Малашлăха курас тесе
(Хыçсăмах вырăнне)
Питĕ кăткăс, йывăр та пăтрашăнчăк тапхăра суйласа илнĕ Юхма Мишши хăйĕн çак çĕнĕ историлле романĕ валли. Ку вăл X ĕмĕр пуçламăшĕнчи Атăлпа Урал, Çурçĕр Кавказ тăрăхĕсенче, пĕтĕмлетсе каласан, пĕтĕм Еврази талккăшĕнчех пулса иртнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем.
Ку тапхăхрта пирĕн авалхи ламтайсем пулса тăракан пĕр тымартан тухнă пăлхар йăхĕсем тĕпрен илсен виçĕ çĕрте пурăнаççĕ. Дунай çинче, унта вĕсем хăйсен вăйлă патшалăхне тăваççĕ, византисемпе вĕçе-вĕçĕн вăрçă вăрçаççĕ, çак çур тĕнчене тытса тăракан вăйлă патшалă-ха темиçе хутчек те çапса çĕмĕреççĕ.
Пăлхарсен тепĕр пайĕ — Çурçĕр Кавказрах. Унта вĕсем хăйсен патшалăх тытăмне упраймаççĕ, хазарсен пусмăрне кĕрсе ӳкеççĕ.
Пăлхарсен тепĕр пысăк пайĕ — Атăл çинче, кунта вара вĕсем аслă та чаплă патшалăх туса хураççĕ. Ку вăл — Атăлçи Пăлхарстан.
Атăлçи Пăлхарстан патшалăхне пĕрлешнĕ пирĕн авалхи ламтайсем пĕтĕм Еврази талккăшĕнче питĕ курăмлă вырăн йышăнма тытăнаççĕ. Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕ ӳссе-сарăлса, вăйлăланса пырать. Унта тĕрлĕ тăрăхсем, тĕрлĕ йăхсемпе халăхсем пурăнакан çĕрсем кĕреççĕ. Çурçĕрте Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕ, унти тĕрлĕ йăхсене хăй ытамне илсе, Пăрлă океан патнех çитме тытăнать. Çурçĕрте пурăнакан йăхсем пирĕн авалхи ламтайсенчен вĕренсе хăйсен пурнăç тытăмне çĕнелле йĕркелеме тытăнаççĕ: выльăх-черлĕхе йĕнерлеме, çĕнĕлле пӳрт-çурт тума, аталаннă çĕршывсенчи пек суту-илӳ тума вĕренеççĕ. Анăçра пирен ламтайсен чикки Хура Атăл, хальхи пек каласан, Ока шывĕ таран тăсăлать. Аслă Атăл тăрăх тăвалла кайса, пăлхар-чăвашсем Балти тинĕсĕ таврашĕнче пурăнакансем патне çитиех, тепĕр чухне Скандинави çĕрĕсене те суту-илӳ тума çӳреççĕ. Тухăçра вара пăлхар-чăвашсен суту-илӳпе çурекен тĕве караванĕсем Енисейпе Алтай таврашĕнчи халăхсем патне те, тепĕр чухне Китай çĕрне те çитеççĕ. Кăнтăрта кăна пăлхар-чăвашсен çулĕ хупă пулнă. Вĕсене Атăл тăрăх анаталла кайма, вăйлă аталаннă кăнтăрти çĕршывсемпе çыхăну тытма хазарсем чарнă.
Хазарсем пăлхарсемпе пĕр чĕлхеллĕ, пĕр йăла-йĕркеллĕ, пĕр тымарлă халăх. Пăлхар-чăвашсем те, хазарсем те хунсен тымарĕнчен тухнă. Малтанласа вĕсем чиперех пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă. Анчăх каярахпа тĕрлĕ тĕн тытса пыракан халăхсем вĕсен пурнăçне ирсĕррĕн хутшăнса вĕсене пĕр-пĕринпе хирĕçтерме, вăрçтарма тытăннă. Çак хирĕç-тăру вăл X ĕмĕрте çеç мар, маларах та пуçланнă. Ăна Юхма Мишши хăйĕн маларах пичетленсе тухнă «Купрат патша» ромайĕнче те питĕ курăмлăн кăтартать. Купрат пăтша саманинчех, ку вăл пирĕн эрăри VII ĕмĕр, пăлхар-чăвашсене вăй илсе аталанса кайнă византисем те, арабсем те хăйсен майлă çавăрма тăрăшаççĕ. Византисен сĕмне пула, хăй Константинопольре пурăннă чухне, пулас аслă патша çамрăк Купрат христианство тĕнне йышăнать, патрикий те пулса тăрать. Анчах кайран, патша пулса тăрсассăн, хăйĕн халăхĕ авалхи тĕне, тĕнче хуçине аслă Танкăр-турра манманнине кура, çак йăла-йĕркенех ырлама тытăнать. Аслă Атăл тăрăхне куçса килсессĕн те пăлхар-чăвашсем авалхи çĕрĕнче, пĕтĕм Çурçĕр Кавказ таврашĕнче, хуçаланма тытăннă хазарсем Византипе çыхăну тытма пуçлаççĕ, византисем хĕтĕртнипе Атăлçи пăлхар-чăвашсене кăнтăрти çĕршывсемпе çыхăнма чăрмантараççĕ. Кайран тата хазарсем патне арабсем кăнтăрти çĕршывсенчен хуса янă иудейсем хĕсĕнсе кĕме тытăнаççĕ, чееленсе, пыра-киле вĕсем Хазарстанра пуç пулса, хăйне евĕрлĕ пурнăç тытăмĕ те тăваççĕ. Çакă та хазарсемпе пăлхар-чăвашсене пĕр чĕлхе тупма чăрмантарать.
X ĕмĕр вăл вăй илсе аталанса кайнă пысăк тĕнсем, ытти авалхи тĕнсене хĕссе, çав авалхи тĕнсемпе пурăнакан Еврази талккăшĕнче пурăнакан халăхсене хăйсен тытăмне илнĕ тапхăр та. Дунай çинчи пăлхарсем хăйсен авалхи тĕнне, аслă та чаплă Танкăра пуççапассине манса, христианство тĕнне кĕреççĕ. Хазарсен патшалăхне юлнă Çурçĕр Кавказ тăрăхĕнчи пăлхарсене ирĕксĕрлетсе иудей тĕнне кĕртме тытăнаççĕ. Славянсен княжествисенче те çав юхăм аталанса пырать. Ислам ялавне çӳле çĕкленĕ арабсем Вăтам Азипе Кавказри халăхсене Аллах чăнлăхне ĕнентерес тесе вĕсене вутпа та хĕçпе çунтараççĕ те касаççĕ. Паллах, тĕнче çапла тем тĕрлĕ улшăнса пынине Атăлçи пăлхарсем те курман мар ĕнтĕ. Вĕсен умĕнче те пысăк ыйту тăнă: ăçталла каймалла? Мĕн тумалла? Камсемпе пĕрле пулмалла?
Атăлçи Пăлхарстан патши Алмас çакна питĕ лайăх ăнланнă. Вăл çирĕп чунлă, пысăк ăслă, пуласлăх пирки шухăшлама пĕлекен патша пулнă. Юхма Мишши хăйĕн романĕнче ăна питĕ тĕрĕс кăтартса парать, унăн чун-чĕринче мĕскер пулса иртнине те пĕлсе, ăста художник куçĕпе курса, çырса-тĕрлесе парать.
Тĕрĕс çулпа кайнă-и Алмас, тĕрĕс мар çулпа-и?.. Çакна паян куна çитсе те пĕр пĕлтерĕшлĕ татса калайман-ха. Анчах ĕмĕчĕ унăн пысăк, тĕрĕс пулнă. Çĕнĕ тĕн йышăнса вăл пĕтĕм çĕршыври халăха пĕр чăмăра пĕрлештерес, патшалăхне çирĕплетес тенĕ. Тен, ĕмĕрĕ кĕске пулнипе хăй ĕмĕтленнине çитереймен пулĕ вăл?.. Тен, чăнах та тĕрĕс мар çул çине тăнă пулĕ вăл?.. Тен, хăйĕн пысăк ĕçне тума кирлĕ тамăрсем суйласа илме пĕлеймен пулĕ вăл?..
Юхма Мишши — ăста художник тата шухăшлавçă. Çак ыйтусене вăл вулакан умне питĕ ăстан, ытлашши сăмахсемсĕр кăларса кăтартать.
Чăн-чăн писатель вăл тата пророк та. Юхма Мишши çавсенчен пĕри, вăл — писатель-пророк. Авалхине питĕ лайăх пĕлсе тата ăнланса, пуласлăха витĕр курса, хăйен çак талантлă хайлавĕпе мĕскер каласшăн пулнă-ха вăл?.. Эпĕ çапла ăнланатăп: виçĕ пысăк шухăш каласшăн пулнă вăл.
1. Халăха ертсе, çĕршыва тытса пыракан çыннăн нихăçан та вак-тĕвек туйăмсем çуратнă йĕрпе кайма юрамасть. Унăн чи пысăк тивĕçĕ халăха, патшалăха упраса хăварасси пулмалла. Çакна пула унăн час-часах хăйен вак-тĕвек туйăмĕсене те манмалла, хăйĕн кашни утăмĕ халăха, патшалăха мĕн патне илсе çитерме пултарнине ăнланма тăрăшмалла.
2. Халăха ертсе, çĕршыва тытса пыракан çыннăн: аталану çулĕпе малалла та малалла каяс тесен, хăй тавра чи ăслă, чи маттур, шухăшлама пĕлекен çынсене пуçтарма пĕлмелле. Ан тив вĕсем тепĕр чухне чуна ыраттармалли, куçа курас килмен чăнлăха та калаччăр, анчах вĕсем çав чăнлăха усал тăвас тесе мар, ырă тăвас тесе, халăха, çĕршыва, ертӳçĕне те усă пултăр тесе калаççĕ.
3. Халăха ертсе, çĕршыва тытса пыракан çыннăн çак романра çырса кăтартнă Çерçи-Туркай-Муххаммет пеккисенчен пушартан асăрханнă пек асăрханмалла, пăрăнмалла, вĕсене хăй патне çывăха та ямалла мар. Çавсен пеккисем ĕнтĕ халăха ертсе, çĕршыва тытса пыракана тĕрĕс çул çинчен пăрса ярса, йăлтах панкрута кăларма, пĕтĕм пуласлăхă пĕтерме пултараççĕ.
Кашни вулакан çакна ăнланасса, кирлĕ пек шухăш тĕвви тăвасса эпĕ чунтан-чĕререн шанатăп.
Р.М.Петрова,
писательсен Соювен членĕ,
педагогика наукисен кандидăчĕ, доцент.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...