Тĕлĕнтермĕш çулçӳрев
Аппа çураличчен шăллăмпа пĕрле хулана кайрăмăр. Унта эпир пĕр лавккана кĕтĕмĕр. Кунта пĕр пуспах тем те илме пулать иккен. Эпир хамăра валли çăкăр туянтăмăр та ăна çисе ларатпăр. Кайран хула курса çӳрерĕмĕр. Утса пынă чухне шăллăм çине светофор йăтăнса анчĕ. Шăллăм ун айне пулчĕ. Эпĕ ун пуçĕнчен юн тухнине курсан ăна йăтрăм та больницăна чупрăм. Сасартăк пире автобус таптаса кайрĕ. Эпĕ тăтăм та — лапчăкскерех, малалла чупрăм.
Акă шăллăма йăтса больницăна çитрĕм. Ăна тухтăрсем темле тăрăшсан та сыватаймарĕç. Шăллăм çакăнтах вилсе кайрĕ. Эпĕ тарăхнипе тухтăрсем çине вĕртĕм те, вĕсем пурте вĕçсе кайрĕç. Эпĕ хамах шăллăма операци тума тытăнтăм. Нумай-и, сахал-и вăхăт иртрĕ — вилнĕ шăллăм чĕрĕлчĕ те мана ыталаса илчĕ.
Больницăран тухсан эпир киле кайма шут тытрăмăр. Килелле утнă чухне пирĕн ума çунатлă темĕнле тĕлĕнтермĕш пысăк кайăк анса ларчĕ.
— Сире киле илсе каяс-и? — ыйтрĕ вăл.
— Илсе кайсан аванччĕ, — хуравларăмăр эпир.
— Эппин, ларăр ман çине, эпĕ сире киле çитерĕп.
Çав хушăра кайăк татах пысăкланса кайрĕ те, унта икĕ пукан курăнчĕ. Эпир çак пукансем çине лартăмăр. Тĕлĕнтермĕш кайăк кĕçех çӳл тӳпене вĕçсе хăпарчĕ. Часах киле те çитрĕмĕр. Çав кайăк пире антарса хăварчĕ те куçран çухалчĕ. Эпир савăнса пӳрте кĕтĕмĕр.
Пăхатăп та — ман алăра хальччен пулман хутаç пур иккен. Эпир аттепе-аннене çак хутаçри апат-çимĕçпе хăналас терĕмĕр. Кучченеçсене сĕтел çине хутăмăр. Хамăр вара çисе кураймарăмăр, çав çимĕçсене йăлтах кушак çисе янă.
Шухăшсем
Attract high-intent, keyword and locatio...
Attract keyword-driven visitors to your ...
Grow your website traffic with our AI-po...
Attract engaged, keyword-driven traffic ...
Grow your site with our AI-driven traffi...
Discover how our AI can skyrocket your c...
I've noticed that your chuvash...
В случае если нужен быстрый сервис VPN, ...
Save on marketing costs with our AI-powe...
Our AI-powered solution drives location-...