Хĕллехи кун


Мĕнле аван-çке хĕллехи ир хир тăрăх çăмăл йĕлтĕрпе ярăнса çӳремешкĕн!. Паянхи ир сивех те мар, таврари сывлăшпа сывласа тăранма çук. Акă çамрăк хурăнсем, кăштах çилĕ вĕркеленипе-ши, мана курнипе-ши, вĕсем мана пуç тайса ырă суннăн туйăнать. Эпĕ чăтма çук савăнăçлă. «Ырă кун сунатăп, хурăнăмсе-е-е-ем!» — тесе сасăпах кăшкăрса ятăм. Сассăм аякка кайрĕ те ахрăм пулса каялла таврăнчĕ. Эпĕ сăрт çинчен васкамасăр, пĕр тикĕссĕн, хам хыççăн икĕ мăшăр йĕр хăварса ярăнса антăм. Çав самантра кĕтмен çĕртен çил тухса кайрĕ, хĕвел васкавлăн пĕлĕт хыçне пытанчĕ... Пĕрре мар курнă эпĕ кун пеккине çак вырăнта. Çилĕ усалланса алхасса илет те часах лăпланать. Вара… ман куç умне юмахри пек шап-шурă урхамах çинчи çут кĕмĕл пек ялтăркка та вĕлтĕрти шурă кĕпеллĕ, шурă çӳçлĕ çамрăк Хĕр тухса тăрать. Пĕр хăраса, пĕр савăнса эпĕ çав çил çунатлă Пике патнелле талпăнатăп. Анчах… вăл мана куç хĕсет те çав самантрах таçта çухалать. Манăн ун хыççăн каяс килет, унпа пĕрле шурă та кăпăшка пĕлĕтсем таранах вĕçсе хăпарас килет… Акă, паян йĕлтĕрпе хытăрах хăвалатăп та хуса çитетĕпех Пирĕштие! Манăн та çĕр çинче те, пĕлĕтре те вĕçсе çӳрекен çил çунатăм пултарас килет. Эпир хамăрăн ялăмăр çийĕн вĕçсе иртĕпĕр, хуласем, тинĕссем çийĕн, çĕр чăмăрĕ çийĕн...

Мĕн пĕчĕкренех эпĕ йĕлтĕрпе ярăнма юрататăп. Пĕр-пĕр вырăна куç хыватăп та вĕçтеретĕп унталла. Хашкатăп, пашкатăп, васкатăп… Ĕмĕтре — каллех çил çунатлă Пирĕшти?... Ăçта пурăнать-ши вăл? Ятне пĕлесчĕ ман унăнне… Чăвашла калаçма пĕлет-ши вăл? Мĕншĕн хăй патне çывхартмасть-ха вăл мана?..

Килелле çул тытрăм. Учук çырминчен каçса Мăклă шура çитрĕм. Каялла çаврăнса пăхас терĕм те — юр ăшне чикеленсе кĕрсе ӳкрĕм. Тăма вăйăм çук пек выртатăп ӳпне юр ăшĕнче. Хускалас та килмест.

— Мĕн пулчĕ сана, чиперкке? — илтĕнчĕ темле çав тери ырă та лăпкă сас. — Тăр, сăмсуна тăм илтерсе ярăн…

Мĕн амакĕ пулчĕ ку?... Эпĕ хăра-хăрах пуçа çĕклерĕм. Тĕлĕннипе сăмах чĕнейместĕп. Чĕлхене çăтса ятăм мар-и? Ман умра асамлă юмахри евĕр хитре Хĕр хăй тăрать.

— Эсĕ,.. эсир… кам пулатăр? — аранах персе ятăм виç сăмах.

— Эпĕ — сан çывăх тусу, сан çутă ĕмĕтӳ, саншăн чун çуначĕ пулатăп. Сана эпĕ тахçанах парне парасшăн. Тыт, калем вырăнне... Ăраскал тата ăнăçу сана! — терĕ ырă Пирĕшти. Унтан, çил çунатран пĕр тĕкне илсе мана тыттарчĕ те самантрах çухалчĕ.

— Тепре куриччен, ырă Пирĕштийĕмçĕм!

Аллăмри асамлă парнене хăвăртрах аннене кăтартас килет! Тăван килĕм мăрйинчен шурă-кăвак сĕрĕм явкаланса хăпарать, пĕлĕтсем хушшине кĕрсе таçта пытанать. Пӳрт алăкне уçичченех сăмсана тутлă шăршă пырса çапрĕ. Васкатăп. Йĕлтĕре хыватăп. Пӳрте вирхĕнсе кĕретĕп. Кукăль шăрши сăмсана кăтăклать.

— Ах, хĕрĕм, пăх-ха мĕн чухлĕ кăвак сурăх ертсе кĕтĕн хăвăнпа, пăх! — терĕ мана анне.

— Вĕсем те урамра çӳресе шăннă пуль, çавăнпа пӳрте кĕчĕç пуль, ăшăнччăр ĕнтĕ, — тетĕп эпĕ.

— Хăвăртрах хывăн та сĕтел хушшине лар, кукăль паçăрах пиçсе тухнă, сана кĕтсе ывăнтăм.

Анне сĕтел çине тин пиçнĕ кукăль касса хучĕ, вĕри яшка антарса пачĕ. Эпĕ ăна тав тăватăп. Хырăм часах тăранчĕ. Эпĕ анне çумне йăпшăнса пырса лартăм.

— Анне, эсĕ — пирĕн кил ăшши. Маншăн чи ырри, чи илемли. Эсĕ — манăн чун çуначĕ. Сана пĕр тĕлĕнтермĕш япала кăтартам-и? Ку асамлă тĕк — калем. Ăна мана çилçунатлă Пирĕшти парнелерĕ.

— Пĕлетĕп, хĕрĕм, пĕлетĕп. Сана эпĕ питĕ лайăх ăнланатăп. Сан пек чухне эпĕ хам та вăл Пирĕштие пĕрре мар курнă. Хĕвел хăйĕн ылтăн пайăркисемпе ир-ирех çĕре ыталанă чух та, тĕттĕм чаршавĕ таврана хупласа килсен те, çуркуннехи чечек ăшĕнчи сад пахчинче те, çырла тата чечек шăршиллĕ симĕс вăрманта та, шап-шур пĕркенчĕкпе витĕннĕ уй-хирте те тĕл пулаттăмăр эпир. Унăн çутă сăнарĕ халĕ те манăн асăмрах-ха, çил çунат кĕçенни те хăлхарах.

Çил çунат çинчен аннене пуçласа унăн асламăшĕ каласа кăтартнă иккен.

— Асанне калатчĕ: кам урхамахлă хĕре çывăхран е инçетрен курать, çав ăслă та асамлă, турра çывăх çын пулать. Вăл çĕр çинчи этем шухăшĕсене турă патне çитерекенĕ пулĕ. Ун пек çынсенчен поэтсем çуралаççĕ теççĕ, — вĕçлерĕ сăмахне анне.

— Аннеçĕм, эсĕ апла… поэт-и?

— Çук, хĕрĕм, эпĕ поэт пулаймарăм.

Анне арчине уçрĕ те хут пуххиллĕ çыхă кăларчĕ. Мĕн чухлĕ сăвă кунта, юмахсем те пур?!

— Анне, манăн çаксене хам пӳлĕме кĕрсе вулама юрать-и?

Мана никам та чăрмантармасть. Атте çуралнă кун тĕлне туса панă тенкел çине вырнаçса лартăм та вулама пуçларăм. Анне сăввисемпе юмахĕсем çăмăллăн вуланаççĕ. Эпĕ ун пекех çыраймастăп-ха. Аннеçĕм, эпĕ сан пекех ăслă та илемлĕ çырма вĕренĕп. Аннеçĕм — эсĕ манăн чун çуначĕ!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-15 19:06:13):

Мана питĕ килĕшрĕ. Ку ушкăнра конкуренци вăйлă пуласса кĕтетĕп. Вырăн памалли тем чухлех вуларăм. Пăхăпăр — кама мĕн лекĕ...

 

Vyacheslavna (2010-12-04 06:21:50):

Аннӳ поэт пулайман, эсĕ , тăрăшсан, пулăн.Эсир, пирĕн ачасем, пирĕн пурнăçланайман ĕмĕтсене пурнăçа кĕртессе шанса пурăнатпăр эпир, амăшĕсем.

Мана Валентинăн ĕçĕ килĕшрĕ, кунта вĕрентекенĕн алли ытлашши хытах сисĕнмест.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: