Инкек
Çав çулхине хĕл питĕ сивĕ килсе çитрĕ. Кашни кун çил-тăман тустарать. Çил вăйлă пулнипе мĕнпур çунă юра çырмасене хӳсе тултарчĕ. Çав кун хамăн пӳлĕмре ĕçлесе ларнă вăхăтра алăка пĕр карчăк уçрĕ. Вăл: «Кĕме юрать-ши?» — тесе алăка хупмасăр пăхса тăрать. «Юрать», — тесен кĕрсе тăчĕ, анчах та иртсе ларма пултараймарĕ. Хăй унталла-кунталла пăхкалатъ, темрен хăранăн туйăнать. Пирĕн ĕçре кирек кам килсен те кашнинех чи малтан тĕплĕн, пĕр чармасăр итлесе пĕтермелле, çын нушине ăнланмалла. Çавна чухласа, карчăка хама хирĕç тенкел çине лартрăм, кун хыççăн тин мĕн пирки килнине ыйтса пĕлме шутларăм. Пĕлетĕп-ха ĕнтĕ, çакăнта никам та ырă ĕçпе килмест. Мĕнле те пулин пăтăрмах сиксе тухсан кăна пирĕн пата пырса хăйсен нушисене каласа параççĕ.
Чи малтан çакна асăрхарăм: ман умра ларакан карчăк веç чĕтĕрет, нимĕн те калаймасть, пĕрмай ман çине куçран пăхса ларать. Вăл мана темĕншĕн ытла та нуша курнă çын пек туйăнса кайрĕ. Мĕншĕн тесен унăн аллисем хытса шултăркаса кайнă, пĕр куçĕ вара ытла илемсĕр курăнать, темĕнле çаврăнса тулалла тухса тăрать.
Лăплантарнă хыççăн хушаматне, ăçта пурăннине ыйтса пĕлсен, ватă хĕрарăм калаçма тытăнчĕ. Ĕмĕрне те çакăнта пулса курманччĕ, халĕ акă ватăлса çитсен кунта килме тӳр килчĕ. Тата мĕн курмалли пур-ши? — тесе йĕрсе ячĕ. Кун хыççăн ĕсĕкле-ĕсĕкле каласа пама тытăнчĕ.
— Пурăннă пурнăçра темĕн те курма тиврĕ, хурине те шуррине те куртăм, çемьелĕ пулса сакăр ача çуратса ӳстертĕм, — терĕ вăл. — Вăрçă пуçлансан упăшкана виççĕмĕш куннех унта илсе кайрĕç, эпĕ вара пĕчĕк ачасемпе килте пĕччен тăрса юлтăм. Темĕн те куртăмăр вăл вăхăтра, выçă ларма та, çунашкапа вăрмантан вутă сĕтĕрме те тиврĕ. Куçа та вăрманта турат чышса шăтарчĕ. Çапах ачасене пăхса çитĕнтернĕ.
Манăн мăшăр вăрçă чарăничченех киле таврăнчĕ, анчах икĕ урасăр. Ăна пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхма тиврĕ. Çапах çумри мăшăрпа ачасене тĕрĕс-тĕкелех çитĕнтерсе вĕрентсе кăлартăмăр. Хальхи вăхăтра пурте ĕçлеççĕ, чиперех пурăнаççĕ. Халĕ хам çумра кĕçĕн ывăл Ваççа кăна пурăнать. Мăшăрăм çĕре кĕни те нумай çул иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Ваççа пĕчĕкçĕллех питĕ чарусăр ӳсрĕ. Ăна питĕ юрататтăмăрчĕ — пĕчĕкки вĕт. Пиччĕшĕсем, аппăшĕсем пурте ун валли мĕн те пулин илсе килетчĕç, ăна ачашласа тăратчĕç. Çавăнпа вăл ачаш ӳсрĕ, никамран хăраман. Килти мĕнпур ĕçе хамах туса пынă, ăна нимĕн те ĕçлеттермен. Малтан лайăхах вĕренетчĕ, кайран вара пăрахрĕ. Сакăр çул вĕренсе тухсан малалла вĕренме шутламарĕ, шавах ачасемпе киле таврăнмасăр таçта чупса çӳрерĕ. Ӳссе çитсен киле кашни кунах ӳсĕр киле пуçларĕ. Вăл çитнĕ çĕре тутлă апат хатĕрлесе хумалла. Сĕт çимест, шавах хăйма кăна пуçтарса памалла тата çăмарта ăшаласа хумалла. Пенсие те илсе тухса каять. Унтан каллех темиçе кун таçта çухалса çӳрет. Уншăн хамах айăплă пулĕ-ха ĕнтĕ, эпĕ вĕт ăна ачаранпах ĕç хушса курман, шеллерĕм, аван ӳстĕр, хам курнă нушана ан куртăр тесе тăрăшрăм. Тĕрĕс ĕнтĕ, ытлашши те ачашласа ӳстертĕм кĕçĕн ывăла. Эпĕ унăн кипкине те нихăçан та таса мар тытса курман, шавах ачашласа, чуп туса кăна ӳстернĕ. Ăна пĕр сăмах та каламан, мĕн пур укçана кăларса панă. Укçа çук чухне кӳршĕсенчен илсе параттăмччĕ. Кӳршĕсем калатчĕç-ха ĕнтĕ, мĕн тума шавах укçа паратăн, вĕсем лавкка çумĕнчи кочегаркăра пухăнса картла выляççĕ те эрех ĕçеççĕ тесе. Çапах та эпĕ вĕсене итлемен çав. Халĕ çӳретĕп-ха, çӳрейми пулса çитсен мĕн тумалла пулать? Çапах та çак кĕçĕн ача хама пăхасса шанса тăраттăмччĕ. Ытти ачасем инçетри хуласенче пурăнаççĕ, пурте хăйсен çемйипе тата вĕсем хуларан яла килсе пурăнас çук. Ĕмĕтĕм те Ваççа çинче кăначчĕ...
— Ку ĕç çакăн пек пулса тухрĕ-ха, — терĕ малалла ватă кинемей, кăштах тăхтаса.
— Пĕр эрне каялла эпĕ килти ĕçсене пĕтертĕм те пӳрте кĕрсе кăмака чĕртсе ятăм. Апат пĕçерме шутланăччĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, Ваççа килсе кĕчĕ. Хăй ӳсĕр, куçĕсем урнă йыттăнни пек унталла-кунталла пăхкалаççĕ. Тумтирне хывса пăрахрĕ те тӳрех ман пата пырса мана йăтса илчĕ, унтан вара кравать çине пăрахрĕ. Эпĕ нимĕн те ăнланаймастăп ача мĕн хăтланнине. Тӳрех ман çири кĕпене, аялти тумтире веçех туртса, çурса пĕтерчĕ, мана хам мĕнле çуралнă çавăн пек кăна тăратса хăварчĕ. Унтан ман çине хăпарса выртрĕ. Çав вăхăтра кăшкăрма, тапкаланма тытăнтăм, анчах вăл манăн çăвара аллипе хуплать. Çапла çав ĕнтĕ, мĕн тăваям эпĕ. Кăшт хиреç тăнипех сывлайми пулса çитрĕм. Çавăнпа усă курса мана Ваççа мăшкăлласа пĕтерчĕ. Çакăн хыççăн эпĕ нимĕн тума та аптăраса тăтăм. Çынсене каласа парсан — пĕтĕм ял çинче намăса тăрса юлăн. Алăксене питĕрсе кĕтĕм те пӳртре пĕчченех ир пуличчен макăрса выртрăм. Ваççа çав каçхине киле таврăнмарĕ. Ирхине тăрса выльăхсене пăхнă хыççăн кăмака хутса ятăм, унтан вара каллех шухăша кайрăм: «Мĕнле чăтмалла-ха çак намăса? Тен, милицине пĕлтермелле? Унта пĕлтерсен ăна тӳрех тытса кайса тĕрмене хупса хураççĕ». Çапах кӳршĕре пĕр-пĕччен пурăнакан Агахви патне кайса каласа пама шутларăм. Мĕн пулнине Агахвие йĕре-йĕре каласа патăм. Вăл шанмасть. «Эсĕ ахаль кăна калан пулĕ, ун пек пулма пултараймасть, тата халиччен кун пекки тĕнчере те пулман вăл, тĕрĕсех пулсан ăна çапсах вĕлермелле!» — тет.
Икĕ кунтан Ваççа киле таврăнчĕ. Алăка шалтан питĕрсе хунăччĕ, анчах вăл шаккаса та тăмарĕ, турех тапса çĕмĕрсе ывăтрĕ те пӳрте кĕрсе кайрĕ. Каллех ӳсĕр. Çавна курса эпĕ куфайка тăхăнса куршĕ патне тухса тарасшăнччĕ. Çакна Ваççа сисрĕ те, малтанхи пекех, пĕтĕм вăйĕпе ярса тытрĕ, унтан урайне çĕклесе çапса каллех мăшкăллама татăнчĕ. Çакăн хыççăн хам çине алă хурас тесе вĕрен хатĕрлерĕм. Темиçе хут витене тухса çакăнма шутларăм, анчах нимĕнле те вăй-хал çитереймерĕм. Çапах хам:
«Ку вăл ĕçкĕпе кăна пулĕ-ха, вăхăт иртсен шавах кун пек пулмĕ, пуçĕпе шутлĕ те хăех ăнланĕ», — тесе шутларăм.
Ĕçсе-çинĕ хыççăн Ваççа каллех килтен тухса кайрĕ. Вăл ăçта кайнине, мĕн туса çӳренине нимĕн те пĕлместĕп. Çапла пулса пĕтнĕ хыççăн эпĕ питĕ хăракан пулса çитрĕм. Çынсене нимĕн те каласа паман — шавах куласран, хамăн намăс каясран шикленсе тăратăп.
Виççĕмĕш хут паян пулса тухрĕ. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче Ваççа киле килмест-и тесе чӳречерен пăхса лараттăмччĕ. Вăл килнине курсанах — килтен тухса тарма е ăçта та пулин пьгтанма шутларăм. Анчах тухса тарма ĕлкĕреймерĕм, çавăнпа тĕпсакайне кĕрсе пытантăм. Хам алăка уçма манса кайнă. Вăл алăкăн тăпсине çĕмĕрсе кĕчĕ те тӳрех мана шырама тытăнчĕ. Эпĕ хăранипе нимĕн чĕнейместĕп. «Пĕлетĕп вĕт килте пулнине, тух часрах, атту вĕлеретĕп!» — тесе кăшкăрать. Тĕпсакай хăмине уçрĕ те мана курчĕ. Тӳрех тĕпсакайне сикрĕ. Чышкипе хытă кăна çапса ячĕ. Унтан каллех тытăнчĕ алхасма.
Паян вара чăтаймарăм. Сире килсе пĕлтерме шутларăм. Халĕ ĕнтĕ каллех киле таврăнма хăраса тăратăп, пĕлместĕп мĕн тумаллине те...
Çак сăмахсем хыççăн карчăк тата хытăрах ĕсĕклесе йĕме тытăнчĕ...
Ĕçе тĕпчесе пĕлнĕ вăхăтра Ваççа нимĕн пытармасăр, веçех тĕрĕсне каласа пачĕ. Çак хăрушă ĕç çакăнтан пуçланса кайнă иккен: ялти çамрăксем ниçта кайса нимĕн тума аптăранă пирки яланах ăçта килнĕ унта пухăнаççĕ те эрех ĕçме тытăнаççĕ. Шăматкун каçхине вара хуларан килнĕ çамрăксем нумай пулаççĕ. Вĕсем хулара хĕрсемпе алхаснине тата таçтан илсе килнĕ видеокассетăсемпе телевизор çинче курнисене каласа кăтартаççĕ иккен. Пĕррехинче Ваççа та телевизорпа «секс» текен япала курнă. Çавăнпа та çапла туса пăхма шутлать.
Акă паян суд пырать. Ваççа амăшĕ пулни-иртнине каласа парсан, судья куçĕнчен пăхса çапла калать: «Манăн ачана тĕрмене хупса лартас марччĕ ĕнтĕ, куратăр-и, мĕнле пĕтсе кайнă вăл? Унта ăна çимелли те çитмест пулĕ, халĕ хăех ăнланчĕ ĕнтĕ, урăх ун пек тумĕ, эпĕ ăна каçаратăп. Шел ачана, хам çуратса хамах пăхса ӳстернĕ вĕт ăна. Халĕ кăларса ярсан çавăтсах киле илсе кайăтăмччĕ.» Куççульпех йĕрсе ячĕ, хăй.
Амăшĕн чĕри — амăшĕн чĕри иккен вăл. Темĕнле ирсĕр ĕç тусан та уншăн хăйĕн ачи — чи хакли те аванни...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...