕ, кĕнĕ çынпа пĕрле аптека килнĕн туйăнчĕ.
— Аван çанталăк, Левка, — сывлăш çитменнипе хăвăрт сывласа пуçларĕ кĕни. — Ăслă пулнă ваттисем. Турă пăр çине ансан, шартлама сивĕсем пуçланаççĕ, тенĕ. Турă анчĕ, сивĕ илсе анчĕ.
— Мĕн эс, Андрей Ермолайч, турă пирки калаçа пуçларăн? — ыйтрĕ Лев Петравич, хăй аванмарланнине туйса. Вăл тусĕ умĕнче айăплă туйрĕ. Ĕçе-хĕле пулах уйăх çурă ун патне çитсе курман. Вара час-часах Андрей Ермолаевич калакан сăмахсем тепĕр хут хăлхара янранăн туйăнчĕç: «Вăй пур чухне пуриншĕн те кирлĕ, ватăлсан никама та кирлĕ мар». Унăн ыйтăвĕ те ытла кăнттам тухрĕ, çакна вăл çийĕнчех ăнланса илчĕ.
— Ватăлсан çын нумай палкать. Пушкин каланăччĕ пулас: кĕр енне çанталăк йĕперех, ватăлсассăн çын пакăлтирех, — пăштиклетсе сывласа тавăрчĕ Авдрей Ермолаевич.
Хуравĕ калаçăва сĕвĕрсе яраканскер кăна пулчĕ, малтанах Лев Петрович хирĕç тавăрма сăмах та тупаймарĕ, вăл ăна тинкеререх сăнарĕ кăна. Юлашки çулсенче Андрей Ермолаевич ытла та хăвăрт сарăлса кайрĕ, халь вăл вунă çул каяллахи йăрă та лара-тăра пĕлмен старике аса та илтермест. Юлашки вăхăтра татах хавшанă пулас. Куç айĕсем шыçăнса аннă, чакăр куçĕ тĕссĕрленнĕ, куç хупанкисем те йăлтах шурса кайнă.
— Ĕçех тăна илет, Андрей Ермолаевич, — хăйне тӳрре кăларасла сăмах хушрĕ Лев Петрович.
Старик унăн сăмаххисене хăлхана та чикмен пек туйăнчĕ, халь ĕнтĕ вăл хăйĕн хуйхи-суйхине, хăйĕн чĕрери шухăшне те уçма вăтанмарĕ:
— Эмфиземăпа бронхитах пĕтерет, Левушка!
Ку сăмахсем хыççăн пурте хăй вырăннех ларнăн туйăнчĕ, пĕр-пĕрне курман хушăри паллăмарлăх пăрĕ ирĕлме тьггăнчĕ.
— Каллех йод ĕçрĕн-и?
— Кунне виçĕ тумлам. Кăкăрсене сăтăратăп тата.
— Усси пур-и?
— Ватăлсан, Левушка, эмел те пулăшмасть. Вăхăтлăха утнакăрах кăшт.
Андрей Ермолаевич хăйне евĕр çын. Ку тарана çитсе те вăл этеме сыватакан больницăна ура ярса пусман. Лавкка чейне ĕçмест вăл, ăна çулла пухса хунă тĕрлĕ курăксенчен вĕретет, хăйне хăех сипленет. Нумайăшĕсем халь те унăн ăсĕ-тăнĕ чакманнинчен тĕлĕнеççĕ, вăл ача чухне мĕн пулнисене те лайăх астăвать.
— Плана тултартăр-и? — ыйтать Андрей Ермолаевич.
— Ирттерсех тултартăмăр. Ăшталанма тиврĕ. Запаслă пайсем çитмеççĕ. Çĕнĕ çулчченех сакăр комбайн юсарăмăр, халь татах иккĕ. Историре пулман япала. Те ырра, те усала, — тавăрчĕ аслă инженер.
— Нон прогрэди эст рэгреди, — терĕ хăна. — Çаплах латынла вĕренме ларма вăхăт тупаймастăн ĕнтĕ. Инженер халь эс, инженер, — пуç пӳрнине çĕклерĕ вăл. — Малалла кайманни каялла чакни пулать, тенĕ латынь. Амат викториа курам. Çĕнтерӳ тăрăшнине юратать. Сисетĕп, Левушка, тăрăшатăн. Çĕнĕ çул каçĕ килне шăнкăравларăм. Тая: мастерскойра, терĕ.
— Çĕнĕ станока ĕçе ятăмăр вăл каç.
— Аван, ăмсанатăп сан хастарлăхна. Эп мĕн... Хавшарăм кăштах. Пухăва та, член укçи тӳлеме те килеймерĕм.
Андрей Ермолаевич чĕтрекен аллисемпе парти билетне кăларса Лев Петрович умне хучĕ.
— Тӳлесе ятăм эп. Билету çине ал пусса парам. Куншăнах сивĕре çӳреме те кирлех марччĕ.
Хашш! — сывлать Андрей Ермолаевич, билет ăшĕнчен виçĕ тенкĕ укçа кăларса, Лев Петровича сĕнет.
— Кӳрентертĕн... Санăн укçу кирлех пуль мана.
— Эх, Ермолайч. Пайламанччĕ ĕлĕк эпир укçана. Санăн пулсан, манăн пулнă...
— Сана мар эп, партие паратăп, — çирĕппĕн тавăрать старик. — Сапинэс ниль аффирмат, квод нон пробэт. Ăсланса ватăлнă çын пуш параппана çапмасть, тенĕ латынь. Ил эс. Тен, кайран та часах килеймĕп. Хавшарăм эп, Левушка, ох хавшарăм, — тесе Андрей Ермолаевич çĕкленет, парти билетне шалти кĕсъене чиксе кĕрĕк тумине тӳмелет.
— Каçар, чăрмантартăм сана.
— Тăхта, пĕрлех кайăпăр. Ман пата кĕрсе чей ĕçĕпĕр. Октябрь уявĕнчен вара пулман эс ман патра.
— Ун пак те юрать, — сасартăк килĕшет старик. Лев Петрович ăна тути урлă шарфне çыхма пулăшать, каллех çĕлĕк хăлхине антарса парать.
2
Ялхуçалăх техникин уйрăмĕн поcелокĕ хулан çурçĕр еyче ларать. Ăна хуларан пысăках мар вăрман уйăрать. Вăрманĕ сайраскер, йывăçĕсем ватăлса кайнă. Анчах хăйсем хĕсĕр пулман, çил хурăн вăррисене хӳме тытса çавăрнă МТС картишне килсе тăкнă, халь чул хӳмесем тавраллах, чăн-чăн хурăн ращи кашлать.
1953 çулхи сентябрьти постановлени хыççăн механизаторсене çĕр уйăрса панă. Пĕр çичĕ çул хушшинче кунта утмăл киллĕ урам ӳссе ларчĕ. Урамĕ çиппе çапнă пек тӳрĕ, çурчĕсем кăна тĕрлĕрен. Кунта Куславккари çуртсем тăвакан завод кăларнă пӳртсенчен тытăнса чăрăшпа хырсенчен пураланисем те, шлакран тунисем те, кирпĕчрен купаланисем те пур. Урам варринче, пĕр-пĕрне хирĕç, сакăршар хваттерлĕ икĕ хутлă чул çурт ларать. Ыттисем вара йăлтах харпăр хăйсен. Пӳртсем умĕнче пĕчĕк пахчасем, кашниех чиесем лартса тултарнă. Çуртсем хыçĕнче сад: чиесем, улмуççисем, сливăсем. Çуркунне поселок шап-шурă чечек ăшĕнче ларать.
Лев Петрович хăйĕн пӳртне 1954 çулта лартрĕ. Малтанах, йыш çук тесе, пысăка хапсăнмарĕ вăл. Никĕсĕ валли кирпĕч заводĕнчен ванса пĕтнĕ кирпĕчсем илсе тухрĕ. Çу каçиччен шалтан ултшар метра ӳкекен пӳрт хăпарса ларчĕ. Ун чухне пĕр ача кăначчĕ, кайран тата иккĕ хутшăнчĕç, вĕсене пăхма ялтан амăшне илсе пыма тиврĕ. 1960 çулта çав пӳрт çумне тăватă метр тăршшĕ шлакранах кухнья хăпартрĕ, пӳртне вĕри шывпа хутмалла турĕ.
Урама çатма пекех хырса тасатнă, ăна юпасем тăррине çакнă электричество лампочкисем çутатаççĕ. Çулĕ хытса ларнă, вăл пăр евĕрлех яка.
Андрей Ермолаевичпа Лев Петрович васкамасăр утаççĕ. Сăмах та чĕнмеççĕ пĕр-пĕрне. Пенсионер йывăррăн пăштиклетсе сывлать, унăн хăйĕн шухăшĕ. Вăл ялхуçалăх уйрăмĕн корпусĕсене сăнать. Вĕсем иккĕ, пĕринче гусеницăллă тракторсем, тепринче автомашинăсем юсаççĕ. Иккĕшне те çĕнĕрен, юлашки виçĕ çул хушшинче туса лартнă. Ăна строительство организацийĕ туман, Левушка хăй çынсене пухса йĕркелерĕ, бригада турĕ, ĕç хыççăн рабачисене те пĕрер сехет пек ĕçлеме хăварчĕ. Ун чухне Андрей Ермолаевич та кашни кун тенĕпе пĕрех кунта килетчĕ, унăн Левушка еплерех хушусем панине е хăй те носилкăпа бетон шĕвекĕ йăтнине, бетон пăтратакан машина çĕмĕрĕлсен хăех ĕçе янине пăхса савăнатчĕ. Ахаль те жытканскер, вăл ун чухне кăранташ пек çинçелсе кайнăччĕ. Андрей Ермолаевич та кĕреçе тытса çаврăнакан машина ăшне е хăйăр, е цемент сапатчĕ. Хĕпĕртенĕ Левушка ăна çурăмĕнчен лăпкаса çапла калатчĕ:
— Инженер тăватăп санран, Ермюлайч.
Кунта вăл килте пĕччен ларассинчен кăна килкеленĕ. Старик мĕн ачаран машинăсене юратманнине, вĕсем юлашки таса сывлăша та шăршлантарса варалаççĕ, тесе вăрçнине такам та пĕлнĕ.
Корпуссене те туса пĕтерчĕç, Левушка çапах талăкĕ-талăкĕпех мастерскойран тухма пĕлмест, çĕнĕ çулччен тракторсем юсама икĕ смена йĕркелерĕ, халь запаслă пайсем çитменнипе кăна пĕр смена ĕçлет. Рабочисем ăна юратаççĕ, — шухăшлать Андрей Ермолаевич. — Тая епле тӳсет ăна? Трактористран шăршă кĕнĕ пек шăрш кĕрет унран, кашни кунах соляркăпа çăвăнать тейĕн. Нумай пурăнаймасть вăл ман пек, çитмĕлсене çитĕ-и?
Лев Петрович та, урисене пĕчĕк ача евĕр пĕчĕклетсе пуснă май, çапла шухăшлать: «Хавшарĕ старик. Сывлăшĕ пĕтсех ларать. Нумаях пурăнаймасть пуль. Ĕç пиркиех кĕрсе те кураймастăп. Тая та уйăхлăх курсра пулчĕ, кĕпи-йĕмĕсене те çуса параймарĕ халь, кама çутаркаларĕ-ши? Эх, ытла та хăйне евĕр этем, тахçанах ярасшăнччĕ ваттисен çуртне, кам кăмăлне пурăнать кунта, пĕлме те хĕн. Карчăкĕ çĕре кĕни те пилĕк çул...»
— Левушка, Тайăна чăрмантаратпăр кăна пуль. Чейне, тен, шăматкун ĕçĕпĕр?
— Чипер калаç, Ермюлайч. Тая та, ачасем те хĕпĕртеççĕ ак. Пырса та курми пултăн.
— Сывлăш çук, Левушка, — хăй сывлăхне сăрăпланăн персе ярать старик.
— Яш чухнехи мар ĕнтĕ...
Пӳрте кĕрсенех хĕвĕшу пуçланчĕ, Лев Петравичăн икĕ ачи Андрей Ермолаевича сырса илчĕç. Асли кăна, шалти пӳртре урок вĕренсе лараканскер, кухньăна тухса сывлăх сунчĕ, Андрей Ермолаевича патне пырсах ал пачĕ.
— Мĕнле пурăнатăн, Вовка?
— Экзаменсене хатĕрленетĕп. Тăххăрмĕш класс программине вулатăп.
— Хатĕрлен, хатĕрлен, чăрмантармăпăр сана.
Тая çенĕкрен сăмавар йăтса кĕчĕ (хăйсем вĕсем чейникпе вĕретеççĕ, газ пур), ăна чĕртрĕ. Шывĕ çине малтан хатĕрлесе хунă хăмла çырли, хурлăхан турачĕсем ячĕ. Сакайĕнчех алтнă нӳхрепрен хăмла çырли варенийĕ илсе тухрĕ.
Хăна шалти пӳртре ларать, Вовкăпа ытти ачисем кухньăра ĕнтĕ. Ашшĕн çирĕп алли килте те сисĕнет, вĕсене вăл: пире ан чăрмантарăр, тесе кăна каларĕ, лешĕсем сăмах чĕнмесĕр çухалчĕç.
— Кроликсем пурăнаççĕ-и?
— Пурăнаççĕ, Андрей Ермолаевич. Хăвăрăн тата?
— Кăçал виçĕ ама кăна хăвартăм. Çитет.
— Çитет, — килĕшет Лев Петравич.
— Хуртсене сивĕ тивмест-и кăçал?
— Ăна-кăна пĕлместĕп, унпа Тая айланать, эп хутшăнман. Тая! Хуртсем сывах-и? — кăшкăрать кил хуçи.
Платйи çийĕн умне саппун çыхнă арăмĕ шалти пӳрте кĕрет, хулпуççи урлă хунă алшăллипе алне шăлать.
— Кăçал мăклă витене куçартăмăр, Андрей Ермолаевич. Хуртсем вĕçсе тухмалли шăтăкне питĕрсех лартнă, хĕл сивĕ пулать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...