Е машина, е хăпарту
Вăрçă чарăннă ĕнтĕ, анчах та вăл кӳрсе хăварнă инкек-сурана кашни утăмрах асăрхатăн. Чĕрĕ ӳт çинче тăрса юлнă çĕвĕ пекех илемсĕр вĕсем — вăрçă суранĕсем. Уй хапхи, хăмисене унтан та кунтан хуçса е вуçех хăйпăтса пĕтернĕскер, илемсĕррĕн чалăшнă. Петюксен пĕчĕк пӳрчĕ, унран юлас мар тенĕн, улăм çĕлĕкне çурçĕр еннелле тайнă.
Петюк — уй хуралçи. Тулă хăмăлĕ евĕр сап-сарă çӳçлĕ ача вăл. Саккăрта. Пичĕ-куçĕ кук тĕрриллĕ, çерçи çăмарти пек. Çитĕнсе çитнисем кулянса ахлатнипе айлатнине кулленех илтет вăл. Ирхине хире бригадир тухнăччĕ.
— Вăт, — терĕ вăл Петюка çурăмран лăпкаса, — тытăттăм та çапса лартăттăм çав уй хапхине — хăма çук. Сана та, ачам, кăлăхах нушалантарман пулăттăмăр.
Пĕр хушă шарламарĕ бригадир — Петюкăн тăван мар Варлам пиччĕшĕ.
— Эс, хăв пĕчĕк пулсан та, пы-ысăк ĕç тăватăн.
Уя, тыр-пула, çăкăра, эппин, хураллатăн, — пиншак кĕсйинчен тем кăларас шутпа аппаланнă май куçран пăха-пăха илчĕ бригадир. — Мĕнле калас та, ĕçшĕн тем парсах савăнтараймăпăр. Ак ку вара — сана! — кĕсьерен вылямалли пĕчĕк машина кăларса тыттарчĕ Варлам. — Района кайсан ятарласа туянтăм.
Машина! Хе, кустăрмисем те пур. Тăваттă тан. Кăлтăр-кăлтăр кусаççĕ пӳрнепе кăшт сĕртĕннипех. Чăн-чăнни пекех ку.
Петюк савăнăçне ниçта чикеймесĕр чăлтти-чалтти сиккелерĕ, машина парнене апла та капла çавăркаласа пи-ип! на-арт! текелерĕ. Уй-хире сыхласа, çав вăхăтрах машинипе те аппаланмалли самант тупса каç пулнине сисмерĕ ача. Киле çаврăнса çитнĕ çĕре хырăмĕ пăчăртатсах выçнăччĕ. Петюк амăшĕ — Ултутти аппа — тин кăна ĕçрен таврăннă. Пăрçа çулнă тет-и те, саппун кĕсйине чиксе пĕр-икĕ ывăç пăрçа илсе килнĕ. Петюка валли. Каçхи апат.
— Ах, — нăш-нăш шăршларĕ Ултутти аппа, — шăрши мĕнле!
— Мĕн шăрши?
— Çăкăр шăрши.
— Анне, мĕнле çăкăр шăрши, пирĕн çăкăр та пур-им? — сурчăкне лăнкăрт çăтса ыйтрĕ Петюк.
Халĕ тин туйрĕ вăл: пăрçа хырăм выççине лăплантарма мар, çиес килнине вăйлатма кăна пулăшрĕ.
— Михуть мучусем пĕçернĕ пулас, — пĕлтерчĕ Ултутти аппа.
— Вĕсем çăкăр мĕнпе пĕçереççĕ?
— Çăнăхпа, ыраш çăнăхĕпе.
— Михуть мучусен, анне, çăнăх пур, пирĕн мĕн-ма çук?
— Вăл каскалама, чутлама ăста. Унта-кунта пӳрт-çурт тума кĕрĕшсе çӳрет Михуть мучу. Çавăн-па çăкăр пур вĕсен.
Тек тӳссе лараймарĕ Петюк, машинине кĕпе аркипе хупласа кӳршелле чупрĕ. Михутьсен Павăлне, вырăсла хапха умĕнче тем аппаланса лараканскерне, айккинчен тăк тĕртрĕ вăл.
— Сана пĕр япала кăтартас-и? — ыйтрĕ Петюк тантăшĕнчен.
— Кăтарт, — ура çине тăчĕ Павăл.
— Ак, — кĕпе аркинчен машинине вăльт кăларса кăтартрĕ Петюк.
— Ăçта-ха, ăçта? — Петюк тавралла чупкаларĕ тантăшĕ. — Кăтарт-ха лайăхрах, кăтарт! Пар мана... эп сана ухă паратăп. Лешне, атте ăсталаса тунине. Ах, лайăх вĕçет йĕппи. Вшик тăвать те чак! тăрăнса ларать. Вăт епле! — кĕсйинчен çăкăр татăкĕ кăларса çатăрт çыртса илчĕ Павăл.
— Ухăлла мар, çăкăрла. Илсе тух пĕр хăпарту, — чăрсăрланчĕ Петюк. — Суйла: е машина, е хăпарту...
Павăл нумай турткаланса тăмарĕ, йăпăр-япăр илсе тухрĕ пашалуран кăшт мăнăрах хăпарту. Амăшĕнчен вăрттăн. Вăрласа. Тин кăмакаран кăларнине, минтер пек кăпăшкине, хĕвел çути майлах ăшшине...
— Акă, — терĕ вăл чунтан хĕпĕртесе.
Вăхăт та, самант та улшăнать, пĕр вырăнта ташласа тăмасть. Вăтăр-хĕрĕх çул хушшинче Петр Михайлович — Петюк ĕнтĕ — тĕлĕнмелле улшăнусем курчĕ. Тăван ялĕ çине пăхса ниепле те тăранаймасть вăл. Çурчĕсем кермен евĕр пысăк та çутă, вĕсем пурте тин кăна туса çакнă шăнкăрч вĕлли пек тăпăл-тăпăл та тирпейлĕ. Хирпе, тулă хушшипе авкаланса выртакан ансăр сукмакпа пынă чух сулмаклă пучахсем хулпуççине сĕртĕне-сĕртĕне илеççĕ. Чылайччен сулланса тăраççĕ вара вĕсем хăйсен йывăрăшне тӳсеймесĕр. Çук, ялпа уй-хир сăн-сăпачĕ çеç мар, çыннисем хăйсем те палламалла мар улшăнчĕç. Петр Михайлович — чи пултаруллă механизатор, ун кӳрши Павел Мефодьевич — механик. Петĕр пирки халь ялта: «Ашшĕ пекех çитĕнчĕ, — теççĕ. — Маттур. Хастар. Сăмахпа вылянмасть. Ашшĕ ун çĕр тесен, тыр-пул тесен тем тума та хатĕрччĕ. Улма йывăççинчен аякка кусса каймасть çав». Петĕр хăй ашшĕ пирки ял-йышра хăш-пĕрисем вăрçă хыççăнрахах мĕн сӳпĕлтетнине пĕрре кăна илтмен ĕнтĕ. Анчах та каярахпа «хыпарсăр çухалнă» çын пирки хыпар килнĕ: Сунтал Михали — Петĕр ашшĕ ĕнтĕ — хастар салтак пулнă, темиçе медальпе ордена та тивĕçнĕ, миллионшар салтак пекех, çуран танкăшса та кĕрешсе тăшмансене килне çитиех хӳтерсе кайнă.Германири тырă склачĕсенчен пĕрне вут хыпса илсен çĕр çынни, ытти совет салтакĕсем пекех, пушар сӳнтерме васканă. Çăкăртан асли çук-çке-ха. Хĕрсех пушар сӳнтерекенсем çине урăх йышши вут-кăвар тăкăнма тытăннă сасартăк: пульăсем шăхăрма тапратнă, снарядсем çурăлнă, минăсем шартлатнă... Паллă мар халĕ те — хăш салтакĕ кăвар айне пулса вилнĕ-ши, хăшĕ пуля тĕлне лексе... Кун пирки чылайран тин ăнсăртран сывă тăрса юлнă Карпенко сержант, Петĕр ашшĕне тупас та çемйине пĕлтерес тесе темиçе çул хушши çине тăрсах шыраттарнăскер, çырса пĕлтернĕччĕ.
Паян пысăк хаваспа ĕçлерĕ Петĕр. Хĕвел кулкаласа илет. Комбайнер сăн-сăпачĕ те хĕвелпе пĕр: йăлтăртатать, çиçет, çунать. Петĕр комбайн çинчен сиксе аннăччĕ кăна — Павăл механик мотоциклĕпе кĕрлеттерсе çитрĕ.
— Вăй патăр! — сывлăх сунчĕ вăл Петĕре. — Ман сана шутсăр савăнтармалли хыпар пур. Халех пуçтарăн та машина илме çула тух. «Жигули» килнĕ базăна. Сана валли. «Жигули»!
— «Жигули»? Мĕнле «Жигули»?
— Ара, эс, Петĕр, хăвах ыйтнăччĕ вĕт-ха. «Çăмăл машина илме пулăшăр», — тенĕччĕ. Пи-ип! На-арт! — руль пăркаланă чухнехи евĕр хуçкаланчĕ Павăл. — Машини вара базăна хальлĕхе пĕрре кăна килнĕ, илес текенсем — çиччĕн. Атя вĕçтер ыттисем сисиччен.
Чăн сăмах, Петр Михайлович «Жигули» туянма пулăшма ыйтса хут та çырнăччĕ правление.
Петĕр куçĕ умне тахçанах пулни-иртни тухса тăчĕ. Петюк Павăла пĕ-ĕчĕк машина тыттарать, Павăл ăна — хăпарту. Тин кăмакаран пĕçерсе кăларнине, минтер пек кăпăшкине, йӳçĕкрех вĕри шăршă сараканнине, хĕвел çути пек ăшшине... Хăпартăва Петюк çенĕкре пытанса, рехетленсе, тутă хырăмлă пурнăç çитессе ĕмĕтленсе çисе ларнă чухнех çывăрса кайнăччĕ вăл. Çав çăкăр тути халĕ те чĕлхе çинче. Тем тĕрлĕ тутлă апат та çинĕ пуль, çапах ыраш çăкăрĕнчен тутлăраххине астумасть Петĕр. Комбайнер вырман ыраш уйĕ çине пăхса:
— Павăл, — терĕ, — кала кама та пулин, эпĕ халех илейместĕп пуль, укçа çитмест, — куç кĕрет суйрĕ вăл.
— Çитменнине хам хушатăп.
— Çук, Павăл, кирлĕ мар. Тĕрĕссине каласан... Ача чух эп санран машинăшăн хăпарту ыйтрăм. Халĕ вара машинăшăн хирти тырра пăрахса хăвараймастăп. Халĕ те, тантăшăм, ыйтатăп. Юрĕ, тепĕр чух туянăпăр «Жигулие», — комбайн енне утрĕ Петĕр.
Ăна ӳкĕтлемерĕ Павăл, ӳкĕтленинчен те усси пулас çуккине ăнланчĕ вăл. Мотоциклне утланса хăй çулĕпе вĕçтерчĕ: «Э-э, уй-хир хăпартăвĕ кирлĕ сана, машина мар», — тесе аллипе сулса хăварчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...