Лавпа ăсатнă вĕсене
Вăрçăра пуçне хунă пĕр тăван Петр, Владимир, Николай Мадярковсене халаллатăп.
Хаяр вăрçă пуçланать.
Тăшман сĕмсĕр тапăнать.
Пирĕн халăх кар тăрать,
Нимĕçе касса татать.
Ашшĕ вăрçăра вилет.
Кукаç тăлăх çитĕнет.
Пĕр хаяр çапăçуран
Ашшĕ сывă тухайман.
Ман кукамăн ашшĕ те
Вăрçăран таврăнайман.
Харьков хули патĕнче
Ун виллине тупайман.
Мамак лавпа ывăлсене
Ăсатнă Çĕмĕрлене.
Пĕр çул пĕрне, теприне,
Юлашкинчен виççĕмĕшне.
Сывпуллашнă лашипе,
Лăплантарнă амăшне.
Шантарнă сывă юласса
Çĕнтерӳпе таврăнасса.
Виçĕ туслă пĕр тăван
Виççĕшĕ те таврăнман.
Петĕр, Володь, Микулай —
Никама манса ан кай!
Кăвак çутă тӳпере
Сарă хĕвел ялкăштăр.
Ялти кашни çемьере
Ачи-пăчи сыв пултăр.
Ан пултăр вăрçă нихăçан,
Нихçан ан тапăнтăр тăшман!
Мирлĕ пурнăç савăнтартăр,
Халăх чĕрине кантартăр.
Г.В. Зотова (2010-11-11 19:54:03):
Ирина конкурса юмах кăна мар, сăвă та тăратнă. Ирина, малашне те вулакансене хайлавусемпе савăнтар.
Ваня (2010-11-23 17:52:09):
Сăвă чуна пырса тивет. Малашне те çавăн пек çырсан питĕ аван.
Ираида (2014-12-16 08:29:43):
Вăрçă теми чуна хускатать, йĕртет. Çамрăксем несĕлсене пĕлни, вĕсене асра усрани савăнтарать. Иринăн пуян чунĕ пулас ачисемпе мăнукĕсене те ÇЫН пулма хистĕ.