Сарă тутăр
Кĕркунне. Çумăр çусах тăрать, йĕпе, пылчăк, урама тухас та килмест. Мишапа Надя çаплах çумăр витĕр йĕпенсе урам тăрăх каллĕ-маллĕ çӳреççĕ. Пĕр лăпкă çĕре кĕрсе тăма та шутларĕ Мишша, анчах та лăпланса тăраймасть, мĕншĕн тесен вăл кĕçĕр юлашки каç çамрăк хĕрпе тăван ял урамĕпе утать, ыран кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче салтака тухса каять. «Каламалли сăмахсене веçех каларăм пуль», — терĕ те Мишша, Надьăна пӳрчĕ умне илсе çитерчĕ. Ытла çĕре юлсан хĕре ашшĕпе-амăшĕ вăрçма пултараççĕ, ыран ăсатма та ямĕç тата.
Надя вырăн çине выртсан та часах çывăрса каяймарĕ, пуçне çавах пĕр шухăш çĕмĕрчĕ. Мĕн пулать малалла, енчен те...
Мишша вара килне кайма васкамарĕ, Надьăран инçех те мар унăн юлташĕ пурăнатъ, вăл Надьăн кăна мар, Мишшан та хаклăран та хаклă юлташĕ. Пур сăмахсене те çак юлташ-хĕре каласа, унран ăс ыйтса, кăмăлра аван мар туйăмсем пулсан каласа парса лăпланаканччĕ. Надьăпа та юлташ-хĕрĕ урлă паллашса кайрĕç.
Юлташ-херĕ ăна, кĕрессе пĕлсех, кĕтсе тăнă, алăкне те тĕртсенех пырса уçрĕ. Мишшана вĕри чей ĕçтерчĕ, кукăль çитерчĕ. Ыран ăсатма каясси пирки калаçса ларчĕç. Ăсатма каймасан Мишша ăна каçарас çук, вăл каймасан Надя та пымасть, çынсенчен вăтанать, ашшĕ-амăшĕ пĕлсен те ырă каламĕç, юлташĕпе кайсан вара вăрçмĕç.
Юлташ-хĕре Аля тесе чĕнеççĕ. Тирпейлĕ, пысăках мар пӳллĕ, сăмаха шутламасăр калаçма юратмасть. Ыран шкула та каймалла унăн, салтак ăсатма та каяс килет. «Атя ыран ирех тăрса шкула каятпăр. Хăвăр учительтен ирĕк илетпĕр те вара вăрçмĕç сире шкулта», — терĕ Мишша. Килĕшрĕç. Мишша килне каймарĕ, Альăсем патĕнчех çывăрчĕ. Ирхине ултă сехетре вуникĕ çухрăмра вырнаçнă шкула тухса утрĕç. Çул çинче мĕн çинчен кăна калаçмарĕç вĕсем, кулчĕç, юрларĕç; çапла вара кăнтăр тĕлне каялла çаврăнса килчĕç. Кăнтăр апат хыççăн каччăна салтака ăсатрĕç.
Надя те хурланчĕ, те савăнчĕ Мишшана ăсатса ярсан — юлташĕ кăна пĕлеймерĕ. Хаш! кăна сывларĕ Мишша çинчен калаçнă чух. Салтака кайиччен Мишша Альăна хĕр-юлташна ан пăрах, хуйхăртса ан ларт, урăх каччăсемпе ан çӳреттер тесе хăварчĕ. Малтанхи кунсенче чăнах та Надя Аля патне килсе çӳрерĕ, çырусем те пĕрле çырчĕç вĕсем салтака, пĕрлех вуларĕç те. Кайран вара хĕр-тусĕ пачах çухалчĕ. Аля юлташĕсенчен Надя хулана тухса кайнине пĕлчĕ. «Мĕнле-ха капла, ним каламасăрах тухса кайнă. Мĕн ĕçĕ пур-ши унăн хулара?» — кулянчĕ вăл.
Çапла кунсем иртсе пычĕç. Альăпа Надя татах сайра тĕл пулчĕç. Хĕл кунĕсем çитнĕ май Аля та яла сайра çӳрерĕ. (Шкулĕ ют ялта пулнă май çав ялтах хватерте тăрать вăл). Çак ялта Альăн та савнийĕ пур. Валери теççĕ ăна. Килĕштерет ăна хĕр. Вăл хăюллă, пӳрен те çӳллĕ, тĕсрен те хитре. Валерие курман кунсенче Аля ухмаха тухасла тунсăхлать.
Хĕл иртсе кайрĕ. Яла салтаксем таврăна пуçларĕç. Ялта Надя каччăпа çӳреттекен сăмах сарăлчĕ, анчах хăй курмасăр Аля çын сăмахне ĕненмерĕ. Надьăна сайра хутра тĕл пулнă самантсенче çав хыпар çинчен ыйтса пĕлеймерĕ.
Мишшан çырăвĕсем эрнере икĕ хутчен вĕçсе çитеççĕ Аля патне. Пĕр çырăвĕнче вара каччă Надя çинчен ыйтса çырса ячĕ. «Çук, çук, тĕрĕс мар, Надя клуба та тухса çӳремест», — хуравларĕ хĕр. Мишша Альăна Надьăн çыруне ярса пачĕ. Хăй вара: «Мĕн, эпĕ нимĕн те çухатмастăп, ун пек юратăва тата та тупма пултаратăп. Надя вара ӳкĕнĕ-ха. Ак сана унăн çыруне ярса паратăп. Вуласа тухсан ăнланăн вăл мĕн çухатнине. Мана эсĕ ан çиллен, çилленетĕн пулсан каçарма ыйтатăп». Надьăн çыруне вуланă май Аля хăлхине хупларĕ, куçĕ курми пулса пычĕ: «Альăна, Мишша, эсĕ шанса çыру ан çыр, вăл ман çинчен сана улталаса çыратъ. Эпĕ урама та тухмастăп, ун патне çӳреместĕп. Мишша, манăн хуйхă пысăкран та пысăк. Хырăм та ыратать. Эпĕ хăратăп ача пуласран, пулсан мĕн тумалла-ши?!» — тесе çырнă. Ку çырăва Мишша салтака кайсан пĕр уйăхран çырнă.
— Мĕнле-ха капла, эпир вăл вăхăтра Надьăпа туслăччĕ вĕт-ха? Пĕрле çырусем çырса тăраттăмăр салтака та.
Çырăва вуласа тухсан Аля темĕн вăхăтчен тĕлĕнсе ларчĕ, куçĕсем куççульпе тулчĕç. Надьăн савăнăçлă сăнарĕ тухса тăчĕ унăн умне. «Çук, çук, пулма пултараймасть ун пекки. Надя хĕрача мар, шанмастăп. Хăй тата ман çинчен епле çапла çырма хăйнă-ха? Ах, пуçăм çурăлать, çаврăнать... Юратнă юлташăм паянтан çухалчĕ манăн». Çак çыру хыççăн Аля юлташĕ çинчен манчĕ. «Пурăнтăр хăй пĕлесле, мана вăл тахçанах юратман иккен», — шухăшларĕ вăл.
Кунсем иртрĕç. Аля шкул пĕтерсе вĕренме тухса кайрĕ. Хăйĕн юратнă Валерийĕпе те сайра тĕл пулкаларĕç вĕсем.
Октябрьски уявĕнче Надя Коля ятлă йĕкĕте качча тухрĕ, туй турĕç. Аля та туйра пулчĕ, çамрăксене саламласа парне те пачĕ. Килне таврăнсан хĕре пĕр шухăш канăç памарĕ: «Туй хыççăн Надьăн пурнăçĕ мĕнле пулĕ-ши? Мĕншĕн Мишшана кĕтмерĕ-ха çак хĕр? Мишша Надьăна çав тери юрататчĕ, пĕрлешсе телейлĕ мăшăр пулатчĕç.»
Мишша Аля патне çыру çырсах тăчĕ, Надя çинчен вара асăнма та пăрахрĕ. «Аля та Аля юлташăм. Санран çывăх юлташам çук», — тесе çыру çыркаларĕ. Пĕр çырăвĕнче вара: «Аля, манăн сана пĕлтерес килет, манăн чĕрем саншăн çунать. Эпĕ сана юрататăп. Ку япала манăн паян та, кăçал та мар, хамăр пĕчĕккĕ чухнех çуралнă. Эпĕ сана юлташăм вырăнне хурса кăна юратмастăп, чун-чĕрем хушнипе. Надьăпа та эсĕ каланипе çеç çыхланса кайрăм. Санпа çывăх пулас тесе, эсĕ хушнине итлес тесе... Хăвна калама хăяймарăм, эсĕ мана юратас та çук терĕм. Мĕншĕн тесен санăн ман пата юлташла туйăм çеç. Аля, çак çырăва хурав пар, енчен те манăн сăмахсем санăн чĕрӳне хускатрĕç пулсан. Эсĕ мана хирĕçлен пулсан, эпĕ вара яла та таврăнас çук.» Аля çыру çине хурав пачĕ: «Мишша, эсĕ манăн юлташ, чи çывăх юлташăм, эсĕ ăна хăв та пĕлетĕн. Эпĕ сана юлташла юрататăп, урăхла туйăм пулма та пултараймасть, урăх ан та ыйт. Юлташла çыратăн пулсан çыр, ытти шухăшпа пулсан ан та çыр.» Анчах та çак çыру хыççăн та вĕсен çыхăнăвĕ татăлмарĕ. Мишша урăх юрату çинчен çырмарĕ, кашнинчех «юлташ» та «юлташ» тесе çырчĕ. Кăрлач уйăхĕнче канма килсе кайрĕ.
Çуркунне Аля вĕренсе пĕтерсе кӳршĕ ялти сельмага сутуçă пулса таврăнчĕ. Юратнă каччи те çав ялтанах унăн. Çапла çуркунне те, çу та иртсе кайрĕç. Кĕркунне Валерие салтака илсе кайрĕç. Ăсатма Аля района каяймарĕ. Çумăр вăйлă çунипе каччă умне йĕпеннĕ çӳçпе тухма вăтанчĕ вăл. Ытла та хытă юратать-çке вăл Валерие! Валери вара çилленнĕ хĕре: «Ăсатма та килмерĕ юлашкинчен, ӳпкелерĕм, çыру та çырмастăп. Вăл мана юратмастъ ĕнтĕ, салтакран та кĕтсе илеймĕ», — тесе хăварнă вăл ăсатма пыракансене.
Çак сăмахсене илтсен Аля макăрчĕ, ӳкĕнчĕ хăй туйăмне Валерие систерменшĕн. Çапах та Валери çыру çырчĕ. Анчах та кашни çырăвĕнчех ӳпкев сăмахĕсем пулчĕç. Аля вара качча хăй пĕр ăна çеç юратни пирки çыраймарĕ. Юлашкинчен Валери пачах çырма пăрахрĕ. Альăна çут тĕнчере нимĕнле савăнăç та çук пек туйăнчĕ, пурăнасси те килмерĕ, вăл урама та, клуба та çӳремерĕ. Çав-çавах çыру кĕтрĕ, Валерийĕн кивĕ çырăвĕсене темиçе хутсен те вуласа тухрĕ, сăнӳкерчĕкне те сумкинчех чиксе çӳрерĕ.
Хĕл те ларчĕ, салтакран ялти яшсем килкелерĕç. Мишшана та тăванĕсем кĕтрĕç. Альăна курсан: «Мишша урăх çыру çырмастăп, часах таврăнатăп тесе çырнă», — тесе калаçрĕç. Çапла пĕр каç Мишша яла çитсе те кĕчĕ, чемоданне пӳрте кĕртсе лартнă-лартманах, тăванесене систерсе тăмасăрах, Альăсен урамне чупрĕ. Анчах та хĕр килте пулмарĕ. Кӳршĕ ялта ĕçлекенскер ку вăхăтрах килне çитеймерĕ-ха вăл. Вăл килне çитсе çăвăнса апат çиме ларнăччĕ çеç, Мишша çитсе те тăче. Альăна йăтса илсе хăй тавра çавăрчĕ. Савăнчĕç, кулчĕç, пурин çинчен те калаçрĕç вĕсем. Каçпа клуба тухса утрĕç. Унта та пĕр-пĕринчен уйрăлма пĕлмерĕç. Вăйă хыççăн та каччă хĕре килнех ăсатса ячĕ. Тепĕр кун та çапла, тата тепĕр кун та...
Пĕр каç клубра вăрахчен ташларĕç çамрăксем. Киле Аля хасри хĕрсемпе пĕрле утрĕ. Хыçĕнче каччăсем пыраççĕ, Мишша та вĕсемпе пĕрлех. Хĕрсен килĕсем тĕлне çитсен çамрăксем саланса пычĕç, пĕр-пĕрне ырă каç сунса хапха-крыльцасене кĕрсе çухалчĕç. Мишша вара Альăсен тĕлне çитсен чарăнса юлчĕ. Хĕр ăна: «Эсĕ мана ăсатма çӳресе тата нумай вăхăтна сая яратăн-и-ха, е хĕрсем качча кайса пĕтессе кĕтетĕн», — терĕ. «Çук, Аля, мана урăх хĕрсем кирлĕ мар, вĕсем хуть те качча кайччĕр, хуть те ан кайччĕр, мана кăсăклантармаççĕ. Эпĕ çаплах сана ăсатма çӳресшĕн, санах юрататăп вĕт, — нимĕн те тăваймастăп», — тесе хучĕ. Аля сасартăк Мишша аллинчен хăйĕнне карт! туртса илчĕ те: «Енчен те çав шухăшла çӳретĕн пулсан, урăх килмессе те пултаратăн. Эпĕ те урăх клуба тухмастăп, кирлĕ мар мана ăсатма», — тесе хуравларĕ. Хăй лăпкăн утса килне кĕрсе кайрĕ.
Виçĕ кун иртсен тин килчĕ Аля кӳршĕ ялтан, Мишшана тĕл пулас килмерĕ унăн. Анчах килне çитнĕ-çитмен Мишшан инкĕшĕ чупса пычĕ. Амăшĕ каланă тăрăх виççĕмĕш хут килет ĕнтĕ вăл вĕсем патне. Мишша ăçтине ыйтса пĕлесшĕн. Çав каçранпа Мишша килĕнче пулман иккен. Аля клуб хыççăн килне килнине, Мишша урамрах тăрса юлнине каласа пачĕ. Инкĕшĕ макăра-макăра тухса кайрĕ. Тата икĕ-виçĕ кун та иртрĕ, каччă çаплах тупăнмарĕ. Тăванĕсем Мишшан виллине те пулин шырама тытăнчĕç. Хĕр çак пулса тухнă пăтăрмахшăн хăйне айăпларĕ, ниçта кайса кĕреймен енне хăйне сăмах пачĕ: «Çакăнтан Мишша тупăнсан, чĕрех пулсан, унпа туслă пулма килĕшетĕп. Анчах качча тухма... Тăванĕсем ăна авлантарасшăн пулсан та...» Вуннăмĕш кунĕнче Мишша тупăнчĕ, хăех таврăннă вăл. Пĕрле салтакра пулнă ача патне çав каçах пуйăспа ларса кайнă иккен. Альăна курмасăр тăрсан, тен, манăп тенĕ вăл, çапах манайман. «Халех Альăна калаçтарăр мана качча тухма, унсăрăн эпĕ ялта юлмастăп, тухса каятăп», — тесе кăларса янă вăл тăванĕсене хĕр патне. «Хăй килтĕр, сирĕнпе нимĕн çинчен те калаçмастăп», — тесе кăларса ячĕ хĕр вĕсене. Нумай та вăхăт иртмерĕ, Мишша çитрĕ. Аля калаçăва ӳпкеврен пуçларĕ: «Мана айăплă тăвасшăнччĕ-и эсĕ? Манран ăçта вилли тесе ыйтаççĕ, имĕш, эпĕ вĕлернĕ сана, е вĕлерекенсене пĕлетĕп те вĕсене каламастăп. Çапла тумасан та юратчĕ пуль, сана эпĕ нимех те каламарăм вĕт. Çав сăмахшăнах кайса çухалтăн», — терĕ вăл. «Çук, хальлĕхе веçех кайса çухалмарăм, енчен те халĕ манпа килĕшмесен, пуçĕпех кайса çухалатăп», — тесе чăмăртарĕ хĕр аллине Мишша. Аля Мишша çухалнă вăхăтсене аса илчĕ те кăшт çӳçенсе илсе: «Çухалма памастпăр ĕнтĕ урăх, çӳрех, анчах туй çинчен халех калаçмăпăр», — тесе Мишшана ăсатса ячĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...