«Каçар мана эс, ылтăнăм...»
Каçар мана эс, ылтăнăм,
каçар мана эс, кĕмĕлĕм.
Сана ялан ăстăвăп эп —
юратăп, юрă кĕвĕлĕп.
Чăн тӳпере çич çăлтăр тет,
пĕри кăна чăн çутă тăр.
Калатăн эс: «Тул çутăлать»,
мĕнех тăвайăн, çутăлтăр.
Урампала пыратпăр ак,
тĕтре ав карчĕ чатăр пек.
Пире шур уйăх ăсатать,
пĕрне-пĕри юратăр тет.
Иртмен-ха çĕр, ах, шăпчăкăм.
Иртмен-ха ĕмĕр, тусăмçăм.
Тулта — сиреньлĕ çуркунне!
Пуçу сан мĕншĕн усăнчăк?
Юрат мана эс, ылтăнăм,
юрат мана эс, кĕмĕлĕм.
Сана нихçан та манмăп эп —
савса пин юрă кĕвĕлĕп...
Галина Зотова (2014-03-15 16:33:56):
Эпĕ кунта Сениэлĕн сăввине акăлчанла куçаракан тупăннă- ха,- тесе вулама пуçларăм.Ку любитель хĕрарăм кĕписене рекламăлать иккен. Тем шутласа тупакан та пур реклама тесен.
Г.Зотова (2014-03-19 15:14:28):
Реклама çухалчĕ-ха, сăвă йĕркене кĕчĕ.