Анне


Анне çепĕç юррине

Ман валли юрлать.

Ирхине те, каçхине,

Маншăн тăрăшать.

 

Вăл телей мана сунать,

Хытă юратать.

Эпĕ «иккĕсем» илсен,

Питĕ хурланать.

 

Унпала мана ялан

Ырă та аван.

Анне, эсĕ ан хурлан,

Эпĕ пысăк сан!

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Марина Ивановна (2010-12-19 02:24:56):

Маттур, Никита, аннӳне юратни, ăна хисеплени, чи сумлă, паха япала

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Гаврилов Виталий (2011-02-17 18:42:41):

Маттур,Никита!Аннӳне юрат,упра.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Маша (2011-02-17 18:45:43):

Чăнах та маттур! Амăшне юратни таçтан курăнать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Елена (2011-02-19 14:44:16):

Никита! Санăн сăввусем питĕ кăмăла кайрĕç. Эсĕ лайăх ача.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Ивановна (2011-02-22 18:19:32):

Хула шкулĕнче вĕренекен ачасем çапла маттур çырнишĕн чунтан савăнатăп.Сăввисем чуна пырса тивеççĕ. Сăвă çырас вăрттăнлăхне те мĕнле аван пĕлет вăл!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Николаева Елена (2011-03-03 12:53:17):

Маттур, Никита! Сан сăвву питĕ кăмăла кайрĕ. Татах çыр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Зина (2011-03-09 20:54:19):

Лайăх сăвăсем. Ачи те тăрăшуллă. "5" паллă сана, Никита

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: