Пушкăрт арăмне
Сăпайлă яштака хĕрарăм
Манпа тĕл пулчĕ Пушкăртра.
Малтанласа унран хăрарăм:
Мĕнле пыран çумне — хăра?
— Айван эс, — терĕ çыпçăнуллă, —
Курман-и ытла юратса?
Хĕрарăм юратăвĕ çуллă,
Парать хăйне чунне татса.
Ун чух эп çамрăкччĕ, ĕретлĕ:
Пĕлмен хĕрарăм тутине...
Мана астарчĕ чун кĕретлĕ. —
Савса чуптурăм тутине.
Тем çиçĕм çиçнĕн туйăм анчĕ
Пуçран тухса ура тĕпне.
Айра хĕрарăм йăшталанчĕ
Эп путрăм, путрăм ун ăшне.
Вăл ытлă çуйкăн çуйкăнланчĕ:
Пĕр йынăшрĕ... шăпланчĕ пĕр...
Ман чун ĕретсĕр хавхаланчĕ —
Мĕнле вăл ыр, мĕнле вăл чĕр.
Мухтав ăна, мана чун кĕртрĕ,
Мана вĕрентрĕ юратма.
Манра ыр туйăма вăл чĕртрĕ,
Çумне вĕрентрĕ çыпçăнма.
Мĕн-ха вăл юрату яш çыншăн?
Мĕн-ха вăл савăшни чунтан?
— Вăл ырлăх, — терĕ, — чун кӳтнишĕн,
Вăй пурлăх, — терĕ, — çук пуртан.
Мана вăл юрату пиллерĕ,
Мана вăл пачĕ ыр хавал.
Хăй вырăнне ним те илмерĕ
Ун пеккисем халь пит сахал.
Чун-чĕререн эп тав тăватăп
Ытарлă унăн туйăмне.
Эп пултăм уншăн çутçанталăк,
Вăл маншăн — манăн çуркунне.
Кăрлач, 2002
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Get more leads for your chuvash...
Imagine if chuvash...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Is your chuvash...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...