Такмаксем
Ĕлĕк хĕрсене çитернĕ
Каччăсем пылак канхвет.
Халĕ вара турттараççĕ
Йӳç тĕтĕмлĕ сигарет.
Клуб умĕнче шукăль каччă
Чикĕл-микĕлсем тăвать.
Сăрапа сăмакуна вăл
Лайăхрах хутăштарать.
Тапăннă пĕр хулиган
Урамра хĕрарăма.
Чупнă вăл милицине.
Вĕлерсен хушнă пыма.
«Арăмна миçе хĕнерĕн?» —
Суд тĕпченĕ арçына.
«Çук-çук-çук, — каланă лешĕ, —
Каннă кунсенче кăна».
Маруçа килне ăсатрăм,
Кăшт чуптурăм пĕрре çех.
Пите çуса асаплантăм:
Çăвăнмасть-çке сăр вуçех.
Вăл капла та килĕшет,
Вăл апла та мирлешет.
Вăл майне пĕлсе ишет:
Вăйсăрпа çеç кĕрешет.
«Хĕрлĕ кирпĕч ма çитмест-ши?», —
Теççĕ çурт тăвакансем.
Унпала куллен сăрлаç-мĕн.
Сăн-питне чиперккесем.
Хăшĕ ĕç тĕлне пĕлет,
Ĕçлемешкĕн тытăнать.
Туслă мар кам ĕçпеле,
Вĕрентме часрах пуçлать.
Элекçей элек сарать,
Пур çынна та варалать.
Арăмĕ çинчен те вăл
Анонимлă хут çырать.
Килте ларсах Уçтине
Ĕçри евĕр ĕшенет.
Тутине сăрлать, питне —
Ĕçчен каччăсем кĕтет.
Хушрĕç пĕр музыканта:
— Кай консерваторине.
— Ой, консерв çисе унта
Ыр куратăп, — тет, — тинех.
— Оидар кам вăл? — тесе
Ыйтрĕ класс учительтен.
Вăл каларĕ çур сехет:
Çав çын Рим патши иккен.
ВУЗ пĕтернĕ Валерьян
Илнĕ агроном ятне,
Анчах вăл яла кайман,
Кĕнĕ кирпĕч заводне.
Юрату тесен Терен
Уямасть хăй ĕçрине.
Тракторпах вăл вĕçтерет
Чуптумашкăн савнине.
Шухăшсем
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...
When it comes to reliable residential an...