Çилхăван


Тахçанах пулса иртнĕ çак ĕçсем. Аслă турă пĕрремĕш çынсене тăмран йăваласа ĕлкĕреймен-ха. Шуйттан ĕçĕсем те сарăлма ĕлкĕреймен тĕнче тăрăх...

Çакăн пек авалхи вăхăтра пурăннă тет Урхамахсем вăрмансемпе уйсем хушшинче. Юнашарах пĕр юханшыв юхса иртнĕ. Çак шыва вĕсем Атăл тесе ят панă. Çак урхамахсем çинчен Сар Хĕвел кăна пĕлсе тăнă. Унран ыйтса акă мĕн пĕлтĕм:

— Урхамахсен тĕсĕ çӳллĕ тусем çинче выртакан юр пек шап-шурă пулнă. Çĕре çити çитекен çилхĕйĕсем хĕвел пек сарă. Куçĕсем таса тӳпе пек кăн-кăвак. Çуралнă вĕсем ирĕклĕхре, пурăннă ирĕклĕхре, пурнăçне те ирĕклĕхре вĕçленĕ. Ĕмĕрех пурăннă вĕсем нуша курмасăр. Çӳренĕ вĕсем вăрмансемпе уйсем хушшинче çутçанталăка савса. Çутçанталăк та çакăн пек таса чунлă чĕрчунсене курса савăннă.

Çавăн пек таса чунлă чĕр чунсем хушшинче пĕри уйрăмах палăрса тăнă. Унăн ячĕ — Çилхăван (хăвăрт чупакан лаша). Вăл хăйĕн юлташĕсем хушшинче ытла та хăвăрт чупнипе уйрăлса тăнă. Анчах вăл ыттисемпе пĕрле çӳреме хăнăхман. Пĕччен çӳреме юратнă. Çавăнпа вăл, шыв туррипе, Ийĕсемпе туслашса кайнă. Çилхăван Ийĕсенчен шыв çинчен нумай ыйтса пĕлнĕ, ăс пухнă. Тем те пĕлнĕ çак Ийĕсем. Анчах вĕсем юханшыв ăçта юхса çитнине пĕлмен. Пĕррехинче çак Çилхăван хурав шырама кайнă. Çичĕ кун та çичĕ каç вĕçтернĕ урхамах кăнтăр еннелле. Саккăрмĕш кунĕнче çитнĕ вăл сарлака Тинĕс патне. Анчах тинĕс хумханать, Тинĕс темшĕн хурланать. Урхамах Тинĕсрен ыйтрĕ: «Мĕншĕн Тинĕс хумханатăн. Мĕншĕн хăнана килĕштерместĕн».

— Эс килнишĕн савăнатăп, хăна. Анчах кăнтăр енче темле арçурисем ман таса шыва хуратаççĕ. Мана сиен тăваççĕ. Эсĕ мана пулăшсан эпĕ питĕ савăнатăп.

Çакна илтсен пирĕн Çилхăван кăнтăр еннелле вĕçтерчĕ. Пĕр кун та пĕр каç кайрĕ çапла. Ирхине пăхать — инçетре ту тăррисем курăнаççĕ. Тата кăштах кайсан акă мĕн курчĕ. Тусем тăрринчен килнĕ Шуйттан çарĕ çутçанталăка ирсĕрлетет, таса юханшывсене хуратса пĕтерет, йывăçсене тăпăлтарать, тĕтĕмĕ хăпарса сывлăша варалать, тăпрапа тусан пушхирти пек çĕкленет. Мĕнпур чĕрчун хăрушă вилĕмрен тарса урхамах еннелле чупаççĕ. Çакна курсан пирĕн Çилхăванăн чăтăмĕ пĕтрĕ. Ийĕсем вĕрентнине асаилех каять. Часрах тасатать хуралнă юханшывсене. Вара Тинĕспе калаçать. Тинĕс ăна хăйне пулăшнăшăн парне парать. Ку парне — шыв çулĕ. Малалла урхамах шыв çинче те çĕр çинчи пекех чупма пултарать. Ыткăнчĕ каялла хăйĕн тăванĕсемпе тусĕсем патне.

Тата хăвăртрах сиктерчĕ килелле шыв тăрăх Çилхăван. Виçĕ кун та виçĕ каç кайрĕ хастар урхамах пĕр канмасăр. Тăваттăмĕш кунне çитрĕ хăйĕн çуралнă çĕршывне. Çитнĕ — çитмен тăванĕсене хыпар пĕлтерчĕ:

— Тăвансем, кăнтăр енчен пирĕн пата Шуйттан çарĕ килет. Вĕсене чармасан çутçанталăка аркатса пĕтерĕç. Анчах урхамахсем вăрçма юратман, вĕсен хушшинче ни вăрçă, ни кĕрешӳ нихăçан та пулман. Мĕн калăн, питĕ туслă пулнă малтан урхамахсем.

— Эпир нихçан та пĕр вăрçа та кĕмен, — каларĕ сăмахне аслă Урхамах. — Анчах пĕтĕм тĕнче пĕтме пултарать пулсан эпир хатĕр вăрçа кайма. Çапах та вăрçа нимсĕр-мĕнсĕр каймаççĕ. Çутçанталăк Ийĕсем пире пулăшу парсан эпир кайăпăр. Чăтма пултараймастпăр пирĕн тăрăхра арçурисем утнине. Малалла пĕр утăм та вĕсем тăваймĕç. Çыхса лартĕç курăксем, йывăç тураттисем вĕсен алли-урисене.

Савăнса кайнă Çилхăван вĕçтерчĕ çил Ийĕсем патне.

— Эпир сана ӳстерсе çитĕнтернĕ, çавăнпа парăпăр сире тепĕр парне — çил хăватне. Эсир малалла çилтен те хăвăртрах вĕçтерме пултаратăр.

Тата хытăрах савăнчĕ урхамах. Çитсе тухрĕ таса вырăна, ыйтрĕ Сарă хĕвелтен:

— Ырă та йăваш Хĕвел, тархасшăн, пулăшсамăр пире Шуйттан çарне чарма.

— Çĕр çинче мĕн пулса ирни мана пĕрре те тĕкĕнмен. Анчах эпĕ çунтарса яма хăраманшăн парăп сана хĕç-пăшал, пулĕ сан çамка çинче ылтăнпа йăлтăркка мăйрака.

Çак парнене илсе вĕçтерчĕ Çилхăван хăйĕн тăванăсем патне. Çитрĕ те каллех ăнлантарма пуçларĕ хăйĕн юлташĕсене:

— Куратăр-и, пĕтĕм çутçанталăк пире пулăшать! Пыратăр-и халĕ Эсир манпа Шуйттан çарне тавăрма?

Нумай паттăр урхамах тапранчĕ Çилхăван хыççăн. Урхамахсем урисемпе тапăртатса пынипе çĕр чĕтренсе тăнă. Çил урхамахсем вăçтерсе пынинчен тĕлĕнсе тăнă. Çӳл тӳпери Сарă хĕвел хăрушă çапăçу мĕнле пĕтет-ши тесе шухăша кайнă. Урхамахсем тапăртатса çитрĕç те Шуйттан çарне пĕр самантрах аркатса пăрахрĕç.

Çапăçу хыççăн çутçанталăк Шуйттансем тунă сурансене тӳрлетме пуçларĕ. Çеçенхирсем ешерме тытăнчĕç, юханшывсем тăрă та таса шывпа тулса ларчĕç.

Унтанпа çичĕ çул иртрĕ. Урхамахсем вăрçă çинчен манса та кайрĕç. Сасартăк Çилхăван татах хăрушă хыпар илсе çитерчĕ хăйĕн тăванĕсем патне:

— Пирĕн çĕршыв çине татах Шуйтан çарĕ тапăннă. Малтанхинчен нумайрах пуçтарăннă вĕсем.

Чи аслă урхамах Çилхăвана хуравларĕ:

— Пире çутçанталăк Ийĕсем пулăшсан кайăпăр эпир сан хыççăн.

Вут-кăвар пек хĕвел патне хастар урхамах кайма иккĕленчĕ. Иккĕмĕш хут хĕвел кăмăлне тĕрĕслеме питĕ хăрушă. Çĕр Ийĕсем те пысăк пулăшу параймарĕç:

— Каçарăр, пире, пĕчĕк пулăшу кăна параятпăр сана эпир. Ытла та нумай сиен турĕç Шуттан çарĕсем çĕре.

Халĕ иккĕмĕш çапăçăва малтанхинчен урхамахсем сахаллăн тапранчĕç. Çĕр Ийĕсен хăвачĕ сахал пулнине пĕлсен хăш пĕр урхамахсем çапăçу хирĕнчен тухрĕç. Анчах та урхамахсем арçурисемпе çапăçма кăна пуçларĕç — шуйттан çурисем хăранипе саланса пĕтрĕç. Урхамахсем киле таврăнчĕç, сывлăшпа шыв ийĕсем хăйсен суранĕсене сиплеме тытăнчĕç.

Хăрушă çапăçу пулнăранпа тата çичĕ çул иртрĕ. Шуйттан çарĕсем каллех урхамахсен çĕршывне тапăнса килеççĕ. Ку сапăçура урхамахсене çил ийĕсем пулăшма пултараймарĕç, каçару ыйтрĕç. Иртнĕ çапăçура шуйттан çарĕсем сывлăша пăтратса пĕтерни çинчен пĕлтерчĕç Çилхăвана пулăшма вăй сахаллине ăнлантарчĕç.

Виççĕмĕш çапăçăва Çилхăван хыççăн чи хастар урхамахсем кăна кайрĕç. Вĕсем Çилхăван пек шыв Ийĕсемпе туслă пулнă.

Çилхăван урхамах йышĕ сахал тесе пĕрремĕш тапăнас темерĕ. Арçурисем хăйсемех тапăнасса кĕтме хушрĕ. Урхамахсем пуçларĕç тапăртатма, çĕре кукалеме. Çĕр чĕтрет, çил урхамахсен çилхисене вĕçтерет. Çакна курсан арçурисем вăрçмасăрах хăранипе саланса пĕтрĕç.

Арçурисем тарнă хыççăн шыв Ийĕсем сиене тӳрлетме юлчĕç. Анчах пĕр мăйракаллă урхамах каялла таврăнман. Çак çапăçура урхамахсем пĕр япала ăнланнă: урхамахсем çавăнпа вăрçа каясшăн пулман. Мĕншĕн тесен вĕсен кама та пулин парăнас килнĕ.

— Эх, иртсе кайнă ĕнтĕ малтанхи вăхăтсем. Ирĕксĕр пурăнма пĕлмен урхамахсем те улшăнса пĕтнĕ. Ятне вĕсенне улăштармалла. Тепĕр çĕр çултан пĕрремĕш çынсем çуралĕç. Вĕсем урхамахĕсене лашасем теме пуçлĕç, хăйсемшĕн ĕçлеттерме пуçлĕç.

Тата мĕн каламалла. Пур мăйракаллă урхамахсем вилсе пĕтмен. Çак урхамахсем шыв чĕлхине пĕлнĕ. Кам шыв чĕлхине пĕлет, çав ĕмĕрлĕхех çамрăк юлать. Халĕ те вĕсем пур. Пĕр мăйракаллă урхамахсене чăтлăхсенче юхакан çăлкуçсенче курма пулать. Анчах вĕсем никама та куçа курăнасшăн мар, çавăнпа питĕ лайăх пытанаççĕ. Çапах та хĕвел патне çитекен пĕр мăйракаллă урхамахсене курма пулать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-12 17:53:26):

Эх, Егор ытла та хыпаланса çырнă пулас. Тем пысăкăш пулмалли хайлава ытла та кĕскен каласа панă вара. Çырма та малтан вырăсла çырнă пулас. Кайран вара чăвашла куçарни курăнать. Предложенийĕсем вырăсла мар пулин те вырăсларах шухашлани сисĕнет. Çапăçăвĕсем те ытла хăвăрт пулса иртеççĕ...

Тăрăшарах çырсан, калăпăшне пĕр 3-5 хут ӳстерсен, лайăх хайлав пулĕччĕ, вырăн та лекĕччĕ пулĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: