Ытамра 31 минут
Çамрăк учитель икĕ эрнере ялти халăх хушшинче тĕп вырăна йышăна пуçларĕ. Çурхи çанталăкĕ те Маринерен юласшăн мар: хăвăрттăн яла симĕслетрĕ, тĕрлĕ йывăçсене: улмуççине, çĕмĕрте, чиене, сирене тата ытти хăйне кăмăла кайнă йывăçсене чечек кăшăлĕ тăхăнтартрĕ. Апла пулин те Марине унран ытларах кăмăлĕпе уçăлнине курса çуркунне хĕвел пĕрчисене кашни çут çанталăк ачисене сапма тăрăшрĕ. Икĕ çепĕç те хăватлă вăй пĕр-пĕрне пулăшса халăха савăнтарма тăрăшрĕç. Пĕлме çук хăшĕ вăйлăрах: юрату е çуркунне? Анчах та çуркунне виçĕ уйăхлăх, юратăвĕ мĕн чул тăсăлĕ-ши?
Ваççапа уйăрăлни виçĕ эрне çитсен Марине патне, пĕр çиччĕсенче каçхине пĕр хура костюм тăхăннă каччă çитрĕ. Çамрăк хĕр арăм ăна хаваслă, йăл кулса кĕтсе илчĕ. Сĕтел çине кукăль касса хурсан, вĕри чей лартсан, Марине каччăна хирĕç ларчĕ те куçран пăхса: «Эпĕ сире итлетĕп», — терĕ. Каччи, Коля ятлăскер, хĕрелсе вăтанса кайрĕ. Пĕр самант калаçу çыхăнмарĕ. Марине аван марлăхран тухас тесе, каллех йăл кулса: «Атя, малтан кукăле чейпе ĕçетпĕр, кайран мĕн каламаллине калăн, — терĕ. Коля нимле сăмах каламасăр килĕшрĕ. Пĕр çур сехете яхăн калаçмасăр апатланнă хыççăн çамрăк каччă кирлĕ сăмахсене тупса: “Марине, эпĕ юнашар ялта пурăнатăп. Фермер. Манăн вăтăр гектар çĕр, пĕр трактор, пĕр машина. Ой, каçар, эпĕ ун çинчен калама килмен. Марине, мана качча тух», — терĕ те хăйĕн сенкер куçĕпе хĕр çине пăхрĕ. — Эпĕ эрехпе иртĕхмен, алран йăтса çӳрĕп, — хушрĕ кăштах сăмах чĕнмесĕр пĕр-пĕрин çине хире-хирĕç пăхса ларнă хыççăн.
— Манăн тӳрех хуравламалла-и, е кăштах вăхăт паратăн, шӳтлесе калаçăва тăсрĕ Марине.
— Çук, эпĕ кĕтме хатĕр, — пӳлсех хуравларĕ фермер.
— Коля, эсĕ питĕ хитре те лайăх каччă. Тавтапуç сана ман çинчен шухăшланăшăн. Анчах та кăштах вăхăт пар-ха. Атя, кăштах пĕр-пĕрин çинчен пĕлер. Кайран, чавса çывăх та çыртма çук тенĕ пек ан пултăр. Тен, эпĕ сана вăхăтлăха кăна кăмăла кайнă. Тĕслĕхрен, эпĕ учитель...
— Чăваш чĕлхине вĕрентетĕн, — хушрĕ Коля. — Çирĕм саккăрта. Ку ялта çиччĕмĕш çул вĕрентетĕн. Ачасем, ял халăхĕ сана хисеплет.
— Пĕрре курнипех çавăн пек характеристика пама пултаратăн-çке. Разведка санăн вăйлă ĕçлет, — терĕ каллех ăшă кăмăллă Марине.
— Разведка качки, манăн йăмăк çак яла качча тухнă. Вăл каласа пачĕ, — каллех хĕрелсе сăмах хушрĕ Коля.
— Тата манăн çитменлĕхсем питĕ нумай. Эсĕ асăрхаттартăн ĕнтĕ, эпĕ çирĕм саккăрта, ватта юлнă хĕр. Эсĕ манран çамрăкрах курăнатăн. Кала-ха тархасшăн, миçере?
— Тепĕр уйăхран çирĕм улттă тултаратăп.
— Икĕ çул санран аслăрах. Çамрăк хĕрсем кашни ялтах вуншар, сан пек каччăсем хисепре. Кача пурнине кăтарт кăна, кашниех санăн пулма хатĕр,-вĕçлерĕ кăштах хумхануллăн Марине. Хумханни Маринене питĕ килĕшет, вăл та Коля пек хĕрелсе кайрĕ.
Çавăн пек калаçан-калаçсан, вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Çурçĕр çитнине сехечĕ палăртрĕ. Коля, арçын, Коля çамрăк — Марине çумне куçса ларчĕ. Аллисем çамрăк хĕрарăма ылталарĕç. Марине чармарĕ, анчах хăйĕн нимĕнле туйăм та çуралмарĕ. «Тен ку манăн шăпа», — шухăшларĕ Марине. Коля тути хĕрарăм тутипе çыпçăнчĕ, алли мăйне ачашларĕç, чĕччи майĕпен-майĕпен хыта пуçларĕç. Çураçма килнĕ ăамрçк каччă хăюлланчĕ, васкаса Марине кăвапи айнелле аллисене ирĕке ячĕ, хăвăрттăн йĕмне хурĕ. Марине Коля çине йăлăнуллăн пăхрĕ, куçĕсем «эпĕ хатĕр мар», терĕç унăн, анчах Коля ăнланмарĕ. Хăвăрттăн шăлаварне хуса Марине ăшне кĕрсе кайрĕ. Пĕтĕм вăйне парса, чарăнмасăр юрату мечĕкне унталла-кунталла чышрĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, Колян пурнăç вăрри сирпĕнсе тухрĕ. Ун хыççăн, пĕр çур минута яхăн пĕр вырăнта мечĕкне чарса хĕрарăм çумне хыттăн çыпăçрĕ. Марине те Коляна хыттăн ыталарĕ. Кун пек самант нумаях пымарĕ, Коля васкас унран уйрăлчĕ те тăхăнма пуçларĕ. Маринен ăçта кайса кĕмелле, стена çине сикмелле е мĕн тумалла? Коля ăна ăнланмарĕ. Тумлансан, Коля тепĕр хут туй пирки калаçу пуçларĕ. Тепĕр эрнерен заявлени кайса пама килĕшрĕç. Калаçса татăлнă хыççăн, Марине ирччен юлма сĕнчĕ пулин те, Коля юлмарĕ, инçе мар тесе Маринене пĕчченех хăварчĕ.
«Мĕн тумалла? Пĕччен пурăнса çитет пулĕ. Каччи ăслă-тăнлă, пурнăç çинчен шухăшлакан ар çын. Мĕн кирлĕ мана? — ыйăхĕ килмерĕ Маринен. Ун куçĕ умне Ваççа тухса тăчĕ. Юрату çĕрĕ, пĕр-пĕрне шеллемесĕр юрату туйăмне пани. — Ой, тепĕр эрнерен Ваççапа тĕл пулмалла вĕт-ха. Мĕнле пулĕ ĕнтĕ: заявлени парса килсен каймалла-ши? Марине, ан ухмахлан. Сана пурнăç телей сĕнет, эсĕ авланнă арçынпа тĕл пуласси çинчен шухăшласа выртатăн. Намăссăр.»
«Мĕн намăссăрри. Ку çынна эпĕ пĕрремĕш хут куратăп. Нимĕнле юрату туйăмĕ те ун патне манăн çук. Мĕншĕн унпа çывăртăн? Кăмăла кайрĕ-и арçынпа çывăрма? Ваççана та пĕрремĕш хут курнипех парăнтăм. Мĕн пулса иртет манпа?» — хăйĕн шухăшĕсемпе пĕрре хĕрелсе тепре сивĕнсе кайрĕ Марине. Ыйтăвĕсемпе те, хуравĕсемпе те вăл хăйне хĕрхенмерĕ. Тĕрĕс туманнине туйрĕ, çавăнпа ятлаçрĕ, ятлаçрĕ.
Шалти сасси хăш чухне Маринене хĕрхеннĕ пек те турĕ. Вăтăр çула кĕçех çитет, путлĕ каччăпа çывăрса курман. Юрĕ, качча пыма сĕнекенсем пулнă пулсан. Вара халь çак хĕр арăмăн арçын шăршисĕр пурăнмалла та, пенсие тухсан, аллăсенчен иртсен: «Эпĕ утмулта пулин те хĕр» , — тесе мухтанмалла-ши? Кама кирлĕ кун пек пурнăç. Хĕрарăмăн упăшкапа пурăнмалла. Çук пулсан, мĕн тумалла?
Тĕрлĕ меллĕ те шухăшларĕ хĕр арăм, шел пулин те Ваççана пуçран кăларса пăрахаймарĕ. Календарь çине пăхрĕ. «Ваççапа ман вырсарникун тĕл-пулу, загс вырсарникун заявленисем йышăнмасть. Апла пулсан Коляпа заявлени пама тунтикун каятпăр. Вырсарникун Ваççапа пĕр вун минутлăх калаçатăп та, сывă пул пĕччен пурнăç» — тĕплĕн шутласа шухăшне вĕçлерĕ Марине. Куç харшисем ерипен икĕ жемчуг шăрçана хупăнма команда пачĕç, хĕр арăм ерипен тĕлĕк тĕнчине вĕçтерчĕ.
«Лашасем килкартине кĕреççĕ. Кĕчĕç кăна, такам алăка уçнă, тухса тарчĕç. Упа ун çине тапăнчĕ. Илемлĕскер, хăмăрскер. Марине тарать, упи хуса çитрĕ те “му-у-у» тесе каялла вăрманалла çул тытрĕ.” Кайран тĕлĕкре питĕ нумай чечек çыххисем ăна парнелерĕç. Марине çавăн пек ирчченех тĕрлĕ тĕлĕксем курчĕ.
Коля Марине патĕнчен тухрĕ те васкаса юнашар яла, тăван яла талпăнтарчĕ. Кăмăлĕ уçă, шăхăрса уйа тухрĕ. “Э-эх, кăçал авлансан, çĕр çинче тепĕр ĕçлекен пулать, ют çынсене сахалтарах тара илме пултарăп. Укçа экономить тусан, тата тепĕр çирĕм гектар çĕр илме те пулать. Кашни энере хĕрарăмшăн укçа тăкма кирлĕ мар пулать, хăвăн пур, тӳлевсĕр, юратма лайăхрах. Хăйне валли хăй укçа ĕçлесе илет, ку та плюс, — шухăшласа пычĕ Коля. — Пĕр-икĕ çул ĕçлемесен те пултарать. Ничево, авлансан туртине кĕскетеп. Унăн учитель укçи!.. Вăл укçапа пĕр сӳре илме май çук. Иккĕн ĕçлеме пуçласан, миллион та ĕçлесе илĕпĕр.
Коля малалла туй пирки шухăшларĕ. Туй валли укçа хĕрхенес темерĕ. Унăн планĕпе сахалтан та 200 çын пулмалла. Пурнăçра кирлĕ çынсене хăнана чĕнмелле, юнашар ялта пурăнакан пуянсем пирки манса каймалла мар. «Вĕсенчен пысăк парне кирлĕ мар, пĕчĕк конверт пысăк купюрпа пулсан та юрать.» Коля хыттăн икĕ ял вăранмалла кулса ячĕ. Çӳлти тулма пуçланă уйăх çак арçын куллине илтес мар тенĕн çумăр пĕлĕчĕсемпе хăйне хупларĕ. «Упине тытмасăр тирне ан сӳ-ха», — терĕç ун çинче кĕвентепе тăракан хĕр куçĕсем.
Ваççа ют хĕрарăмпа çĕр каçнă хыççăн Вĕçелис çине урăхла туйăмпа пăха пуçларĕ. Япăххăн мар, турă каçартăр! Унăн курман, пĕлмен енĕсене шырама пуçларĕ. Юрату туйăмĕ вăхăт енĕпе нумайланчĕ, упăшка яваплă ĕçне тăватăп тесе шутламарĕ, еркĕнпе çывăрнă пек юратма тăрăшрĕ. Мĕнле лайăх иккен хĕр арăмшăн пĕр çынра икĕ çын пулни. Арăм мăшăр та, еркĕн те. Ваççана пĕр çитменлĕх канăç памарĕ. Вĕçелиспа çывăрнă чух Маринепе çывăрнă пек туйăнчĕ, ачашланă чух Маринене ачашланă пек, юрату вăййинче те Марине куç умĕнче. Вăхăт нумай иртменрен пулĕ-ши, мăшăрĕ çак улшăнусене асăрхамарĕ. Вĕçелис Ваççана тата çирĕпрех туйăмпа юрата пуçларĕ. Халĕ вĕсен юрату каçĕсем 5-6 минута пымаççĕ, çирĕм минутран та ытларах иртеççĕ. Вĕçелис нумаях пулмасть, икĕ çул иртнĕ хыççăн, пĕрремĕш хут оргазм туйрĕ, упăшкине куçĕпе кăна мар, пур енпе те тав тума тăрăшрĕ. Ваççа халĕ чăннипех çăтмахра пурăнать тейĕн. Вăл малтан та япăх пурăнман, халĕ арăмне ӳт-пӳпе вăйлăрах юратма пуçласан, пур енпе те гармони тейĕн. Пускилсем, ял халăхĕ куç хыçĕнче кăна мар, куç умĕнче те кĕвĕçсе «Ăнать Ваççана» теççĕ.
Сисĕнмесĕрех вăхăт шăвать, каç пулать те ир çитет, калаçса татăлнă вăхăт çывхарса пырать. Ваççа, тĕл-пулу вăхăчĕ виçĕ кун юлсан, шухăша кайрĕ: «Мĕн кирлĕ мана пурнăçра? Пурте пур. Юратнă мăшăр, ачасем, ĕç.» Анчах та Маринепе çĕр ирттернине манма май çук. Чун çак тĕл-пулăва кĕтет иккен. Кĕтмен пулсан, пĕрмаях асамлă хĕр арăма аса илеймĕн, кĕтмен пулсан, арăмпа юрату туйăмĕпе вылянă чух, унăн сăнне Марине сăнĕпе танлаштармăн.
Иккĕмĕш тĕл пулу
Тĕл пулу ыран тенĕ чух Ваççа хăйĕн мăшăрне Шупашкара командировкăна каяс пирки ирех хатĕрлеме пуçларĕ. Ĕçсем нумаййи çинчен, шăллĕ патне кайса кимеллине те калама манса каймарĕ. Юлашкинчен мĕнле парне илсе килмелине ыйтма манмарĕ. Вĕçелис ассăн сывласа: «Манăн та санпа каяс килеччĕ те анчах та ĕçе каймалла-çке,» тесе нимĕнле ыйту та памарĕ. — Тепĕр виçĕ эрнерен мана та отпуска яраççĕ, ун чухне пĕрле хулана кайса килĕпĕр. Манăн драмă театăрĕнче спектакль курас килет, — терĕ.
Ваççа мăшăрне театăра илсе кайма хаваспах килĕшрĕ, паллах, тепĕр виçĕ эрнерен.
Хуçалăх пĕрлешĕвĕн ертӳçине нимĕн те каламарĕ, «Вырсарникун та пулин Шупашкара ыйтса каймастăп ĕнтĕ», — тесе шăматкунхи пилĕкминутлăх хыççăн нимĕн те шарламарĕ.
Вырсарникун умĕн юлашки виçĕ кунĕнче Маринен тĕлĕнмелле событисем пулса иртрĕç. Эрнекун, каç енне сулăнсан, ун патне ялти ватă каччă хăнана килчĕ. «Марине, хăнана йышăнатăн-и?» — тесе пӳлĕме кĕчĕ.
Марине ку Вăрăм Сашука тахçанах паллать, хисеплет те. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă тесен те юрать. Паллашасса вара çичĕ çул каялла ялти клубра сентябрь уйăхĕнче паллашрĕç. Марине ют ялта пĕрремĕш хут клуба тухрĕ. Шкулта занятисем пуçланни пĕр эрне кăна иртрĕ-ха. Сашук çамрăксем хушшинче питĕ пысăк авторитетлă пулнă май хăйне питĕ хăйуллă, кăшт мăн кăмăллăрах та тытатчĕ. Ял клубĕнче палламан çамрăк хĕр. Паллах, пĕрремĕш Сашукăн унпа паллашмалла. Вăл вĕт ун чухнех вăтăр урлă каçнăччĕ. «Кама курап, пирĕн ялта чипертен те чипер хĕр. Эсĕ ман пулас арăм,» — паллашма Марине патне пычĕ Вăрăм Сашук. Марине çухалса каймарĕ: «Тахçанах çавăн пек илемлĕ каччăна качча тухма шухăшланăччĕ. Атя, паянах ЗАГСа каятпăр,» — тесе хуравларĕ ун чухне Марине. Хăюллă хурав Сашука питĕ кăмăла кайрĕ. Хавассăн икĕ аллипе унăн сылтăм аллине çупăрласа : “Мана Сашук тесе чĕнеççĕ, эсĕ мĕн ятлă? — тесе ыйтрĕ. “Мана Марине тесе чĕнеççĕ. Санпа паллашма питĕ хавас, — йăл кулса хăйĕн ятне каларĕ çамрăк учитель.
Сашук пĕр сăмах, Марине — иккĕ, каччă виç сăмах, хĕр- çиччĕ калаçса пĕр-пĕрне питĕ кăмăлласа пăрахрĕç ун чухне каччăпа хĕр. Анчах та туслăх юрату çине куçмарĕ. Вăрăм Сашук Маринепе темиçе хут та тĕл пулчĕ. Çавăн пек тĕл-пулу вĕсене çывăхлатрĕ, туслаштарчĕ, кашни хăйĕн шăпине каласа пачĕ. Сашукăн мĕншĕн авланма кăмăл çуккине ун чухне Марине пĕлчĕ. Каччă хăй мĕнле пĕр Ольги ятлă хĕре юратнине, ашшĕ-амăшĕ унăн ача пуррине пĕлсе, хĕре хирĕç пулнине, авланма ирĕк паманнине, Ольги тепĕр икĕ уйăхран качча тухни çинчен, тата ыттисене те каласа пачĕ.
Унтанпа Ольгин тата тепĕр виçĕ ача çуралчĕ. Çемье питĕ килĕшӳллĕ те туслă пурăнать. Сашук ашшĕ-амăшĕ хăйсем тĕрĕс мар тунине ăнланчĕç, анчах та кая юлса. Ольги вĕсен кинĕ мар.
«О! Сашук. Килех. Малалла иртсе лар,» — кăмăллăн кĕтсе илчĕ ăна Марине. — Сана эпĕ пĕр уйăх ытла курман, ăçта эсĕ çухалтăн?
“Марине, эпĕ халĕ укçаллă çын пулса кайрăм, — шӳтлесе хуравларĕ Вăрăм Сашук, хăй ăçта уйăхлăха çухални çинчен каласа пачĕ. — Мускавра платник пулса ĕçлетĕп. Пĕр уйăх ĕçлерĕм. Виçĕм кун каялла таврăнни. Вун икĕ пин илсе килтĕм. Мана çитет. Унта ĕçлеме питĕ йывăр. Çывăрма условисем çук, вуникшер сехет ĕçлемелле, прависем те Мускаврисем пек мар. Лайăх, укçине параççĕ. Юнашар ялти икĕ ачана укçине те паман тет. Пирĕн хуçи япăх мар пулмалла, укçине шеллемерĕ. Мĕнле калаçса татăлнă, улталамасăрах тӳлерĕ. Тепре килме те чĕнчĕ. Тен каятăп та, халлĕхе ун çинчен шутламан-ха.
— Маттур, эсĕ Сашук, — мухтарĕ ăна Марине, чăннипех унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнса. — Тархасшăн, асăрхануллă пул. Унта вăрăсем те нумай теççĕ. Çаратĕç те вĕлерĕç.
— Марине, эсĕ ман çинчен шутлатăн-и? Тавах сана тăванăм, — куçран тарăннăн пăхса каларĕ Сашук. — Эпĕ сан пата питĕ пысăк ыйтупа. Анчах та пĕлместĕп, хăш енчен пуçламалла.
— Хăшĕ кăмăла каять, çавăнтан пуçла, — каллех сăпайлă савăнăçлăн хушрĕ çамрăк хĕрарăм.
— Тĕрĕс, чи кирлинчен пуçлатăп. Эпĕ кăçал вăтăр сакăр çул тултаратăп. Çамрăк мар. Манăн çемье çавăрма вăхăт.
— Сашук, авланма шутларăн? Маттур. Мана туйа чĕнетĕн-ши? — пӳлсе кулса ыйтрĕ Марине.
— Çавăнпа килтĕм те. Туйа чĕнма килтĕм. Килĕшетĕн-и? — йăлăнуллăн пăхрĕ Сашук Марине çине.
Марине ват хусах хăйĕн мăшăрĕ пулма сĕннине ăнланчĕ. Анчах та мĕнле хирĕçмесĕр хăй килĕшменнине каласа памалла. Тӳрремĕн каласан кӳренет, шутла, вара ĕмĕрĕпех, мĕн хăричченех пĕччен. Кӳрентерме сăлтавĕ çук, Сашукпа вăл питĕ туслă.
“Сашук, эсĕ мана предложени турăн-и? — ыйтрĕ Марине шăппăн.
“Аха, — хуравларĕ Сашук. — Хирĕç мар-и?
Маринен сăн-пичĕ тĕксĕмленчĕ: кулли чун ăшне пытанчĕ, çепĕç сасси чĕлхе айне тарчĕ. Марине Сашука курсан хăраса кайрĕ. Унăн куçĕ йăлăнуллă, алли чĕтрет, юлашки сăмаххи те темле питĕ хирĕнсе, айваннăн макăрмалла пекех тухрĕ. “Çук, кӳрентерместĕп Сашука, — çирĕппĕн йышăнчĕ мĕн калассине Марине. — Сашук, эпир санпа питĕ туслă, — тăсрĕ калаçăва хĕр арăм кашни сăмахне васкамасăр. — Эпĕ хаклатăп сана. Юрату туйăмĕсем пирки ним калама та пултараймастăп. Тата тунтикун юнашар ялтан Коляпа заявлени пама каятпăр, ЗАГСа.
— Мĕнле Коля, фермер-им? Эсĕ ăна кăштах та пулин пĕлетĕн-и? Марине, тархасшăн, ăна качча ан тух. Унпа эсĕ питĕ телейсĕр пулатăн. Эпĕ вăл çынна питĕ лайăх пĕлетĕп. Вăл питĕ хыт кукар, пĕр пусшăн çын вĕлерме те хатĕр. Унпа, хçть те мĕн кала, эсĕ телейлĕ пулмастăн.
— Санпа телейлĕ пулăп-ши? — асăрхануллăн та ăшшăн ыйтрĕ Марине.
— Пĕлместĕп, — шăппăн хуравларĕ Сашук. — Ху каларăн, эсĕ мана тус пек кăна юрататăп тесе. Чун юрату енне çаврăнсан, ман çине урăхларах пăхма пуçласан, телей хăв аллунта. Эпĕ сана юрататăп. Ĕмĕрĕпех сан юратнă мăшăру пуласса шанатăп.
Юлашки сăмахĕсене аран-аран илтĕнмелле каларĕ: « Пĕччен пурăнса ывăнтăм. Ĕнен мана».
— Манăн халĕ темскер каламалла ĕнтĕ. Юрату туйăмĕ сан пата çаврăнасса кĕтсен, ватăлса вилĕп. Юратмасăр мĕнле качча тухмалла? — Сашукпа Маринен куçĕсем тĕл пулчĕç. — Кала Сашук, манăн мĕн тумалла?
— Коляна качча ан тух. Просто качча тухассишĕн тухсан ĕмĕрĕпе кулянса пурăнма тивĕ. Эсĕ вĕт Коляна юратмастăн?
— Мĕншĕн ун пек калатăн? — тарăхнă пек ыйтрĕ Марине. — Малалла сăмахĕсем айăплăн тухрĕç. — Эпĕ вĕт çирĕм саккăрта. Ватă хĕр. Ман пек хĕрарăмсем виçшер ачаллă, эпĕ — пĕччен.
Çак сăмахсене илтсен Сашук хăйне питĕ аван мар туйрĕ. Çичĕ çул пĕрне -пĕри пĕлеççĕ, вăл хăйĕн ĕлĕкхи юратăвĕпе асапланса пурăнать, Марине çине хĕр çине пăхнă пек пăхман та.
— Хаклă Марине, эпĕ кунта айăплă. Куçу ман çине юратуллă пăхмасть пулсан, эпĕ кĕтме хатĕр. Анчах та юратусăр качча ан тух. Пурăннăçемĕн хăнăхăн тени хăвна тамăка кайнине пĕлтерет. Тепĕр хут йăлăнса ыйтатăп, юратмасăр качча ан тух.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...