Пĕчĕк палăк
Лучше гор могут быть только горы,
На которых еще не бывал.
Владимир Высоцкий
Ан ятлăр мана тусене юратнишĕн,
Ан юлăр хыçран йĕкĕлтевлĕн кулса.
Чĕнет ту çине çулçӳревçĕсен йышĕ,
Ăсатăр эп кайнă чухне ыр сунса.
Унта хĕресленнĕ тасалăхăн çулĕ,
Унта кашниех тупĕ тус-пĕлĕшне.
Мухтанчăк пĕр ĕмĕр юхтарнă куççулĕ
Тăраймĕ çут сывлăм пĕрчийĕ тĕшме.
Сив çумăр-и карĕ ума сив шăналăк —
Хĕмленĕ кăвайт çул çӳрен куçĕнче.
Пĕччен тунсăхлать тахçанах пĕчĕк палăк
Шур чуллă Эрмен ту каççийĕ çинче.
Ӳсет пин хĕвелĕн сарпуç çумлă-çумлă,
Юлать пирĕнтен çулçине юсаса.
Пулаймĕ, пулаймĕ парнеçĕм ман сумлă,
Каçар, пĕчĕк палăк, параймăп татса.
Татсассăн-и? Çумăр та, юр та хӳтерĕ,
Эппин, айлăмри хӳтлĕхре ӳстĕрех.
Шух çил варкăшса сан патна, тен, çитерĕ
Ун ыр шăршине кунсерен ир-ирех.
Кунта салтаксем вăранми çывăраççĕ.
Итле, пĕчĕк палăкăм, тимлĕ итле:
Сарпуç чечекне хулара та сутаççĕ,
Вĕсен ячĕпе илсе лартăп киле.
...Ан ятлăр мана тусене юратнишĕн,
Ан юлăр хыçран йĕкĕлтевлĕн кулса.
Кĕтет таврăнми салтаксен паттăр йышĕ —
Ăсатăр мана ăш салам каласа.
Шухăшсем
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...