Урхамахсен çĕр-шывĕнче


Пирĕн ялта лашасене питĕ юратаççĕ, çавăнпа та чылай хуçалăхра лаша тытаççĕ. Манăн кӳршĕ те урхамах усратчĕ, анчах вăл ватă пулнипе чирлерĕ те вилчĕ. Питĕ шеллерĕм эпĕ ăна. Мĕн тери илемлĕччĕ вăл: мăнаçлă кĕлетки хăмăр тĕслĕ, хӳрипе çилхи юмахри çил çунатăнни пек шурç та кăтрарах, вăрăм та хитре; çап-çаврака хура куçĕпе ман çине пит тимлĕн те ыррăн пăхатчĕ вăл; алăран апат çиме юрататчĕ. Ытти янаварсене курсан ăна аса илеттĕм, тунсăхлаттăм та вара.

Пĕррехинче, ватă улмуççи айĕнче канса выртнă чух, тӳпере пĕлĕт татки çав кӳршĕ урхамахĕ пекех туйăнчĕ. Асаилĕве путрăм… Тĕлĕрсех кайнă иккен эпĕ.

Таçта тӳпере, питĕ çӳлте, çын курман çĕрте лашасен Ырăпа Туслăх çĕр-шывĕ пур иккен. Унта яланах çу вăхăчĕ: сĕткенпе тулнç симĕс йывăç-курăк ешерет, куçа илĕртекен чечексем ӳсеççĕ, кĕмĕл пек çутă, тăрна куçĕ пек тăп-тăрă та тап-таса шыв юхса выртать. Кунта тĕрлĕрен лаша пурăнать: тур лаши те, йăмăх хури те… Вĕсем ялан пĕр-пĕринпе туслă та харкашусăр, йывăр чух пулăшса пурăнаççĕ. Кашни хăйĕн ĕçне тăвать. Пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн.

Çак илемлĕ çĕр-шывăн тепĕр кĕтесĕнче усал Лашçурисен çĕр-шывĕ вырнаçнă. Кунта вара кашни хайĕншĕн пурăнать. Çавăнпа та ку Çялан харкашу, кĕвĕçу усал хуçаланать.

Икĕ çĕр-шывĕне те пули-пулми ирĕккĕн кĕрсе каяймăн: хапха умĕнче хуралçăсем тăраççĕ. Вĕсем усал тата ырă лашасене пĕр-пĕрин патне ямаççĕ. Урăхла каласан, йĕрке тытаççĕ.

Усал лашçурисем ырă урхамахсен пурнăçне ăмсанса вĕсене питĕ ылханнă. Пĕррехинче лашçурисем пухăнчăç те çӳлти çĕр-шывра асап тата усал сарма шухăш тытрĕç. Чи вăйлă та усал лашçурине суйласа илчĕç. Усал лашçури хуралçăсене улталаса Туслăх çĕр-шывне лекрĕ. Пуçларĕ вара унта хуçаланма, усал сарма: туссене пĕр-пĕринпе вăрçăнтарчĕ, çамрăк лашасем ватăсене хисеплеми пулчĕç, тихашкасем аслăрах лашасене, ашшĕ-амăшне итлеме пăрахрĕç. Пĕрисен пурнăçĕ лайăх пулсан теприсем вĕсене кĕвĕçсе сăтăр тунă. Ырлăх çĕр-шывĕ Усал çĕр-шыва туха пуçланă. Çакна ăнланса лашасем пуху ирттерчĕç. Вĕсем Ырлăх çĕр-шывĕ усалланса пыни çинчен сăмахларĕç, сӳтсе яврĕç, канашларĕç.

— Туссем! Мĕн тăватпăр эпир хамăрăн пурнăçпа, çĕр-шывпа?! Пĕр-пĕрне курайми пултăмăр-çке. Ăçта кăна ан пăх, пур çĕрте те — ылхану, усал, кĕвĕçӳ. Çакăн пек пурнăçпа эпир пурăннă-и, малалла та çакнашкал йĕркесĕр пурăнасшăн-и? — кăвакарнă çилхине вĕçтерсе, пуçне ухса калаçрĕ Ырлăх çĕр-шывĕн патши.

— Çук паллах! Кун пек пурнăç пире тивĕçтермест. Ват асаттесемпе асаннесем, кукамайсемпе кукаçисем пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăннă. Пирĕн те вĕсенчен тĕслĕх илсе туслă пурăнмалла, усал шухăшсене, ĕçсене хăваламалла, ырă ĕçсене, ырă шухăша пурнăçламалла! Авалтан пыракан йăла-йĕркене тытса пырасчĕ, намăса юлас марччĕ, — пĕр-пĕрне пӳлсе кăшкăрашрĕç те тапăртатрĕç çил çунат урхамахсем, шухă тихашкасем.

Каланă, тунă. Çавăнтанпа Ырă та Туслăх çĕр-шывĕнче пурнăç малтанхи йĕркене кĕнĕ: пурте пĕр-пĕрне пулăшса тус-тăванла пурăннă. Çакăн пек пурнăçа хăнăхман усал лашçури чăтаймасăр хăйĕн Усал çĕр-шывне таврăнма шутларĕ. Хăй çĕр-шывне çитсен юлташĕсене каласа тĕлĕнтерĕ. Лашçурисем пулса çитет пулĕ. Чăн-чăн лаша, урхамах пулса тăрасчĕ. Ырлăхпа Туслăх çĕр-шывне лекесчĕ, вĕсен пурнăçĕпе киленесчĕ. Çав асамлă çĕр-шыв вăрттăнлăхне тавçăрса илчĕ ĕнтĕ вăл. Хăвăртрах таврăнас, пурне те пĕлтерес! Вирхĕнсе кĕчĕ те хапхаран…

Ман çинех вĕçет вĕт… Хăранипе куçа уçса ятăм, тӳпене сăнарăм. Сенкер тӳпере кăтра пĕлĕт лашасем пĕчĕк тихисемпе таçта аяккалла, эп пĕлмен çĕр-шывсене ыткăнаççĕ. Ырă янаварсемпе сыв пуллашатăп, асамлă тĕлĕкĕмпе яланлăхах юлатăп.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Надежда (2010-11-06 18:07:36):

Чи илемлĕ калав!!! Маттур Татьяна!))) Малалла та ăнăçусем тума сунатăп

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2010-11-15 18:48:00):

«Чи илемлĕ калав!» - килĕшместĕп. Пуçламăшĕнчех такăннă. Кӳрше питĕ шеллерĕм тет, кӳрши питĕ илемлĕччĕ тет :) Аларан та апат çинĕ тет. //паллах, сăмахĕ лаша пирки пырать, анчах вуланă чухне вăл сăмахсене кӳршĕпе çеç çыхăнтарма пулать.

 

Оксана (2010-11-21 12:04:30):

Маттур, Татьяна! Санăн калаву çитĕнекен ăрăва ырăпа усала уйăрса илме, туслăха упрама, чĕр чунсене юратма вĕрентет. Хайлав лашасен пурнăçĕ урлă паянхи пурнăçа сăнласа кăтартать. Мухтава тивĕçлĕ калав.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: