Илемпи


Эмел ĕçсен Алла утнаккăланнă пек пулчĕ. Илемпине темĕскер каласа пачĕ. Куланçи турĕ. Илемпи çав вăхăтра тутлăлла куймак тата çу çинче пĕчĕк кукăльсем пĕçерчĕ. Пӳрте тутлă шăршă сарăлчĕ. Холодильникĕнче аш-какай, сĕт-çу — туллиех. Илемпи Коля ĕçрен киличчен пĕр сĕтел ĕçме-çиме хатĕрлесе хучĕ. Халь, вăл килессе кăна кĕтет. Киле каймалла-çке. Вера аппа та çухатрĕ пуль ăна. Ырана валли плансем те çырмалла.

Алла уçăлчĕ. Çирĕ те кравать çине кайса выртрĕ. Вăйĕ çукрах-ха. Çиме вара аван çирĕ хăй.

— Эсир тутлă пĕçеретĕр, чĕлхене çăтса ярăн, эх, манăн та анне,.. —терĕ хĕрача ассăн сывласа.

Илемпи куççульне аран-аран тытса чарчĕ.

— Мĕскер эс, Аллочка, сан аçу та тутлă пĕçерет теместĕнччĕ-и-ха эсĕ? — çемçен ыйтрĕ учительница хумханнине пытарма тăрăшса.

— Пĕçерет те-ха, анчах ман анне пĕçернĕ апата та çиес килет-çке, тата аттен манпа вăрах калаçса ларма вăхăчĕ те çукрах, — терĕ Алла куççульне аллипе шăлса. Анчах вăл юхма чарăнмарĕ. Илемпи хĕрача çумнерех ларчĕ те ăна ыталаса илчĕ. Сахал ларчĕç-и вĕсем капла, нумай-и, шăп çак вăхăтра Коля кĕрсе тăчĕ. Ку ӳкерчĕк ăна хумхантарса ячĕ. Илемли вара хăвăрт кăна тăчĕ те хĕре майлаштарса вырттарчĕ.

— Ыранччен, Аллочка, — терĕ учительница, — шкула хальлĕхе ан çӳре, хамах килĕп.

Вĕсем Кольăпа кайри пӳлĕме тухрĕç. Илемпи ăна хĕрĕ чирли çинчен каларĕ. Тухтăр мĕн каланине пĕлтерчĕ.

— Тавах Сире, Илембина Николаевна. — Эппин, ыран хăвăрах килетĕр, — терĕ Коля хĕре куçран пăхса.

— Килетĕп, паллах, уншăн ан пăшăрханăр, çапах та тухтăр сĕнĕвĕ пирки хăвăр та шутласа пăхсамăр, — тесе Илемпи алăк патне пычĕ. Коля чей ĕçме ларма ӳкĕтлесен вара сĕтел хушшине ларса тухрĕ. Килне ăна паян Коля ăсатса ячĕ. Темĕн чухлĕ тав сăмахĕ каларĕ вăл хĕре кĕçĕр, уйрăлас умĕн хĕрĕн аллине тытса чăмăртарĕ.

Çĕнĕ çулччен нумаях та юлмарĕ. Алла вара çав-çавах сывалса çитеймерĕ-ха. Ӳсĕрме пуçларĕ вăл. Илемпи вĕсем патне кашни кун пĕр сиктермесер çӳрерĕ. Туслашрĕç Илемпипе Коля çак хушăра. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан пулчĕç. Анчах юрату çинчен пĕр сăмах та каламан: Коля та, хĕр те.

Алла, килте пулин те, программăпах вĕренсе пычĕ. Учительница унпа яланхи пекех çепĕç те кăмăллăн калаçрĕ. Хĕрача сывалсан питĕ хĕпĕртерĕ. Алла шкула пынă кун чăн-чăн уяв пек туйăнчĕ ăна.

Вера аппа Илемпие кунран-кун килĕштерсе пычĕ. «Хĕрĕм», — тее пуçларĕ вал ăна. Паян тата хуларан Сергей те килчĕ. Илемпие курсан ун куçĕ çулăм евĕр йăлтăра пуçларĕ. Хĕр те ăна хирĕç пур кăмăлтан йăл кулнă пулсан, Сергей Илемпие чупса пырса ыталаса илĕччĕ. Мĕн тери тунсăхланă вăл çак çамрăк учительницăшăн. Анчах хĕре хăйĕн туйăмне уçса пама вăтанать. Хулара ĕçе кайнă чух та, ĕçрен таврăннă чух та Илемпи çинчен шутлать. Хуравлĕ-ши хĕр унăн юратăвĕ çине е шап-шура тикĕс шăлĕсене кăтартса каçăхса кайса кулĕ-ши? Хуравĕ, паллах, тĕрлĕрен пулма пултарать. Шел пулин те, çын ăш-чикне кĕрсе пăхма май çук.

— Салам, хула каччине, — терĕ Илемпи алăк уратинчен каçнă каçман. — Мĕн илсе çитерчĕ сире тăван яла?

Ыйтăвĕ шӳтлĕ пулин те, Сергей пăртак аванмарланчĕ. Çапах та пуçне усмарĕ.

— Сывă-и, Илембина йăмăкăм, еплерех пурăнатăр, ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ? — тесе Сергей Илемпи аллине пырса чăмăртарĕ.

— Чиперех-ха, тусăм, алă усса ларма пĕрре те вăхăт пулмарĕ, — терĕ Илемли малти пӳртелле кĕнĕ май.

Клуба вĕсем кĕçĕр пĕрле кайрĕç. Шăматкун пулнă май паян ташă каçĕ. Апла пулин те Илемпин ташă ушкăнне тухма кăмăлĕ пулмарĕ. Сергей тем пек ӳкĕтлесен те хĕр вырăнтан та хускалмарĕ. Юлташ хĕрĕпе шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕ пулин те, Коля ун асĕнчен самантлăха та тухмарĕ. Куçне хупсан та Кольăн вăйлă аллисем хĕре ыталаççĕ пек туйăнать. «Шел пулин те, кун пек пулма пултараймасть çав», — шухăшларĕ Илемпи юлташĕ хайне çав вăхăтра пачах урăх япала çинчен ăнлантарнă чух.

«Авланнă-çке вăл, авланнă çын, анчах ун арăмĕ инкеке лексе вилнĕ, — терĕ хĕр юлташĕ кайсан, ассăн сывласа. — Эп ăна арăмĕнчен туртса илесшĕн çунман-çке. Енчен те вăл сывă пулнă пулсан, эпĕ, паллах, ун пек хăтланман пулăттăм.»

Залра вальс кĕвви янраса кайрĕ. Сергей Илемпие ташша тухма чĕнчĕ. Хĕр тухатчĕ те пуль-и, тен, енчен те алăк патĕнче сасартăк Коля курăнса кайман пулсан.

— Пĕтрĕ пуç, мĕн туса çӳрет вăл клубра çак самантра, — вĕлтлетсе илчĕ Илемпи пуçĕнче.

— Каçар Сергей, темшĕн ман паян пуç ыратать, тепрехинче санпа хаваспах ташлăп, — терĕ вăл тутине уçма ĕлкĕрнĕ каччăна. Лешĕ вара мăрт-март туманни çеç юлчĕ. Кĕвĕçтерес шутпа-ши, туххăмрах тепĕр хĕре чĕнсе кăларчĕ.

— Илемпи, каçарăр та, сире урама пĕр самантлăха тухма ыйтасшăн, — сасартăк илтĕнсе кайрĕç ума пырса тăнă Коля сăмахĕсем. Чи малтан хĕр ним тума аптрарĕ. Унтан: «Эпĕ тухатăп», — тесе алăк патнелле утса кайрĕ. Ун хыççăн — Коля. Телее, Сергей çакна асăрхамарĕ. Вăл хăйпе ташлакан хĕре хĕрсе кайсах темĕскер ăнлантаратчĕ.

Илемпипе Коля айккинелле утса кайрĕç. Николай хĕре аллинчен тытрĕ. Унăн алли хумханнипе чĕтретчĕ. Илемпи аллине туртса илмере. Пĕр хушă чĕнмесĕр утрĕç.

— Илемпи, эпĕ сире манăн арăм пулма килĕшме ыйтатăп, — терĕ Коля сасартăк хĕре ик аллинчен те тытса. — Çак кĕске хушăра эсир ман чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçма пултартăр.

Хĕр малтан çухалса кайрĕ. Коля калани уншăн кăнтăр кунĕнче аслати авăтнăн туйăнса кайрĕ. Мĕнле тĕлĕнмĕн-ха, юрату çинчен вĕсем пĕрре те калаçман вĕт.

— Эсир хирĕçлетĕр пулсан вара, эпĕ — сире тивĕçлĕ çын мар, — терĕ Коля Илемпи нимĕн те каламаннипе аптраса. — Каçарăр эппин, сире эп клуб патне ăсатса ярăп.

— Коля, эпĕ килĕшетĕп, — терĕ те Илемпи унăн кăкăрĕ çине пуçне хучĕ, макăрса ярас марччĕ тесе кăмăлне хытарма тăрăшрĕ, Телей куççулĕ вара юхрĕ те юхрĕ хĕрĕн сивĕпе хĕрелнĕ пичĕ тăрăх.

Коля ăна лăплантарма тăрăшрĕ. Мĕн тери телейлĕ çын вăл халь — Николай Петров. Ăна юратаççĕ, вăл та чĕререн юратать. Паянтан унăн хĕрачин амăшĕ пулать. Ĕненет вăл — Илемпи Аллăна нихăçан та кӳрентерес çук.

— Коля, эсĕ, тен, шӳтлетĕн? — ыйтрĕ Илемпи ăна куçран пăхса.

— Илемпи, чунăм, эп сан çинчен шутлама епле пăрахас тссен те, пултараймарăм, — терĕ Коля хĕре ăшшăн ыталаса. — Манăн çичĕ çулхи хĕрача пур-çке, эсĕ вара тин çеç чечеке ларнă сарă чечеке аса илтеретĕн. Санăн юратăвă йăлтах малалла пулма пултарать, тата эс — вĕреннĕ, ăслă çын, эпĕ вара... Арçын хăй сăмахне вĕçлеймерĕ, хĕр ун çăварне хăйĕн дĕчĕк аллипе хупларĕ те çапла каларĕ:

— Сан ачу халь манăн ача. Вăл пире тата ытларах çыхăнтарĕ. Юратма вара эпĕ сана çеç юрататăп. Ĕнен мана, Коля.

Çав шăматкунхи çăлтăрлă сивĕ каç икĕ чĕрене пĕрлештерчĕ, «Ĕмĕр сакки сарлака», — теççĕ ваттисем. Ку чăн та çапла: кампа кăна паллашмастăн, калаçмастăн, мĕн кăна курмастăн пулĕ çак çăмăлах мар пурнăç çулĕ çинче. Пурăнма вара яланах кирлĕ пек пурăнма пĕлмелле, унсăрăн ятна, чысна çухататăн.

Кольăпа Илемпи — телейлĕ. Çак хĕрӳллĕ юратăва Коля авланнă çын пулин те, Илемпие урăх каччă чунтан юратни те чăрмантарма пултараймасть. Вĕсем хăйсен пурнăçĕшĕн хăйсем хурав тытаççĕ. Çак хаваслă мăшăр пĕр-пĕрне çĕршер километрта тупма пултарнă-тăк, ытти чăрмавсене те çăмăллăнах çĕнтерĕ...

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ирина (2011-01-23 20:45:06):

Калав питех кăмăла каймарĕ,ĕненмелле çырса парайман..юмахри пек ăнса пырать çак хĕре:малтанхи йĕркесенчех куратпăр çакна..юриех вĕçне çити вуласа тухрăм.Тен,епле те пулин пăтăрмах сиксе тухĕ Илемпин пурнăç çулĕ çине тесе шутларăм,çук, малалли йĕркесенче те курмарăм çакна.пурте юратаççĕ çак хĕре,шкулта та яланах ăнса пырать ăна,темиçе каччă унăн...Пурнăçра лайăххипе юнашар начарри те çӳрекенччĕ-çке.Çак калавра вара ун пеккине курма пултараймарăм эпĕ.Татах та çырас шухăшсем пулсан çакна шута илсен питĕ аванччĕ те........

 

Г. Зотова (2011-01-24 18:52:28):

Шкул пурнăçĕ çинчен çыракансем сахал.Тин çеç ĕçлеме пуçланă вĕрентекенĕн пĕрремĕш утăмĕсем çинчен ĕнентерӳллĕ çырса кăтартнă. Пурнăçра мĕншĕн пурин те пăтăрмахлă пурăнмалла? Илемпин çемье пурнăçĕ тин кăна пуçланать-ха, унăн хĕр ачашăн чăн-чăн амăшĕ пулма тăрăшмалла. Коля та ăна малтанхи арăмĕпе час-часах танлаштарĕ...

 

Г.Зотова (2011-01-24 18:59:48):

Шкул пурнăçĕ пирки çыракансем сахал. Автор вĕрентекенĕн пĕрремĕш утăмĕсем пирки ĕнентерӳллĕн çырса кăтартнă.Çамрăк хĕр шкулта ĕçлемех çуралнă. Пăтăрмахĕсем те пулĕç пурнан пурнăçра, халлĕхе çук. Нимĕн япăххине те курмастăп.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: