Кĕр ĕçки
Çын килнине систерчĕ çеç хапха,
пӳрте Ванькка вăртах кĕрет тăрать.
– Çулталăк отчетне тăватăп-ха, –
тесе, лармасăрах алне парать.
Анне сăпайлăн ячĕ ăсатса,
– Ун пеккинчен эпир юлмастпăр-çке…
Кĕçех чейник тулли сăра йăтса
кĕр шăнĕпе уттартăмăр ĕçке.
Кĕрсессĕнех параççĕ виç курка,
йăли пырать ку пирĕн авалтан.
Чуна уçмалăх вăхăчĕ пур-ха,
сĕрес пулать чĕлхесене малтан.
Хурăнсарсем лараççĕ тĕпелте,
кунта пулать ял хыпарне пĕлме.
Ар-мĕнĕсем кĕресшĕн мар пӳрте,
халап çапса ĕмеççĕ чĕлĕме.
Ак кĕмĕл планка сассине парсан
урай хăми пуçларĕ авăнма.
Те купăсçи ăста каланăран –
Ташлакансем пĕлмерĕç ывăнма.
Ĕç тарĕ, кирĕкĕ, хуйхи-суйхи
çан-çурăмра ан юлччăр, тухччăр-и.
Мĕнех вара, пушаннă-çке уй-хир,
ухтартăр-и пуçа урпа сăри!
Кĕр мăнтăрне кăтартрĕ кĕреки.
Хăна-вĕрле кăтартрĕ хăйĕнне.
– Çак кĕрпеле кĕртесшĕнччĕ-ха кин, –
эп илтмеллех пăшăлтатать анне.
Хăмла хăвачĕ çавăрчĕ пуçа,
Тепри, тен, печĕ ӳсĕре юри.
Тухсах ăсатрĕ хапхинчен хуçа,
çул куркипе шăранчĕ çул юрри.
Пĕрремĕш хут хăна ята илтсе
çапла эп пултăм пысăк ĕçкĕре.
Çав çултанпа, хĕрӳ ĕççи иртсен,
пыратăп палăртса кашни кĕре.
Йĕпреç, 19.09.1974.
Шухăшсем
Watch this if you are struggling to get ...
Need a boost in website traffic? Our AI ...
Not getting enough leads for Chuvash? Ch...
Is your Chuvash website missing out on l...
Wanting to maximize your website ...
Want more targeted leads to your website...
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...