Пишпӳлекри тĕлпулу
Ухсай Яккăвне эпĕ хамăн пурнăçра пĕрре çеç курнă, анчах унăн сăмахĕсем, вăл хăйне тыткалани, унăн сăнарĕ халĕ те паянхи пек куç умĕнче.
Пишпӳлек вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренеттĕм. 1957 çулхи кĕркунне пирĕн класс ертӳçи, физкультура вĕрентекен Федор Порфирьевич Миронов (йывăр тăпри çăмăл пултăр) мана чĕнсе илчĕ те çапла каларĕ:
— Акă сана, Федотов, икĕ йыхрав хучĕ. Ыран Пишпӳлеке Ухсай Яккăвĕ килет. Кăнтăрла иртсен тăватă сехетре политвĕренӳ кабинетĕнче унпа тĕлпулу иртет. Пĕр-пĕр юлташупа çавăнта пулăр.
— Юрать, юрать, эсир каланă пекех тăвăпăр, — тесе алла тыттарнă йыхрав хучĕсене савăнсах йышăнтăм. Анчах миçе чăваш ачине кăна чĕнмерĕм пуль, пĕри те пырасшăн мар. Чĕннĕ вăхăт çывхара пуçласан хампа пĕрле вĕренекен тата пĕрле интернатра пурăнакан, чăвашла кăштах калаçкалакан тутар ачипе Сабитов Раиспа политвĕренӳ кабинетне кĕрсе лартăмăр. Унта учительсем, районти «Колхозри ĕç» хаçатăн редакци ĕçченĕсем тата ытти ентеш — пĕтĕмпе 40-50 çын пуçтарăннă.
Часах пӳлĕме хулпуççи çине хура пальто уртса янă, пĕр аллине çĕлĕк тытнă, çӳллех мар тăн-тăн кевтеллĕ арçын, ун хыçĕнчен икĕ хĕрарăм кĕчĕç те тӳрех тĕпеле иртсе çийĕнчи тумтирĕсене хывса хучĕç, килнĕ çынсене сывлăх сунса сĕтел хушшине ларчĕç. Яков Гаврилович çĕнех мар хăмăр тĕслĕ костюм тăхăннă, шурă кĕпе çӳхи айĕнчен костюм тĕслех галстукĕ илемлĕ курăнать. Вăл ура çине тăрса Шупашкар çыравçисемпе сăвăçисем çинчен, хăйĕн ĕçĕсем тата малалли тĕллевĕсем пирки 40-50 минута яхăн калаçрĕ. Курнăçăва килнĕ çынсем ăна сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç. Сăмахне вĕçленĕ хыççăн паллă сăвăç ыйтусем пама сĕнчĕ.
— Хальхи вăхăтра чăвашсенчен камсем критиксем шутланаççĕ? — тесе ыйтрĕ Михаил Андреевич Матвеев учитель кăштахран.
— Критиксем хальхи вăхăтра шапа пек сивĕ, — пуçларĕ Ухсай хăйĕн сăмахне. Вăл мĕн каланине паянхи пек астăватăп. Малалла вăл критиксен ĕçĕсем çинчен сăмахларĕ. Çак вăхăтра итлекенсем:
— Критиксен ĕçĕсем çинчен мар, критиксем камсем пур тесе ыйтрĕ вăл, — терĕç.
— Э-э-э-э, çапла-и? Хальхи вăхăтра чăвашсен критикĕсем чылай, анчах хăйĕн ĕçĕсене тивĕçлипе туса пыраканнисем иккĕн çеç.
Вăл чăваш литературин пĕр паллă критикĕн ятне, хушаматне каларĕ, унтан сăмахне малалла тăсрĕ:
— Иккĕмĕш критикăн ятне мана калама та лайăх мар, майлах мар пек туйăнать те, анчах эпĕ Мария Ухсайăн, хамăн юлташăн, ятне каласшăн.
Унăн мăшăрĕ, Мария Ухсай, сĕтел хушшинче юнашарах ларатчĕ, каярах вăл та тăрса сăмах каларĕ. Тĕлпулăва килнĕ çынсем сăвăçа нумай ыйту пачĕç. Вăл пурне те васкамасăр, тĕплĕ хуравсем пачĕ.
— Яков Гаврилович, сăвăсем çырасси мĕнрен пуçланчĕ? — тесе те ыйтрĕç унран.
— Граждан вăрçи вăхăтĕнче эпĕ Пишпӳлекре шкулта вĕренеттĕм. Пĕррехинче мана хваттер хуçи çапла каларĕ: «Якку, ара, эсĕ Кĕçтенттинĕн виççĕмĕш сыпăкри шăллĕ пулатăн, мĕншĕн-ха санăн сăвăсем çырса пăхмалла мар?» Çавăнтан эпĕ, чăнах та, çырса пăхас терĕм. Вăл вăхăтра Пишпӳлеке пĕрре хĕрлисем, тепре шуррисем илеççĕ. Пăшал пенĕ сас илтĕнсех тăрать, хĕрарăмсем вара пӳртрен кĕлете тухнă е кĕлетрен пӳрте кĕнĕ чухне пуçĕсене кăвас чĕресĕ тăхăнса утатчĕç. Пуçĕсене винтовка пульли ан лектĕр тесе. Çавăн çинчен «Кăвас чĕресĕ винтовка пульлинчен хӳтлĕх парас çук» тесе пĕрремĕш сăввăма çырнăччĕ.
Çак ыйтăва хурав панă самантра Яков Гаврилович çавăн пек шухăша та палăртрĕ: тен, Кĕçтенттин Иванов пулман пулсан Ухсай Яккăвĕ те пулмĕччĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...