Хура вăрман хушшинче...
Хура вăрман хушшинче
Утатăп эп пĕр-пĕччен,
Ват юмансен шавĕнче
Хавасланап утнинчен.
Çинçе сукмак йĕрĕпе
Пырса кĕреп вĕтлеме1,
Вĕтлĕх мана курнипе
Тытăнать пек чĕтреме;
Вĕçен кайăк-кĕшĕксем
Чарăнаççĕ юрлама,
Тилли, чĕрĕп, пакшассм
Тытăнаççĕ пытанма...
Эй, ан чĕтрĕр, йывăçсем! —
Эпĕ сире хуçас çук;
Ўсĕр, сарлăр, хунавсем, —
Çанталăкĕ ырă чух...
Юрлăр, юрлăр савăнса,
Ырă кайăк-кĕшĕксем;
Выльăр, чупăр ыткăнса,
Мулкачăсем, пăшисем!
Эп сунарçă çынни мар,
Вăрман касакан та мар.
Сире эпĕ тивес çук,
Нимле сиен кӳрес çук.
Пĕлетĕп эп: пурнăçа
Юратать пур тĕрлĕ чун;
Сывлăх кирлĕ чĕр пуçа;
Пурте кĕтет ырă кун.
Чухлатăп эп: эсĕр те
Савăнатăр хĕвелпе;
Вăрманĕ те, уйĕ те —
Тулăх сирĕн сассемпе.
Хура вăрман хушшинче
Çӳретĕп эп пĕр-пĕччен,
Ват чăрăшсен хӳттинче
Хавасланап утнинчен...
Пыратăп ак чăтлăхра2,
Шартах сикрĕм пĕр тĕлте;
Инçе те мар, хам умрах,
Турат хуçăлчĕ çĕрте!
«Мĕн ку? Кашкăр-кашаман?!
Е упа ку, е куян?!»
Çук!.. Ак куртăм — çын мĕлки
Тарать иккен вăл манран!
Вĕлтлетрĕ ун кĕлетки...
Кам ку? Паллах, дезертир!
Хĕрлĕ Çара каясран
Пытаннă вăл — шиклĕ тир.
Пур-ха ун пекки паян...
Кĕретĕп эп хырлăха —
Уç сывлăшлă ырлăха.
Ĕмĕртенхи ват хырсем
Лараççĕ чăнк! çĕкленсе;
Вĕсен ешĕл тăррисем
Кашлаççĕ кăшт чӳхенсе.
Хырсем çемçен кашлани
Пуçа, чуна ачашлать;
Уç сывлăшпа сывлани
Тин шăм-шакра вăй хушать;
Хытнă кăкăр çемçелет,
Чĕрӳ тикĕссĕн тапать;
Йывăр шухăш сирĕлсе
Кăмăлу та лăш пулать...
* * *
Халăх çинчи ĕçсенчен
Кăшт хăтăлса тухнă чух,
Е кил-çуртри тертсенчен
Вăхăтлăха хăпнă чух, —
Аван, ырă — вăрманта
Ирĕкленсе çӳреме:
Пухатăн вăй эс унта
Каллех хĕрсе ĕçлеме.
1919, август
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...