Аслă Улăп
Аслă Улăп тетпĕр халĕ
Иван Яковлев Сана.
Ăслă çын вăл тесе калĕ
Пур чăваш ялан Сана.
Çыртăн пирĕншĕн çырулăх,
Парнелерĕн Эс букварь.
Пурте кирлĕ: ăс вăл — пурлăх,
Шкул та уçрăн Эс вăр–вар.
Вĕренме те, ĕçлеме те
Эс вĕрентрĕн чăваша.
Хамăр ята çĕклеме те
Çул кăтартрăн йăваша.
Эс хушаттăн упрамашкăн
Пур çĕрте те туслăха.
Пĕр-пĕрне шав пулăшмашкăн
Эс сĕнеттĕн халăха.
Халална Санне вулатпăр
Юратса эпир чунтан.
Пĕтĕм сунăвна упратпăр
Ним те çук хакли унтан.
Халь Турра та ĕненетпĕр,
Эсĕ панă халалпа.
Вĕренме ĕмĕтленетĕр
Пурте хамăр кăмăлпа.
Вырăс халăхне итлетпĕр,
Пурăнатпăр юратса.
Килĕшсе пĕрле ĕçлетпĕр,
Ырă тĕслĕх кăтартса.
Чĕлхене те пăрахмастпăр:
Вĕренетпĕр тăрăшса.
Çемьене сыхă усратпăр,
Кун кунлатпăр савăнса.
Пĕр-пĕринпе эпир сапăр,
Çӳреместпĕр чашкăрса.
Çыршывра халь питĕ капăр —
Чăваш ĕçлет кар тăрса.
Чăваш ăсĕ: чăваш юнĕ
Пулнă Яковлев Санра.
Халь те пĕтĕм чăваш чунĕ
Ǎсчаха курать Санра.
Шухăшсем
Tired of low website traffic? This video...
Which keywords and locations matter most...
Watch this if you are struggling to get ...
Get increased leads for your chuvash...
Struggling to get targeted leads to your...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations matter most...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations do you need...