Патшан асамлă лашисем
Пĕррехинче пĕр патшан витинче кĕсри виçĕ тиха хăмланă.Тихасене çулăмлă-хĕрлине — Шуçăм, шуррине — Кун, йăм хурине Каç тесе ят панă. Янаварсем асамлă пулнине никам та тавçăрайман. Пĕрре тарçăсем лашасене апат çиме кăларнă та вĕсемсĕр тăрса юлнă. Хайхискерсем амăшĕпе сывпуллашнă та тӳпене çĕкленнĕ.
Шуçăм тĕнче йĕри-тавра çаврăннă та çынсене Ир пулнине систернĕ. Унăн йĕрĕ Сывлăм пулса юлнă.
Кун вара пурне те Çутă кун парнеленĕ.Унăн палли — Хĕвел.
Каç телейлĕ тĕлĕк валеçекенни пулса тăнă.
Чулсене хăварса шыв нумай юхнă. Кунпа çĕр чылай хутчен ылмашăннă…
Усаллăх Ырра çĕнтерме пикеннĕ. Çак авăра лекнĕ Каç çилçунат йăлтах улшăнса кайнă. Ырă тĕлĕксем вырăнне хăрушă тĕлĕксемпе çынсем аташнă. Кунпа Шуçăм шăллĕне пулăшма тăрăшнă, анчах кăлăхах пулнă. Усаллăх çĕнтерсех пынă. Пиччĕшĕсем нимĕн тăвайман енне Сывлăмпа Хĕвел патне пулăшу ыйтма пынă. Сывлăм хăйне Каçăн хăлхи ăшне чикме хушнă. Каланă — тунă. Чăнах та, усси пулнă. Урхамах лайăхланнă.
Виçĕ Çилçунат Хĕвелпе пĕрле сăрт çине хăпарса çĕр çинчи мĕн пур усаллăха пĕтернĕ.
Каллех малтанхи вăхăт пуçланнă. Паянхи кун та патшан асамлă лашисем çĕр йĕри-тавра çаврăнаççĕ, хăйсен ĕçне тăваççĕ…
Эпĕ те вĕсене час-часах тĕлĕкре куратăп. Ырă ĕçĕсене чунпа туятăп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...