Пулкалать
Кун-сулсем иртсе пынă май час-часах ача чухнехисем аса килеççĕ. Хăш-пĕр пулăмсене çырса та хурас килет. Астума, манăçасран. Тен, вĕсем манран юлакансене те кăсăклантарĕç.
Çакăн çинчен асилме кирлех те марччĕ пулĕ... Анчах та кулленхи пурнăçра тĕл пулнипе йĕркелес терĕм.
Ĕç çапла килсе тухнăччĕ.
Ку вăл хамăр ялтах пулса иртрĕ. Ун чухне хресченсем уйрăм хуçалăхпа пурăнатчĕç-ха.
...Совет влаçĕн малтанхи çулĕсем.
Ял Советĕнче черет йĕркипе килсерен дежурнăйсем пулатчĕç. Кирлĕ вăхăтра кӳлсе тăратнă лавпах. Ара, яла час-часах тĕрлĕрен уполномоченнăйсем килетчĕç. Киномеханика та аппарачĕсемпе турттармаллаччĕ.
Кунта, çапла, яла пынă пĕр лектор çинчен каласа кăтартам-ха.
Ку лектор ял çыннисене халăхра çӳрекен тĕн, тĕшмĕш çинчен ăнлантарса параканни пулчĕ.
Нардом теекен пӳлĕме халăх лăках тулчĕ. Эпир те, шăкăр-макăрсем, мала, урайнех вырнаçрăмăр. Паллах, пĕлес килет мĕн çинчен лектор каланине.
...Пысăк та йăлтăртатакан куçлăхлă çын уççăн та ăнланмалла калаçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче çынсем хушшинче çӳрекен тĕшмĕшсем çинче ытларах чарăнса тăчĕ.
— Çын çулне хура кушак каçса кайсан, çул ăнмасть тени — тĕшмĕш кăна вăл, — терĕ. — Витреллĕ çынна курни те ниме пĕлтермест. Çак йăласем кулленхи пурнăçа, çутçанталăк пулăмĕсен сăлтавĕсене тĕрĕс пĕлменнинчен тухса кайнă.
Вăл пĕр хĕрарăм епле «тухатмăш» пулса кайни çинчен каласа пани питĕ те интереслентерчĕ.
...Лекци пĕтсен те халăх час саланмарĕ. Чылай ыйтусем пачĕç. Вĕсем çине тивĕçлĕ хурав пама тӳр килчĕ унăн.
— Иван Иванчă, тавтапуçах сире усăллă лекци вуласа панăшăн! — кăмăлтан тав турĕç итлекенсем.
— Эсĕ, Хĕветĕр, çакăн пек тараватлă çынна хăвăртрах Чăваш Мепчине илсе çитер, — сĕнчĕ мана ял Совет председателĕ Макçăм пичче.
— Юрать, тăрăшăп.
— Вăхăтра çитесчĕ, — терĕ лектор.
Çуна çине вырнаçса хăйĕн кӳпчек портфельне урисем хушшине хучĕ.
Çул çине тухсанах пирĕн хушăра сăмах тапранчĕ. Эпĕ мĕнле вĕренни, мĕнпе интересленни çинчен тĕпчерĕ.
— Çамрăклах сăвă çырма питĕ аван, — ырларĕ вăл. — Пĕрер сăввуна кала-ха?
— Акă, çуркунне çинчен, — терĕм эпĕ пăртакран.
Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет,
Часах çитет çуркунне.
Çĕрĕçчен хатĕрленет
Тухмашкăн çур акине.
Паллах, мана итлекен хăйне килĕшмен вырăнсене тӳрлетме сĕнчĕ.
— Эсĕ Николай Шелепирен, Константин Ивановран вĕрен, — канаш пачĕ юлашкинчен.
* * *
Пирĕн çул уй-хир урлă. Калас пулать, ун чухне анасене çум-курăк пусса кайнă йăрансем уйăрса тăратчĕç. Ара, кашнин харпăр ана пулнă.
Вăрăм ӳссе кайнă курăксем юр айĕнчен пайтахах курăнма пуçланă. Вĕсем хир куянĕшĕн тутлă апат. Çавăнпа куянсем илешеççĕ те.
Пирĕнпе пĕрле ĕрлешсе пыракан Тузик хулăн сассине кăларса йăрансем тăрăх чупкалать. Пыра-киле чав-чав-чав! тесех вĕçтерсе пычĕ. Куянĕ те курăнса кайрĕ. Тен, хăтăлма хӳтлĕх шыраса пирĕн еннелле талпăнчĕ.
Эпĕ тилхепене туртса лашана чартăм. Тен, куян пирĕн çуна çинех сиксе лармĕ-ши?
— Вăт, шуйттан! — кăшкăрчĕ манпа юнашар ларса пыракан лектор. — Хăвала лашуна!
— Мĕншĕн?
— Курмастăн-им? Куян пирĕн çула татма пултарать!
...Эпĕ ним чĕнме аптраса тараватлă лектор çине ним ăнланмасăр пăхса илтĕм.
— ???
— !!!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...