Сентябрь
Сывлăш уçă. Шăвăнать васкавлăн
Пĕлĕт хыççăн пĕлĕт кăнтăра.
Çил те вăйлă, улăпсем лăсканăн
Каш-ш... кашлать вăрманĕ катара.
Пур çĕрте те эп куратăп: тутă,
Ылтăн тумлă кĕркунне умра.
Чунăмра илемлĕ те çап-çутă
Сар чечеклĕ çуркунне курап.
Çу каçа ĕçре вăй пухнă хыççăн
Шкул каллех кĕтет пире паян.
Ун енне утса-утса пыруçăн
Вăл темрен те хаклине туян.
Аслă класс. Çут çăлтăр пек выляççĕ
Тантăшсен саламлă куçĕсем.
Тус-йышла хаваслăн тăсăлаççĕ
Тĕрекленнĕ çирĕп алăсем.
Ачаран вĕренӳре туптаннă
Ырă туслăх тивлетне куран.
Кашнинех ытам тулли тытан та
Юлташла сулмаклăн чăмăртан.
Çак хастарлă алăсем час пуçлĕç
Коммунизмăн кил-çуртне тума.
Пур ĕçре те хаклăн кирлĕ пулĕç
Ман пуян Тăван çĕршывăма.
Çак çынсем те тимлĕн пуянлатĕç
Тăван халăхăн культурине.
Машинсем маттуррăн ертсе кайĕç
Аякри планетăсем çине.
Тăван класс. Юлташсемпе ларатпăр
Юлашки çул парттă хушшине
Çирĕп пулĕ туслăх яланах та,
Манмăпăр нихçан та пĕр-пĕрне.
Шухăшсем
Watch this if you are struggling to get ...
Need a boost in website traffic? Our AI ...
Not getting enough leads for Chuvash? Ch...
Is your Chuvash website missing out on l...
Wanting to maximize your website ...
Want more targeted leads to your website...
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...