Тĕнче чăнах та тăвăр
Миша çара кайиччен ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă та ялти машинăсен паркĕнче инженер пулса ĕçлетчĕ. Ĕç хыççăн юлташĕсемпе тутăхса кивелнĕ пайсене пухса машинăсене чупакан тăватчĕç, сăрлатчĕç, çутататчĕç, американский «Форд» пухатпăр тетчĕç. Час-часах ĕç хыççăн юлса ĕçлетчĕç, киле вара мазутпа вараланса чикан ачисем пек хуп-хура çитетчĕç. Шурă шăлĕсем çеç йăлтăртататчĕç.
Çав каç Миша Надьăна Улькка аппасем патне çитерсе хăварчĕ те юрă ĕнĕрлекелесе парк еннелле утрĕ. Эп хайхи парнесене йăтнă, Надьăсем патне каятăп. Çитсе кĕтĕм, ним каличчен: «Надя, ку сана парне», — терĕм те алла тăсса çыхха тыттартăм. Хам пӳртрен пуля пек тухса вĕçрĕм. Хĕр сăмах чĕнсе те ĕлкĕреймерĕ. Эп парк еннелле çул тытрăм. Миша мастерскойра тем ĕçлет. Шаккани илтĕнет. Электричество çути çап-çутă.
— Миша, эп киле кайса килем-ха, ĕне пăруламалла, — илтĕнчĕ каçхи хуралçă сасси.
— Кайса кил ара, эп васкамастăп-ха, — хуравларĕ Миша.
Тем таран аппаланчĕ вăл, мастерскойра çутă сӳнтерчĕ те пĕчĕк хурал пӳртне кĕчĕ. Пӳртĕн кантăкне решетке тыттарнă, форточки пĕчĕккĕ кăна. Ман хаярлăхпа тулнă чĕре тухса тарасла тĕпĕртетет: «Миша, эс пулман пулсан, тен, Надя мана килĕштерĕччĕ. Вĕренĕп-ха эп те, çын пулăп. Мĕншен сана суйласа илнĕ-ши Надя, мĕншĕн? Хам телейшĕн мĕн тăвас-ши ман? — тесе хыпса çунатăп. Хурал пӳртне хуллен тул енчен питĕрсе илтĕм, пӳртне пĕр кĕтесрен вут чĕртрĕм. Хам, сиксе чĕтрекенскер, райцентра каякан аслă çул çинелле чăмрăм. Яла кĕмерĕм, пĕр татăк çăкăрсăр, пĕр документсăр аяк çула тухма хатĕрленсе утатăп. Утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса малалла ыткăнатăп. Çаврăнса пăхрăм та хурал пӳрчĕ тăрринче çулăм ташланине куртăм. Эппин, хыпса илнĕ. «Миша тухайрĕ-ши?» — хĕрхенсе пăрахрăм сасартăк.
Темиçе кун каярах пирĕн ял ачисем комсомол путевкипе Мангышлак хулине ĕçлеме тухса кайнăччĕ. Çавсен çулĕпе Хусантан Çĕпĕрелле каякан пуйăс çине çитсе лартăм. Виçĕ талăкран çитрĕм Мангышлака. Тӳрех хулари комсомол комитетне кайрăм, пирĕн ял ачисем çинчен ыйтса пĕлтĕм, çул çинче çаратрĕç, пĕр документсăр хăварчĕç тесе ĕнентертĕм. Кĕçех документсем те турăмăр, общежитие те вырнаçтарчĕç, ĕçлеме хамăр ачасемпе пĕр бригадăнах ячĕç. Каялла ярасран чун çукчĕ. Вунулттă та тултарманскер çĕнĕ хут çинче вунçиччĕри çамрăк пулса тăтăм. Эп кунтине яла пĕлтермелле мар тесе хытарсах каларăм та, туссем сутмарĕç. Пĕр çулталăкран «Ивана курнăччĕ, халь ăçтине пĕлместпĕр» тесе çырса ятăмăр. Ялта мана çухатнă иккен, вилнĕ тесе хĕрĕх кунне те асăнса ирттернĕ.
Вăхăт шăвать. Унтанпа вăтăр пилĕк çул çитрĕ. Авлантăм. Чăваш хĕрнех тупрăм çав путевкăпа пынисен хушшинче. Икĕ ывăл çитĕнтертĕмĕр. Икĕ çул каялла чăтаймарăм, анне патне çыру ятăм. Çырăва илнĕ-илмен ватă анне вĕçтерсе çитрĕ Мангышлака. Çĕрĕпе куç хупмасăр калаçрăмăр.
Миша çав каç çулăмран тухайман иккен. Çурри таран тухнă, çурри чĕрĕллех çуннă. Хуралçăсем парка чупса çитнĕ çĕре кивĕ пӳрт çунса пĕтнĕ. Миша урипе тухма тăнă пулнă та — тухайман. Мана шырама чăнах та милицисем пынă пулнă, анчах эп ăçтине никам та пĕлмен.
Ураран çапса ӳкерекен хыпарĕ мал енче кĕтсе тăнă иккен. Надя Мишăран йывăр çын пулнă, пичче виличчен туйне туса ĕлкĕрейменскерсем, иккĕшĕ пĕр-пĕринчен уйраласшăн пулман пек, кĕçех Надьăн та куçĕ ĕмĕрлĕхех хупăннă. Миша вилнишĕн питĕ хытă куляннă Надя ачине вăхăтсăр çуратнă, хăй çав каçах юн кайнипе вилнĕ. Ачи сывă юлнă тет, ăна Надя амашĕ пăхса ӳстернĕ.
Хурлă пулчĕ Надя шăпи, эпĕ пĕтертĕм ăна, эпĕ çирĕм ун телейне. Пирĕн пата пырсах çӳремен те вĕсем, ашшĕ çинчен нимех те пĕлмен ĕнтĕ вăл ача. Çав Федьăна курасран шикленсе хамран хам тарса çӳретĕп. Паянхи çулăм ăшĕнче Мишăпа Надьăна чип-чипер куртăм. Çӳллĕ хурăн мар, пĕчĕк хурал пӳрчĕ çунать пек, çулăм ăшĕнче Миша асапланса турткаланать пек. Çавна чăтайман ĕнтĕ ман чĕре, çунакан хурăн çумне тĕшĕрĕлсе аннă.
Иван сăмахне итлесе ларнă май ман чĕре чĕпĕте-чĕпĕте килчĕ. Акă кампа тĕл пулмалла пулчĕ пăян. Шăпа алли хăй çавăтса пычĕ, тупата. Чăтрăм, шарламарăм нимĕн те.
— Йывăç-курăк кушăхать. Кăштах татар-и çырлине? — Ура çине тăтăм эпĕ. — Мана мăнук пилĕк сехет тĕлне аслă çул çине тухма каларĕ. «Эпир паян Сосновкăна каятпăр, сире çула май леçсе яратăп», — терĕ. Тăвăттă çитеспе тапранса тухас та, ĕлкĕретпĕр, — хам шухăша пĕлтертĕм.
Килĕшрĕç. Пурте ура çине тăчĕç, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Пур çырлана татасси шыраса утасси мар. Йĕпине йĕпе те, татма пулатъ. Витресене тултартăмăр. Иван карçинккине кăмпа та хĕррипе танах тулчĕ. Тухрăмăр çул çине, автобус чарăнакан вырăна утрăмăр. Нумай кĕтмелле пулмарĕ, мăнукăм вĕçтерсе çитрĕ.
— Юхтарса яраймарĕ-и? Эп сире паçăрах килте чей ĕçсе ларатăр тесе. Маттур та вара эсир, тулли тултарнă витрĕрсене, — чарăнми калаçать Федя. — Пытанмалли хӳтлĕх ăçта тупрăр вара?
— Хӳтлĕх кăвак пĕлĕт айĕнче тупрăмăр. Чĕреслетсе çурĕ, пире витереймерĕ, — шӳтлет Клавье.
— Иван, паллаш. Сан умра — Миша пиччӳпе ман Надя хĕрĕмĕн ывăлĕ, ашшĕсĕр-амăшĕсĕр ӳссе çын пулнă Федя тăрать, — вăрттăнлăха тек пытарса усрама вăй-хал çитереймерĕм эпĕ. — Сăнарах пăх-ха Федя çине, каснă лартнă ашшĕ вĕт. Кĕлетки-çурăмне те, вĕлтĕр-вĕлтĕр çутă çӳçне те ашшĕнчен илсе юлнă вăл. Шăпа тĕл пулмалла турĕ ĕнтĕ сире паян.
Тĕнче тăвăр теççĕ... Тĕрĕс ваттисен сăмахĕ.
Кĕтмен хыпара илтнĕ хыççăн юпа пек хытса тăчĕ Иван. Пичĕ тăрăх куççулĕ йăрлата-йăрлата анчĕ.
— Каçар мана, тăхлач, — ман ума чĕркуçленчĕ вăл.
— Лăплан, Иван. Иртнине тавăраймăн, тăр. Сан ăшра мĕнле вут çуннине ăнланатăп эп, анчах чĕрĕ чуна пурăнмалла тунă. Сан хуйху, çылăху ачусем çине йăтăнса ан антăр кăна. Эпĕ те каçаратăп, Турă та каçартăр сана.
— Федя, ку сан Иван пиччӳ, аçун тăван шăллĕ. Пĕрне-пĕри алă парăр, пулни-иртнишĕн каçарăр та çилĕ тытса ан пурăнăр, — терĕм.
Пĕр кана пурте шăп тăтăмăр.
— Кайрăмăр, — машина алăкне уçрĕ Федя.
Кĕрсе лартăмăр. Вĕçтертĕмĕр Шупашкар еннелле. Тĕрлĕ шухăш явăнать пуçра чӳречерен пăхса пынă май. Ăнланатăп: Иван вăтăр пилĕк çул хушши асапланнă. Анчах ун айванлăхне пула çав вăтăр пилĕк çул каялла аманса юлнă ман чĕрери суран паян кун та ӳт илеймен.
Надя пĕртен-пĕр хĕрччĕ манăн. Нимле аслати те, нимле аçа-çиçĕм те сиплеес çук вăл сурана, никам та тавăрса парас çук вăл çухатăва. Ачисен айванлăхне пула чунпа аманса юлнă мĕн чухлĕ хĕрарăм чĕрин-чен сăрхăнать пуль. Чĕрĕ юн...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...